Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елен Нарпин «Телей патне пин çухрăм» кӗнекине сӳтсе яврӗç

Нумай пулмасть И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн Ăслăлăх библиотекинче Елен Нарпин «Телей патне пин çухрăм» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. Уява студентсемпе преподавательсем, çыравçăсемпе журналистсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Кăларăм 2022 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă. Унăн алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2021 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ.

Кӗнекене икӗ повесть кӗнӗ. «Телей патне пин çухрăм» хайлавăн тӗп геройне, Этнер ятлă байкер-журналиста, пач кӗтмен çӗртен Любăпа Сашăн юратăвӗ çинчен пӗлни хăйне те пурнăçра тӗрӗс суйлав тума пулăшать. Ӗмӗртен ӗмӗре этемлӗх канăçсăрланса шыракан телейпе юрату – произведенин тӗп темисем. Çак тӗнчере çын хăйӗн вырăнне еплерех тупасси те пысăк вырăн йышăнать кунта. «Кăпăшка пӗлӗтсем айӗнче» повесть пурнăçра ырă ӗçсем тума, япăх хăнăхусенчен пăрăнса тӳрӗ çула суйласа илме нихăçан та кая мар тесе çирӗплетет. Çамрăк чухне сăвă та çыркаланă, илем тӗнчине çывăх пулнă Йынккан пурнăçӗ пӗртте хăй ӗмӗтленнӗ пек килсе тухмасть, анчах çакăншăн Йынкка кăна айăплă теме çук иккен. Çӗр çине килекен çынсен шăписем тӗлӗнмелле майпа пӗр-пӗринпе тачă çыхăннине йӗрленӗ хайлавра. Çавна май повеçре паянхи кун пулса иртекен ӗçсемпе пӗрлех пирӗн çӗршыври XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурринчи несӗпсӗр ӗç-пуç та ӳкерӗннӗ.

Хăтлава Ăслăлăх библиотекин ертӳçи Нина Никитина уçрӗ, автора ăшшăн саламларӗ. Елен Нарпи кӗнеке еплерех çурални çинчен каласа пачӗ. 

– «Телей патне пин çухрăм» повесть чăн пулăмсем çинче никӗсленнӗ, анчах мӗнпур пулăма автор хăй пурнăçӗнчен илнӗ тесе ăнланмалла мар. Тӗп героиньăра та мана шырама кирлӗ мар. Ку идеализациленӗ сăнар. Характерсене тӗрлӗрен тума тăрăшрăм. Мӗнле пулса тухнине вулакан хак парӗ. Пурнăçра нимӗн те ăнсăртран пулса иртмест. Çын кама та пулин тӗл пулсассăн çак паллашу ăна улăштармалла, ырăрах тумалла, унамалла. Тӗрӗссипе, хайлаври ӗçсем повеçлӗх кăна мар, романлăх та çитетчӗç. Анчах вăл самантра манăн ыратăва кăларса пӗтерсе тепӗр тапхăра куçас килчӗ. Инкеке çӗнтерсе урăх хум çине тухмалла çыннăн. Кӗнекене çырса пӗтерсен пурнăç урăхла çуталса кайрӗ. Шăпах алçырусене конкурса йышăнмалли тӗле вӗçлерӗм. Эп çырни кирлех пулсан çак конкурсра та мала тухма пултарать ӗçӗм терӗм хам ăшра. Кайран вăхăтлăха ун çинчен маннă, хушăран çеç аса илеттӗм, пӗтӗмлетӗве кӗтеттӗм. Интернетра çӗнтерӳçӗсем хушшинче хамăн хушамата курсан тӗлӗнмерӗм те вара. Çапла пулмалла пекех туйăнчӗ, – терӗ Елена Петровна.

– «Телей патне пин çухрăм– хайлавпа паллашиччен вулаканăн Елен Нарпин «Пăрлă шыври хӗвел пайăрки» повеçне тишкерсе тухсан питӗ аван пулмалла. Çӗнӗ произведени унпа çыхăннă-çке. Турра ӗненни, ырра шанни çын кун-çулне пачах тепӗр майлă çавăрса хума пултарать. Çак тӗп шухăш писателӗн кашни хайлавне шăнăрласа тăрать тесен те йăнăш мар. Елена Петровна вулакана яланах шанăç парнелет, – терӗ хайлав пуххин редакторӗ Ольга Иванова.

Николай Осипов литература тӗпчевçи хăтлава пӗччен килмен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн студенчӗсене ертсе килнӗ. Николай Николаевич кăларăма пысăк хак пачӗ, çыравçа чун сиплевçипе танлаштарчӗ. Кӗнеке тăрăх студентсем курс ӗçӗ те çырма ӗлкӗрнӗ.

Елен Нарпин ырăлăха шыракан тӗнчи Римма Прокопьева çыравçа тата «Халăх шкулӗ» журнал редакторне те çывăх-мӗн. Елена Петровнăн пултарулăхӗпе Римма Поликарповна унăн ятне Иосиф Трер поэтран илтсен пушшех кăсăкланса кайнă.

Марина Карягина сăвăç тата тележурналист, Ольга Туркай çыравçă тата журналист чылай ырă сăмах каларӗç, асаилӳсем çинче чарăнса тăчӗç.

«Хыпар» хаçатăн хыпарсен службин редакторӗ Лариса Петрова Елена Петровнăн вӗренекенӗ те – университетра ăс пухнă вăхăтра пилӗк çул «Литература ӗçӗ» студие çӳренӗ. «Елен Нарпин хайлавӗсенче тӗрӗк халăхӗсен туслăхӗ çинчен каланине асăрхама пулать. Ку кӗнеке чуншăн усăллă, халăха юратма хистет», – терӗ Лариса Николаевна. 

Уяв хуçине çавăн пекех вырăс тата чăваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ, кафедра ертӳçи Алена Иванова, Екатерина Якимова доцент саламларӗç, Елен Нарпи пултаруллă çыравçă кăна мар, маттур педагог, шанчăклă юлташ тата ӗçтеш пулнине палăртрӗç.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев