Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елабуга хулипе районӗнче 2600 чăваш пурăнать

Май уйăхӗн 21-мӗшӗнче Елабуга хулинче чăвашсен черетлӗ тӗлпулăвӗ иртрӗ.Унта ТР ЧНКА председателӗн çумӗ К. А. Малышевпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И. Ф. Трифонова та хутшăнчӗç. Кун йӗркинче тӗп ыйту — çӗнӗ ертӳçӗ суйласси пулчӗ.

2021 çулта иртнӗ çырав тăрăх, Елабуга хулипе районӗнче 2600 чăваш пурăнать. Ытларах пайӗ 1980 çулсен варринче тракторпа техника завочӗн (1988 çултан çăмăл машинăсем кăларакан «ЕлАЗ», 2005 çултан«Алабуга» ятарлă экономика зони. — Авт.) строительствине е завода ӗçлеме килнисем.

Пысăк производствăллă хулана, тӗпрен илсен, Кама леш енчи районсен (Аксу, Нурлат, Çарăмсан…) çамрăкӗсем кăмăлланă. Мӗншӗн тесен вăл вăхăтра Атăлпа Кама юханшывӗсем урлă кӗперсем çукран Елабугăна Атăл ку енчисене çӳреме кансӗр пулнă. Çапах та çунатлă çамрăклăхшăн чăрмав çук тенӗн, Теччӗ районӗнчен те, Чăваш Енрен те çынсем килкеленех. Елабугăри культура училищине вӗренме кӗнисенчен Турă çырнине тӗл пулса кунтах тӗпленнисем пур. Çавăнпа Елабуга тăрăхӗнче чăвашсем тӗрлӗ сферăра ӗçлеççӗ паян.

Акă ӗнтӗ темиçе çул вӗсене вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ пӗрлештерет. Йӗркеленнӗ кунранпах Николай Харитонович Липатов ертсе пырать ăна. Май уйăхӗн 21-мӗшӗнче Елабуга хулинче чăвашсен черетлӗ тӗлпулăвӗ иртрӗ. Унта ТР ЧНКА председателӗн çумӗ К. А. Малышевпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И. Ф. Трифонова та хутшăнчӗç. Кун йӗркинче тӗп ыйту — çӗнӗ ертӳçӗ суйласси пулчӗ. ЧНКЦна нумай çул ертсе пынă Николай Харитонович Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкелне пурăнма куçнипе çыхăннă иккен ку.

— Эпӗ 1985 çулта завод тума килнӗ çын. Ун чухне 40-ре кăначчӗ-ха. Чăвашсене пухас тесе чăн малтан кӗрешӗн тутарӗ Олег пирӗн культура пӗрешкел тесе нумай чупса çӳрерӗ. Перестройка вăхăтӗнче пурăнăç йывăрччӗ, укçа çук, ӗç хыççăн тата Техниксен Çуртне каймалла. Хуллен-хуллен чăваш ансамбльне йӗркелерӗмӗр. Малтан йывăрччӗ, кайран хăнăха пуçларăмăр. ТР ЧНКА председателӗ К. Г. Яковлев хула мэрне суйлама килсен ăна кам-тăр чăвашсем пуçтарăннине каланă, эпир хамăр кăна концерта хатӗрленеттӗмӗр вăл вăхăтра. Пирӗнпе паллашрӗ те хăйӗнчен ямарӗ вара. Тавтапуç К. Г. Яковлева, ăна пула миçе хулара, ăçта кăна пулмарăмăр, кама кăна курмарăмăр. Пушкăртстан, Севастополь, Элмет, Çырчалли… Тавтапуç хамăр халăха, Елабуга хулине, — чăваш юхăмӗ хулара мӗнле пуçланнине аса илнӗ май Николай Харитонович ентешӗсене пӗрлехи ӗçшӗн тав турӗ.

Елабугăри ЧНКЦ хальччен пӗр кăлтăксăр ӗçлесе пынине палăртмасăр май çук. Халӗ унăн чăваш çамрăкӗсен уйрăмӗ те пур. Ăна Елабугăри культура колледжӗн виççӗмӗш курс студенчӗ, «Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççей фестиваль-конкурсӗнче кăçал виççӗмӗш вырăн йышăннă Пӳлер (Алексеевски районӗ) каччи Максим Новиков ертсе пырать. Пӗрлешӳре çаплах пӗлтӗрхи «Уяв пики», культура колледжӗн 1-мӗш курс студентки Анна Иванова (Çарăмсан районӗнчи Сосновка ялӗ) та тăрать. Тӗлпулура вӗсем те пурччӗ.

Н. Х. Липатов Елабугăран куçса каяс хыпар савăнтармарӗ чăвашсене. Николай Харитонович пеккине тупма йывăрри те паллă. Тӗлпулăва ертсе пынă А. А. Чернова çавăнпа К. А. Малышева пулас ертӳçӗн кандидатурине сӗнме ыйтрӗ. Вӗсем хуть кампа та ӗçлеме хатӗр-мӗн, халăхшăн чунпа çунса тăраканни кăна пултăр. Хальлӗхе Николай Харитоновичăн полномочийӗ вӗçленмен-ха, Елабуга чăвашӗсен кӗркуннеччен çӗнӗ ертӳçӗн кандидатурине тупма вăхăт пур. Константин Анатольевич ку ыйтура васкамалла маррине каларӗ, мӗншӗн тесен ЧНКЦ командăпа пурнăçламалли ӗç, ертӳçе вăйпа суйласа лартнин усси çук. Унпа ыттисем те килӗшрӗç. Çавăнпа тӗлпулу ытларах паллашу формачӗпе иртрӗ хальлӗхе. Кунта пухăннă кашни чăваш хăй çинчен каласа паллаштарчӗ. Чей ӗçнӗ хушăра çаврăм-çаврăм чăваш юррисене юрларӗç, А.Ивановăпа М.Новиков çамрăксен пултарулăхне курса савăнчӗç, авалхи чăваш йăлипе урама тухса Уяв та пуçларӗç.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова вара хăй сăмахӗнче пухăннисене «Сувар» хаçатпа паллаштарчӗ, тăван чӗлхен пӗлтерӗшне аса илтерсе пичет кăларăмӗн тусӗ те пулма ыйтрӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана