Экологи акцине хутшăнакансем 100 ытла йывăç куçарса лартӗç
Хусанта «Зеленый десант» экологи проекчӗ хута кайнă. Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви (Росмолодежь) тӗрев панă пуçарăва Тутарстан Республикин Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви, Раççейри студентсен отрячӗсем тата Çамрăксен правительстви пулăшнипе çамрăк хастарсен команди пурнăçа кӗртет. Проект шайӗнче çамрăк йывăçсене касма пултаракан вырăнсенчен, тӗслӗхрен, электричество линийӗсемпе тата пăрăхсемпе юнашар ӳсекенскерсене, Атăлпа Кама заповедникӗн ятарлă хӳтӗлев зонине куçарӗç.
«Вăрмана час-часах планетăн ӳпкисем теççӗ. Вăрман касас ыйту Раççейре пурăнакансенчен 38 процентне пăшăрхантарать, çапах та вӗсенчен чылайăшӗн çутçанталăк ресурсӗсемпе тӗрӗс усă курасси çинчен пӗлӳ çителӗксӗртерех. Шăпах çак çитменлӗхе пӗтерме пирӗн проект пулăшать», – палăртрӗ проект ертӳçи Артем Козеев «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире.
«Зеленый десант» экологи проекчӗ мартăн 1-мӗшӗнчен пуçланнă, темиçе тапхăрпа иртет. Халӗ вӗрентӳ тапхăрӗ пырать – йӗркелӳçӗсене хатӗрлеççӗ, волонтерсене вӗрентеççӗ. Программăна çавăн пекех 9-12 çулсенчи шкул ачисем валли йӗркеленӗ экологи урокӗсем, 18-35 çулсенчи çамрăксем валли «Раççей заповедникӗсем» квиз кӗреççӗ. Тӗп тимлӗх – йывăçсене куçарнă чухне хăрушсăрлăхпа тӗрӗс тивӗçтересси. Кашни йывăçа тӗрӗс куçарса лартмалла: йывăç пысăк е пӗчӗк пулнăран ун тавра тӗрлӗ виçеллӗ шăтăк чавмалла, çӗнӗ вырăна куçарнă чухне асăрхануллă пулмалла.
«Çутçанталăка учебниксем тăрăх çеç сыхлама пулмасть. Экологие чăн-чăн ăнланни практика заданийӗсене татса панă май йӗркеленет. Студентсем тулли цикл витӗр тухаççӗ – проблемăна тупассинчен пуçласа ăна татса парасси таран», – палăртрӗ КГЭУ инженери экологийӗпе ӗç хăрушсăрлăхӗн кафедрин доценчӗ Наиль Кашапов. «Зеленый десант» проект студентсен çакнашкал пуçарăвăн çутă тӗслӗхӗ пулнине те каласа хăварчӗ вăл.
ТР Экологи министерствин информаци системисемпе экологи вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Дамир Валиуллин пресс-конференцире проект çитес санитарипе экологин икӗ уйăхлăх шайӗнче пӗрремӗш пуçарусенчен пӗри пулнине палăртрӗ.
«Ку тухăçлă формат. Командăна туслăрах пулма пулăшакан пӗчӗк, меллӗ проектсем лайăх кăтартусемпе палăраççӗ. Артем илнӗ грант пулăшăвӗ – çынсенчен килнӗ идейăсене мӗнле ырлама пултарнин лайăх тӗслӗхӗ пулса тăчӗ. Кашни çулах грантсен конкурсӗнче çӗнӗ шухăшсем çуралаççӗ», – пӗлтерчӗ Дамир Валиуллин. Вăл çавăн пекех республикăра тата федераци шайӗнче тăтăшах иртекен грант конкурсӗсене хастартарах хутшăнма чӗнсе каларӗ.
Раççейри студентсен отрячӗсен Тутарстанри уйрăмӗн представителӗ Алина Абржина юхăмăн экологи акцийӗсене хутшăнас опычӗ пысăк пулнине пӗлтерчӗ. Студентсем Пӗтӗм Раççейри «Сад памяти» тата «Сохраним лес» проектсен шайӗнче йывăç лартаççӗ, парксене тирпейлеме, палăксене хăтлăх кӗртме пулăшаççӗ.
«Пирӗн студентсем заповедникра ӗçленӗ, уй-хир ӗçӗсенче те пулăшнă, ландшафт дизайнӗн проекчӗсене хатӗрленӗ. Çавăнпа Артемăн пуçарăвне хаваспах ырларăмăр. Кун пек проектсем яваплăха вӗрентеççӗ, усă кӳреççӗ", - терӗ Алина Абржина.
Проект тӗллевӗ икӗ енлӗ. Пӗр енчен проект шайӗнче электричество линийӗсем, газ пăрăхӗсем е çулсем çумӗнче ӳсекен йывăçсене хăрушсăртарах вырăнсене куçарса лартса волонтерсем çутçанталăка пулăшаççӗ, тепӗр енчен вăл шкул ачисемпе çамрăксене яваплăрах пулма, тавралăхшăн тăрăшма вӗрентет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев