Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Эдик вӗри чӗреллӗ йӗкӗтчӗ

2026 çулхи май уйăхӗн пуçламăшӗнче Кивӗ Ӳсел халăхӗ ятарлă çар операцийӗнче паттăрла пуç хунă Эдуард Сергеевич Чернова çар чысӗпе юлашки çула ăсатрӗ. Амăшӗшӗн, çывăх тăванӗсемшӗн, юлташӗсемшӗн, ял çыннисемшӗн, Тăван çӗршывшăн ку калама çук пысăк çухату пулса тăчӗ

Фото со школьного альбома

 

Ачалăх çулӗсем

Эдуард Сергеевич Чернов 2000 çулхи июлӗн 13-мӗшӗнче Аксу райо­нӗнчи Кӳшӳ ялӗнче кун çути курнă. Унăн аслашшӗ те, амăшӗ те Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ. Эдик пӗчӗкренех йăрăлăхпа палăрса тăнă, юлташӗсемпе ытларах машиналла, тракторла килӗштерсе вылянă. Пуçламăш классенче вăл Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкулта вӗреннӗ. Унăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Роза Кузьминична Питимирова пулнă. Вӗрентекен каласа панă тăрăх, Эдик хăйӗн пӗлӗвне, тавракурăмне кунран кун ӳстернӗ, вӗренӳре лайăх ӗлкӗрсе пынă, юрлама та, ташлама та пултарнă. Кирлӗ вăхăтра пӗр класра вӗренекенсене хăй пултарнă таран пулăшнă. Урокра хăш-пӗр ачасен ручка, тет­радь е кăранташ киле манса юлнă пулсан, Эдик, портфелӗнче запас вӗренӳ хатӗрӗ пур вăхăтра, вӗсене пӗр шутласа тăмасăр хăйӗнне парса тăнă. Вăл питӗ çаврăнăçуллă пулса ӳснӗ, хăйне кӳрентерме паман. Килте аслисене выльăх пăхма пулăшнă. Хӗлле çунашкапа, йӗлтӗрпе ярăннă, çуллахи вăхăтра Аслă Сӗнче шывӗнче вăлтапа пулă тытма пӗччен е куккăшӗпе çӳренӗ. 

Пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне вăл çемйипе Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел ялне куçса кайнă. 2016 çулта çак ялти шкулта тăхăр класс пӗтерсен техникăна юратакан йӗкӗт Лениногорск хулинчи политехника колледжӗнчи ял хуçалăхӗ валли тракторист-машинистсем хатӗрлекен уйрăма вӗренме кӗнӗ. Пурне те пӗлме тăрăшакан вӗри чунлă каччă пур предметсемпе те ӗлкӗрсе пынă, шанса панă машинăсемпе тирпейлӗн ӗçлеме вӗреннӗ. Çав вăхăтрах вăл класс тулашӗнчи ӗçсене те хастар хутшăннă. Илемлӗ пултарулăх ӗçӗнче, спортра çитӗнӳсем тунă. Колледжра вăл хутшăнмасăр пӗр концерт та иртмен. Эдуард уйрăмах  баскетболла лайăх вылянă. 

Çар хӗсмечӗ 

2019 çулта колледжран вӗренсе тухсанах Эдуард салтака кайнă. Çар службине Инçет Хӗвелтухăçӗнчи Уссурийск хули патӗнче вырнаçнă 394-мӗш мотострелок полкӗнче Аксу районӗнчен салтака илнӗ Славик ятлă чăваш ачипе пӗрле иртме пуçланă. Ку полк Хӗвелтухăç çар округӗн тип çӗр çарӗсен 5-мӗш çарӗн 127-мӗш мотострелок дивизийӗ йышне кӗнӗ. Уçă çăлкуçсенче çырнă тăрăх, ку полк танк тата виçӗ пехота батальонӗсенчен, разведкăпа снайперсен ротисенчен, артиллерипе сывлăшран хӳтӗлекен (ПВО) дивизионсенчен, çавăн пекех инженерпа сапёр подразделенийӗсенчен, юсавпа тивӗçтерӳ уйрăмӗсенчен тăни паллă. Эдикпа Вячеславăн хӗсмет пурнăçӗ танк батальонӗнче пуçланнă, вӗсем танкист пулса тăнă. 2020 çул пуçламăшӗнче иккӗшӗ те çар присягине йышăннă хыççăн РФ Оборона министерствипе виçӗ çуллăха контракт тунă. Çарти вӗренӳре хастарлăхпа тăрăшулăх кăтартнă кӗçӗн лейтенанта Эдуард Чернова танк взвочӗн командирӗ пулма шаннă. 

Малтанхи çапăçусем

Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан 394-мӗш мотострелок полкӗ Украинăна кайма приказ илнӗ. Унта вăл пуш уйăхӗнче 127-мӗш мотострелок дивизийӗн йышӗнче Донецк Халăх Республикинчи Кăнтăр-Донецк направленийӗнче (Угледар районӗ) пыракан çапăçусене хутшăнма тытăннă. Ку çар подразделенийӗсем «Хӗвелтухăç» (Восток) çар ушкăнне кӗнӗ. Нацистсемпе пыракан хаяр çапăçусенче Чернов кӗçӗн лейтенант Чёрный позывнойпа усă курнă. Взвод ертӳçи пулнă май, командовани лартнă тӗллевсене ăнăçлăн пурнăçлама тытăннă. Вăрçă хирӗнче унăн взвод умӗнчи яваплăхӗ кунран кун ӳссе пынă, танк çапăçăвӗн тактикине вырăнти условисемпе килӗшӳллӗн йӗркелесе пыма вӗреннӗ. 

Анчах та вăрçă çухатусăр пулмасть. 2022 çулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Эдуард ертсе пыракан танка тăшмансем персе лектернӗ. Хăлхана çуракан взрыв кӗрлесе кайнă хыççăн йывăр машина çунма тытăннă, 22-ри командирăн пичӗ вутпа пиçнӗ, çумӗнчи докуменчӗсем çунса кайнă. Сипленме ăна Санкт-Петербургри С.М.Киров ячӗллӗ çарпа медицина академийӗн пысăк температурăпа сиенленнине сиплекен (ожоговый центр) клиникине янă. Пысăк опытлă пластика хирургӗсем Эдуардăн питӗнчи вутпа сиенленнӗ вырăна хăйӗн ӳтнех куçарса лартнă. Операцисем ăнăçлă иртнӗ. Госпитальте сывалнă вăхăтра ăна çӗнӗ çар билечӗ туса панă. Сывалса реабилитаци иртнӗ хыççăн кӗçӗн лейтенант çар хӗсметне малалла иртме Инçет Хӗвелтухăçӗнчи чаçне таврăннă. Тивӗçлӗ вăхăт çитсен ăна килне отпуска янă. Амăшӗ тархасласа ыйтнипе Эдуард Сергеевич çӗнӗ контракт çырман, 2023 çулхи апрель уйăхӗнче демобилизаци йӗркипе килне таврăннă. 

Лăпкăн пурăнайман

Килне таврăнсан Эдик Элмет­ре нефтяниксем патне ӗçлеме кӗнӗ, каярахпа вахта меслечӗпе Çурçӗре çӳреме тытăннă. Ярославль хулинче те монтажникра ӗçлесе пăхнă. Ку ӗçсенче вăл тăнăçлăх тупайман, ăна ялан мӗн-тӗр çитмен, тӗлӗкре те час-часах çапăçусем курăннă. Вӗри чӗреллӗ йӗкӗт çывăх юлташӗсем ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршывшăн юн тăкнине айк­кинчен лăпкăн сăнаса тăрайман, çар ретне çӗнӗрен таврăнма шут  тытнă. Вăл урăхла йышăну тума пултарайман, мӗншӗн тесен мăн аслашшӗ, Леонид Егорович Чернов, Тăван çӗршывăн  Аслă вăрçине 1941 çулхи августра тухса кайнă та килне 1946 çулхи июньте тин таврăннă. Сталинградшăн пынă хаяр çапăçусенче аманнă, контузиленнӗ. Нимӗçсене çӗнтернӗ хыççăн милитаристла Японине хирӗç пынă вăрçа хутшăннă, патшалăх наградисене илме тивӗçнӗ.

Фото с боевыми наградамиÇӗнӗ контракт

2024 çулхи апрельте Эдуард медицина тӗрӗслевӗ иртнӗ, Оборона министерствипе çӗнӗ контракт тунă. Малтан хăй тăнă çар чаçнех таврăннă. Чёрный позывнойлă танкистăн малаллахи пурнăçӗ йăлтах ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă. Эдуард ертсе пыракан танк взвочӗ 394-мӗш мотострелок полкӗн йышӗнче апрель уйăхӗнче Волноваха райо­нӗнчи Старомайорское ялӗ патӗнчи çар операцине ăнăçлă хутшăннă. Июньте Времевка ялне ирӗке кăларас енӗпе пыракан тапăну операцине хутшăннă. Кӗçӗн лейтенанта çар чаçӗн командирӗ Тăван çӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пыракан ятарлă çар операцине хутшăннăшăн Танкист кунӗ ячӗпе Тав хучӗ парса хавхалантарнă. 

Времевка ялне 394-мӗш мотострелок полкӗ 2025 çулхи январь  пуçламăшӗнче ирӗке кăларнă. РФ оборона министрӗ Андрей Белоусов çак ятпа полк командованийӗ­пе унăн йышӗнчи çар çыннисене хӗрӳллӗн саламланă. Мартăн 5-мӗшӗнче полк паттăрӗсем Привольное ялӗнче, Украина çар формированисене çӗнтерсе, Раççей Федерацийӗн ялавне йăтнă. Çак тата ытти паттăрла çӗнтерӳсемшӗн Раççей Президенчӗ В.В.Путин март уйăхӗнче 394-мӗш мотострелок полкне хăйӗн Указӗпе «гвардейский» ят панă. Эдуард ытти юлташӗсемпе гвардеец пулса тăнă, кăкри çинче «Гвардия» паллă йăлтăртатма тытăннă. 

2025 çулхи октябрь уйăхӗнче Запорожье еннелле пыракан çар операцийӗнче танк взвочӗн командирӗ иккӗмӗш хут аманнă. Суранне сиплесен гварди кӗçӗн лейтенант çӗнӗрен хăйӗн полкне таврăнса çапăçусене хутшăнма тытăннă. 394-мӗш гварди мотострелок полкӗ, çирӗплӗхпе паттăрлăх кăтартса, 2026 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче Запорожье облаçӗнчи Еленоконстантиновка ялне йышăннă…

6 медаль

Пӗрремӗш наградăна, «Участнику СВО» медале, гварди кӗçӗн лейтенант 2024 çулхи августăн 20-мӗшӗнче ятарлă çар операцийӗн  тӗллевӗсене ăнăçлă пурнăçланăшăн илнӗ. Иккӗмӗшне, Жуков медальне, танк взвочӗн командирне Волноваха районӗнчи Времевка ялӗшӗн пынă çапăçусенче танк тупписенчен тӗллӗ персе штурм ушкăнӗсене пулăшса пынăшăн 2025 çулхи январӗн 13-мӗшӗнче панă. Вӗри чӗреллӗ танкист 2025 çулхи январӗн 16-мӗшӗнче II степеньлӗ «За воинскую доблесть», майăн 19-мӗшӗнче I степеньлӗ «За воинскую доб­лесть» медальсене тивӗçнӗ. Наградăсен пухмачне 2025 çулхи июнӗн 23-мӗшӗнче Суворов медалӗ, декабрӗн 8-мӗшӗнче «За боевое отличие» медаль хутшăннă.

Юлашки çапăçу

2026 çулхи çуркунне пуçла­мă­шӗнче 394-мӗш гварди полкӗн танк батальонӗ Запорожье облаçӗнче пулнă. Мартăн 19-мӗшӗнче Эдуард взвочӗн танкӗсем ятарлă тӗллевсене пурнăçланă, «карусель» меслечӗпе пӗрин хыççăн тепри улшăнса тăрса, палăртнă вырăнсене танк тупписенчен пенӗ. Танксене снарядсем пӗтнӗ хыççăн командир пӗрерӗн хăйсен малтанхи вырăнӗсене ăсатса тăнă. Танк экипажӗсемпе вăл пехота машини çинчен раципе çыхăну тытнă. Унăн взвочӗн йывăр машинисем хăрушă мар вырăна çухатусăр таврăннă. Анчах та Эдуард ларакан машинăна тăшман асăрханă, ун çине пилотсăр вӗçекен аппарат янă. Пирӗн вӗри чӗреллӗ каччă унран хăтăлайман, вилмеллех аманнă. Унăн ӳтне ку вырăнтан тӳрех илсе тухма май пулман, тăшмансен «кайăкӗсем» унта питӗ йышлăн пӗр чарăнми вӗçсе тăнă…  

Ывăлӗ çыхăнăва тухманнипе Эдуардăн амăшӗ Светлана Лениногорск хулинчи çар комиссариатне кайнă. Унта ăна ывăлӗ хыпарсăр çухални çинчен пӗлтернӗ. Амăшӗн чӗри лăпланман, тӗрлӗ çӗре шăнкăравланă хыççăн вăл пӗртен-пӗр ачи гварди кӗçӗн лейтенант Эдуард Сергеевич Чернов 2026 çулхи мартăн 19-мӗшӗнче ятарлă çар операцийӗнче паттăрла пуç хуни çинчен хут илнӗ. Полкри юлташӗсем паттăр танкистăн ӳтне тупса кирлӗ çӗре ăсатнă. Светлана юратнă ывăлне хăйӗн тăван ялӗнче пытарма шут тытнă. Каярахпа шанчăклă юлташӗ Славик унăн докуменчӗсене амăшӗ патне килне илсе килсе панă.

Гварди кӗçӗн лейтенант Эдуард Чернов вилтăприйӗ Кивӗ Ӳсел масарӗ  çине кӗрсессӗнех сулахай енче вырнаçнă. Вăл унта пыракан кашни çынна кӗтсе илсе ăсатса ярать. Вӗлтӗртетсе вӗçсе тăракан ялав тата хӗрес çумӗнчи офицерăн вашават сăнӗ патӗнчен никам та чарăнса пуç таймасăр иртмест. «Йывăр тăпру çăмăл пултăр, канлӗн çывăр, эпир сана яланах асра тытăпăр, паттăр танкист», – тесе сывпуллашаççӗ масар çине килнӗ ял çыннисем.

Ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хăварас енӗпе ял хутлăхӗн администрацийӗ пысăк ӗç илсе пырать. Паянхи куна шкул çумне тăватă асăну хăми вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтра Эдуард Чернов ячӗпе те асăну хăми вырнаçтарма палăртнă.

Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ.

Черновсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ГероиСВО