Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ДРАМАТУРГ ТА, АРТИСТ ТА ИККЕН

Пăвари Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçин пулăшуçи, çыравçă Анна Степановна Никонорова (чăвашсем ăна «Ах, аннеçӗм, анне» юрă авторӗ пек те пӗлеççӗ) май уйăхӗн 27-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ. Юбилее Пăва чăвашӗсем хулари Туслăх Çуртӗнче «Пӳрмен юрату» спектакль лартса паллă турӗç. Пьесăна Анна аппа çырнă.

Спектакльти ӗçсем 60-70-мӗш çулсенче пулса иртеççӗ. Тӗпре – ял çыннин пурнăçӗ: хуçалăхри йывăр ӗç, çемьери хутшăнусем. Тӗп геройсенчен пӗрне, ватта юлса пыракан хӗрӗн – Шурккан – амăшне Анна Степановна хăй вылярӗ. Хуть мӗнле анне пекех, хӗрне качча парса телейлӗ тăвасшăн вăл. Упăшки вăрçăран таврăнманран пӗччен арăм нушине хăй çинче туйнăскер, хӗрне урăх пурнăç сунать. Çавăнпа унăн вăхăт-вăхăт хӗрӗпе çирӗп те пулма тивет, кӗçӗн хӗрӗн, йывăр чирлӗ Варккан, упăшкине те кӗрӳ тума хирӗç мар... Сехет ытлана тăсăлнă спектакль «Шурккана кама качча парать-ши?» – текен шухăш куракана тимлӗхре тытать. Çапах амăшӗн ӗмӗчӗ пурнăçланатех, чăн та ун пулăшăвӗсӗрех, Шурк­кана тахçан килӗштернӗ кӳршӗ ял каччи хăтана килет...  

 Спектакле (режиссерӗ Наталья Ракова) Пăвари Туслăх Çурчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Туслăх» ансамбль артисчӗсем лартрӗç. Çапла майпа пăвасем Анна Степановнăн драматург, артист пултарулăхӗ пуррине те курчӗç. Нумайăшӗшӗн кӗтменлӗх те пулчӗ-тӗр ку. Пултарулăх каçӗ чи çывăх тăвансен хушшинчи пек ăшпиллӗ иртрӗ. Ытлашши пафоспа çӳпӗлени пулмарӗ. Саламлама килекенсем те сахаллăн марччӗ. Туслăх Çуртӗнчи  вырăссен обществин ертӳçи  Алена Климко Анна Никоноровăна ТР Халăхсен ассамб­лейин Пăвари представительст­вин Тав çырăвӗпе чысларӗ. ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗпе Константин Малышевпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та сцена çине тухса ăшă сăмахсем каласа парнесем пачӗç. Чăваш культурине аталантарас ӗçри хастарлăхшăн ТР Халăхсен ассамблейин Тав çырăвне илсе килнӗччӗ вӗсем. Пăвари ЧНКЦ ертӳçи Владимир Ильин: «Анна аппа пирӗн çумра мар, эпир ун çумӗнче», – терӗ пулăшуçин ЧНКЦри ӗçӗ капашсăр пысăк пулнине палăртса. Çак шухăша ЧНКЦн пайташӗ Евгений Бондарев та малалла тăсрӗ: «Анна Степановнăн планӗ вăл – пирӗн план. ЧНКЦ çулталăка тумалли ӗçсене Анна аппа яланах темиçе страница çырать», – терӗ. Ентешне саламлама çаплах Чăваш Киштек ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Иван Алексеевич Павлов та ятарласах килнӗччӗ. Районти «Уяв» чăваш халăх ансамблӗ вара хитре юрă юрласа савăнтарчӗ. 

– Мӗншӗн кашни кун юбилей мар-ши? – кăмăллăн шӳтлерӗ Анна Степановна салам хыççăн салам йышăннă май. Мӗнех, тепӗр юбилейччен вăхăт нумай мар, тепӗр 5 çултан та çаплах ăшшăн саламлӗç, сывлăхӗ кăна пултăр. Пăвасен саламӗ çумне редакци ӗçченӗсем эпир те хутшăнса Анна Степановна Никоноровăна телей, ырми-канми вăй-хал, мӗнпур ыррине сунатпăр.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев