Елабугăри каçсем асамлă музыкăпа илемлĕ
Елабуга патшалӑх музей-заповедникӗнче тĕнчипе паллă Борис Березовский пианистăн ҫулсерен иртекен Пӗтӗм Тӗнчери «Елабугӑри Ҫуллахи каҫсем» VII музыка фестивальне иртет
Музыка жанрӗсен калейдоскопӗнче кашни хăйне çывăх кĕвĕсем итлесе киленĕ - симфони классики, вӑтам ӗмӗрсенчи анӑҫ европа композиторӗсен хайлавĕсем, джаз тата вырӑс композиторĕсен тĕн музыки, çавăн пекех халӑх кӗввисемпе авторсен юррисем.
Елабуга варринче – Шишкин пӗвисен таврашĕнче - иртекен фестиваль куракансене яланхи пекех чи ҫутӑ та манӑҫми туйӑмсем парнелӗ, тӗлӗнмелле ҫут ҫанталӑк акустикипе профессиллĕ музыкантсен ăсталăхĕ хумхантаракан туйӑмсем ĕмĕрлĕхе асра хӑварӗ.
Концерт программисене июлӗн 9-мӗшӗнчен 12-мӗшӗччен ирттерме палӑртнă. Фестивале хутшăнакан коллективсемпе уйрăм артистсенчен çаксем паллă:
- Ĕпхӳрен Пушкӑртстан симфони оркестрӗ;
- Хиба Аль Кавас, Ливан композиторӗ, опера юрӑҫи;
- Борис Березовский маэстро (фортепиано);
- Айгуль Хисматуллина (сопрано);
- Игорь Бутман хăйĕн джаз оркестрӗпе;
- Айдар Салахов баянист;
- Игорь Лерманӑн камерлă оркестрӗ;
- Миляуша Таминдарова ертсе пыракан хор;
- «GAUGA»ушкӑн;
«Мирас» юрăпа ташă фольклор ансамблĕ;
- Çырчаллинчи çулхи сĕрмекупăсçă Лука Моромов;
- Саида Мухаметзянова тата ыттисем.
Сăнӳкерчĕк mincult.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев