Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Джогинăра эпир те пулнăччӗ

Елена Ермилован Çӗпӗр чăвашӗсем пирки çырнă очеркне интересленсе вуларăм, ырă асаилӗве путрăм

«Сувар» хаçатра нумай пулмасть темиçе номерте пичетленнӗ «Çӗпӗр чăвашӗсем патӗнче хăнара» ятлă çулçӳрев очеркне (авторӗ филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Елена Ермилова) интересленсе вуларăм, ырă асаилӗве путрăм. Мана чăвашсен пурнăçӗ пӗтӗмӗшле те интереслентерет, инçетри чăвашсем çинчен вара ытларах та пӗлес килет. 

 

Иркутск облаçӗнчи Джогино ялӗнче эп хам пулса курнă, очерк авторӗ эп пӗлекен çынсем, вырăнсем пирки çырать. Эпир шăпах автор çырса кăтартакан Егоровсен килне кӗнӗччӗ.

Ку çапла пулса тухрӗ. 2017 çулта эпир Шупашкартан икӗ микроавтобуспа – 30 çын ытла – Байкала сакăр талăк кайрăмăр. Çул майăн Слакпуç ялне, Пелепей, Тюмень, Красноярск хулисене, Джогино ялне чарăнса вырăнти чăвашсемпе тӗл пултăмăр, вӗсен мероприятийӗсене хутшăнтăмăр. Пирӗн делегаци артисчӗсем кашни çӗрте концерт лартрӗç. Байкала çитсен вара виçӗ каç аслă кӳлӗ хӗрринчи Листвянкăри пансионат­ра пурăнтăмăр. Çак вăхăтра Иркутскра Хула кунне хутшăнтăмăр, хамăр делегаципе хула урамӗсемпе темиçе çухрăм утса тухрăмăр. Çаплах пӗр тӳремре Чăваш культура кунӗ  иртрӗ, Иркутск хулинче чăваш юрри-кӗвви янăрарӗ. 

Пирӗн тӗп тӗллев вара – чăвашсен Пӗтӗм Раççейри Акатуйне хутшăнассиччӗ. Акатуй «Тальцы» музей комплексӗн территорийӗнче, Байкалран юхса тухакан Ангара шывӗ хӗрринче, иртрӗ. Унта Раççейри чăвашсем 13 регионтан пынăччӗ: Чăваш, Пушкăртстан, Крым Республикисенчен, Чулхула, Пенза, Свердловск, Саратов, Ульяновск, Кемерово, Томск, Иркутск, Тюмень облаçӗсенчен, Красноярск крайӗнчен, çаплах Ямалпа Ненец автономи округӗнчен (Тюмень облаçӗ).

Эпир каялла таврăннă чухне Челябинск чăвашӗсем патне чарăнтăмăр, унта та пысăк концерт иртрӗ. Çулçӳревре пирӗн делегаци 17 кун пулчӗ. Эпӗ ку пулăмсем пирки хăй вăхăтӗнче Ульяновскри «Канаш» хаçатăн темиçе номерӗнче тӗплӗн çырса кăтартнăччӗ. Кайран ку çулçӳрев очеркӗсем манăн «Парижран Байкал таран» кӗнекене те (Ульяновск, 2020) кӗчӗç.

Джогинăна эпир июнӗн 1-мӗ­шӗнче ирхине 4 сехетре çит­рӗ­мӗр. Унта çитме автотрассăран пăрăнса вăрман ăшӗнчи чул çулпа 100 çухрăм каймалла, çакăн валли пире икӗ сехет çурă кирлӗ пулчӗ. Йӗри-тавра чăтлăх вăрман. Хуçасем пире кӗтсе икӗ мунча хутса хунă. Эпир, автобусра çӗр ирттернӗскерсем, мунча хыççăн ӗшентӗмӗр. Пире канма тесе Егоровсен килне кӗртрӗç, вӗри чей ӗçтерчӗç. Пӗр сехет – кам кравать-­диван çинче, кам урайне сарса хунă тӳшек-утиял çинче – канса илтӗмӗр. Эп çак вăхăтра хуçасемпе калаçрăм, вӗсем ăçтан килсе тӗп­леннине пӗлесшӗн пултăм. Кунта Александра Теренть­евнăпа унăн 50 çулти Евгений ывăлӗ пурăнаççӗ. 

– Асаттесемех куçса килнӗ кунта. Атте те, эпӗ те кунта çуралнă. Кăçтан килнине каласа хăварман мана... – терӗ салхуллăн самаях çулланнă хӗрарăм.

Ăна питӗ шел пулса кайрӗ. Çын хăйӗн йăх-несӗлне, тымарне пӗлмест-çке. Ун пеккисене тата тӗл пултăм, йăх-тымар ăçтан тесен:  «Чебоксартан...» – терӗç. Урăх ним те калаймаççӗ. «Чăваш Енрен, çав-çав районтан...» – текенсем те пулчӗç.

Евгений хăй Афганистан вăр­çинче пулнă тесе каласа пачӗ. Вăхăтӗнче авланнă пулнă, арăмӗ ялта ӗç нумай тесе пăрахса кайнă. Ачи вара Якутскра пурăнать. Ашшӗпе асламăшӗ вăл часах хăнана килмелле тесе савăнса тăнине пӗлтерчӗç. Хуçасен пахчинче тип-тирпейлӗ, йăранӗ-йăранӗпе тем те акнă, пӗр çумкурăк та çук. Евгений питӗ ӗçчен çын пулни палăрать. Пирӗн ушкăн шăпах Егоровсем патӗнче мунча кӗчӗ, Евгений пирӗн валли тăтăш шыв йăтса тăчӗ.

Ял район центрӗнчен – Тай­шет­ран – 120 çухрăмра вырнаçнă, газ çук, вутăпа хутаççӗ. Ун чухне 175 килӗччӗ ялта, 555 çын пурăнатчӗ, шкулта 100 ытларах ача вӗренетчӗ. Вăтам тата аслă çултисем чăвашла калаçаççӗ, шкул ачисем вара вырăс чӗлхи çине куçнă. Çынсен калаçăвне те сăнарăм. «Пӗлместӗп» вырăнне «пӗлмес», «ăçта» вырăнне «кăçта» теççӗ. Нумай килте кимӗ пур, халăх пулă тытать, сунара çӳрет. Ялта виçӗ пилорама, ӗне ферми пур. Вăрманта тӗрме нумай, унта ӗçлекенсене укçа аван тӳлеççӗ терӗç. Анчах унта ӗçе вырнаçма çăмăл мар иккен. Вăрмантан яла упасем килсех тăраççӗ, темиçе çул каялла 10 ӗнене çурса пăрахнине каласа пачӗç.

Эпир пырас умӗн 10 кун малтан ял клубӗ çунса кайнă пулнă, çавăнпа мероприяти ун çумӗнчи йывăçран тунă икӗ хутлă шкулта иртрӗ, спорт залӗнче. Кун пек пысăк чăваш ушкăнӗ кунта нихăçан та пулман иккен. Концерт пынă вăхăтра эпир Александр Вражкин юлташпа Бирюса юханшывӗ хӗррине кайса курса килтӗмӗр. Тӗлӗнмелле илемлӗ вырăн, шывӗ тап-таса! Çыран хӗрринче кимӗсем тăраççӗ. Юханшыв сарлакăшӗ 100 метр ытла, леш майӗнче пӗр ял та çук, вăрмана кӗрсен каялла тухайми сӗм тайга тытăнать терӗç.

Каç енне пире шкулта апатлантарчӗç, Бирюсаран тытнă тӗрлӗ пулă çитерчӗç. Эпир вара аслă çул çине тухрăмăр, Иркутск еннелле çул тытрăмăр.

Унтанпа эп Егоровсен çемйине пӗрре мар аса илнӗ, сывă-ши амăшӗ тесе ялан шутлаттăмччӗ. Сакăр çул иртнӗ хыççăн эп пӗлекен Александра Терентьевнăпа унăн Евгений ывăлӗ тата ыттисем тӗрӗс-тӗкелех пурăнни мана савăнтарчӗ. Амăшӗ 90 çула çитнӗ пулсан та чиперех çӳрет-ха. Ӗмӗрӗсем вăрăм пулччăр ку ырă çынсен.

Очерк авторне Елена Ермиловăна вара Чăваш Енрен тăватă пин çухрăмра вырнаçнă ентешсем патне çитсе вӗсем çинчен тӗплӗн çырса кăтартнăшăн тав тăвас килет. Ку чăвашсен историйӗнче пысăк ӗç пулса юлӗ.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

А.Вражкин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев