Елабугăри «Çамрăксен Гвардийӗн» уйрăмӗн хастарӗсем çар служащийӗсене пулăшаççӗ
Кашни кун активистсем салтаксене кирлӗ япаласем пуçтараççӗ, пулăшас текен хула çыннисене вӗрентеççӗ. Вӗсем ӗнтӗ çара 3000 окоп çурти, 500 метр маскировка сетки, хăйсем тӗллӗн тунă 20 буржуйка ăсатнă.
Сивӗ вăхăтра окоп çурти передовойра ăшăнмалли пӗртен-пӗр хатӗр пулма пултарать. Çакнашкал çуртасем консерва банкинчен, парафинран, гафрокартонран тăраççӗ. Вӗсенчен кашнийӗ 8 сехет таран çунать. Окоп çуртисем ăшăтаççӗ, апат хатӗрлеме май параççӗ, вӗсемпе шыв вӗретме те пулать, атă-пушмак, тумтир типӗтме те. Электричество çук çӗрте вӗсем салтаксене лайăх пулăшаççӗ.
«Эпир хамăрăн мастер-классем ирттерес ӗçе малалла тăсатпăр. Çапла эпир хамăр йӗри-тавра салтаксене пулăшас кăмăллă пӗр шухăшлă çынсене пуçтаратпăр», – тесе пӗлтернӗ «Çамрăк Гвардин» Елабугăри уйрăмӗн ертӳçи Роман Епанешников.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев