Эдуард ПОДОЛЯК: «ÇӖРШЫВ УМӖНЧЕ ХĂРУШЛĂХ ТĂНИНЕ ĂНЛАНАТĂП, ÇАВĂНПА КАЯТĂП»
Ятарлă çар операцине хутшăнма çулталăк каяллах шутланă
Эдуард Подоляк пилӗк çул ӗнтӗ пуйăссене çӳретет. Икӗ ача ашшӗ, хӗрпе ывăл ӳсет çемьере. Хăй каланă тăрăх мăшăрӗпе пӗр-пӗрне ăнланса лайăх пурăнаççӗ. Анчах мӗн хистенӗ-ха ăна контракт çырса Раççейӗн Хӗç-пăшаллă çарӗсен ретне тăма? Ача садӗнченех пуçласа туслă пулнă юлташӗсем пурте – хăшӗ мобилизаципе, хăшӗ хăй ирӗкӗпе контракт çырса – кайни канăç паман иккен ăна.
– Шутларăм-шутларăм та, манăн та вӗсемпе çуммăн пулмалла тесе пӗтӗмлетрӗм. Арăм малтан итлесшӗн те пулмарӗ, халӗ пăртак лăпланчӗ. Мана тытса чарма тăни те кăлăхах пулнине ăнланчӗ куран. Ывăлăм та, 15 çулта вăл халӗ, хирӗç тăчӗ малтанласа. Пӗчӗк мар ӗнтӗ вăл халь... Ăнланап тет, анчах ярасшăн мар, пăшăрханать.
– Çапах та ӗçе каймастăн эсӗ, çапăçусене хутшăнма фронта, хăрушсăрлăхлă вырăн мар вӗт. Хăратмасть-и çакă? – ыйтрăм унран.
– Хăрани вăл мӗнпур йӗркеллӗ çыннăн пур пуль, – терӗ таçта инçетелле тинкерсе. – Анчах мӗнле калаççӗ-ха – кашкăртан хăрасан вăрмана та çӳремелле мар тесе-и? Хăрани пур, анчах виççеллӗ кăна.
– СВОри юлташăрсем отпуска килсен тӗл пулатăр пулӗ ӗнтӗ. Вӗсем мӗн калаçаççӗ?
– Çапла, тӗл пулатпăр. Вӗсем ытлашши тем каламаççӗ. Йӗркеллӗ йăлт, чи кирли – ăс-пуçа çухатмалла мар теççӗ. Кăмăл-туйăмпа хатӗр эпӗ. Çемьепе уйрăлма çăмăл мар ӗнтӗ... Тата пӗр эрне пур-ха пирӗн унччен.
Эдуард пит нумай калаçаканни мар, хăй шухăшне кӗске предложенисемпе е пӗр-икӗ сăмахпах çитерме тăрăшать.
«Батыр» центртан вӗсене июлӗн 6-мӗшӗнче илсе каяççӗ. Малтан Самара хулине, кунта вӗсем çар хăнăхăвӗсене вӗренеççӗ. Унтан ятарлă çар операцийӗн зонине илсе каяççӗ.
Эдуард курса калаçнă пӗрремӗш контрактник мар. Ку чухне çапах та йышăну тума хистенӗ сăлтавне пӗлес килет. Укçашăн е чăннипе патриотизмла туйăмсен витӗмӗпе?
– Манăн никама та хак парас килмест. Пурнăçра тӗрли пулать вăл, хăш чух пурнăç çав таранччен хӗссе çитерет те – контракт çырни пӗртен-пӗр çăлăнăç пулма пултарать... Анчах пӗрне çирӗплетме пултаратăп. Ак ман пӗлӗшсем хушшинче те укçашăн каякансем пулчӗç. Анчах лере пулнă хыççăн вӗсем пач улшăнса таврăнчӗç. Контракчӗ вӗçленсен малалла тăсни Тăван çӗршыва, Донбасра вунă çул ытла тертпе нуша куракан çынсене хӳтӗлес, пулăшас тенипе çыхăннă. Юлташсем каланă тăрăх, вăрçă çынна улăштарать... Политикăра вăйлă мар эпӗ. Анчах çӗршыв умӗнче хăрушлăх тăнине ăнланатăп, çавăнпа каятăп та. Тата, паллах, чи малтан çемьене, ачасене, тăвансене хӳтӗлес тӗллевпе, тăшман кунта ан килтӗр. Кашнин хăйӗн пуçӗ пур, вăйпа кунта никам та илсе килмест, – терӗ Эдуард лăпкăн.
Сăмах май, ашшӗ енчен Эдуард украин, амăшӗ вара тутар хӗрарăмӗ. Хăй каланă тăрăх вăл ăна астумасть, ашшӗпе амăшӗ уйрăлнă чухне вăл улттă кăна тултарнă пулнă. Ашшӗ халӗ пурăнмасть ӗнтӗ, ывăлне хушаматсăр пуçне унран ним те юлман. Подоляксем Украинăри тăванӗсемпе хутшăнмаççӗ. Амăшӗ Киров облаçне уйрăлса килсен пӗтӗм çыхăнăва татнă мăшăрӗн тăванӗсемпе.
Этем чӗрине уçса пăхаймастăн. Ашшӗ пирки вăл пач та калаçасшăн пулмарӗ. Тен, кунта ачалла пăрахса хăварса чӗрене амантса хăварни çумне Украина халăхӗ тăванла Раççей халăхӗнчен катăлни те витӗм кӳнӗ? Кун пирки урăх сăмах хускатмарăмăр. Мӗншӗн çын чӗрине пустуй пăлхантармалла? Çемйи патне сывă та тӗрӗс-тӗкел таврăнмалла пултăр унăн.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев