Елена АЛЕКСЕЕВА-АКСУПИ: «КАЛАВСЕМ ÇЫРМА ХАВХАЛАНУ КИРЛӖ»
Ентешӗмӗр юбилейне çӗнӗ кӗнекепе кӗтсе илет
Кӗнеке çӳлӗкӗ черетлӗ кăларăмпа пуянланчӗ. Çакă чăвашла вулама юратакансемшӗн сумлӑ парне евӗрех пулчӗ. Нумаях пулмасть Елена Алексеева-Аксупин тӑваттӑмӗш кӗнеки кун çути курчӗ. «Кил умӗнчи лаша» ятпа пичетленсе тухрӗ вăл. Çак сăлтавпа тата ентешӗмӗр çак кунсенче 50 çул тултарнă ятпа çыравçăпа тата журналистпа чуна уçса калаçас, унăн пурнăçӗпе, малашнехи планӗсемпе вулакансене паллаштарас кăмăл çуралчӗ.
– Елена, Сире çӗнӗ кӗнеке кун çути курнӑ ятпа саламлама ирӗк парсамăр.
– Тавтапуç, Юрий. Питӗ кăмăллă.
– Мӗнле çуралнă сирте çырас туртăм?
– Çак ăсталăх калаçма юратнипе аталаннă пуль тетӗп (кулать). Пӗррехинче Беловкăри мухтавлă хӗрарăм, 10 ача амăшӗ, Татьяна мăнакка (Татьяна Романовна Давыдова) фельдшер-анне патне йăпăртлăха ӗçпе каçнă. Аттепе анне килте пулман. Ăна эпӗ, 5 çулти хӗрача, кӗтсе илнӗ тет. Хăнана ыйтусем парса ывăнтарсах çитернӗ имӗш. «Пӗчӗк çын çавăн чухлӗ калаçма пултармалла мар пек ӗнтӗ вăл!» – тенӗ пулать Татьяна Романовна. Хирӗç пулнă кӳршине мӗнле ӗçпе килнине каласа тăмасăрах «кайран-кайран» тесе килне вӗçтернӗ тет. Юрататăп эп хамăр ял çыннисене. Кунта кашнин çинчен çырма пулать. Тăван чӗлхе илемне вырăнти пуçламăш шкулта пуçласа туйнă пуль. Хисеплӗ пӗрремӗш учительсене –В.М.Кудряшовăна, Е.К.Кожемановăна – тав. Юратнă асанне, Зинаида Полоруссова-Селиванова, пире, мăнукӗсене, юмах каласа пама юрататчӗ. Тӗлӗнмелле мар-и, вăл каланă юмах-халапсене каярах университетра вӗреннӗ чухне чăваш халăх сăмахлăхӗн ылтăн çӳпçинче курма тивнӗччӗ. Хаклă çыннăм темӗн те каласа кăтартатчӗ, çӗр сăвă-каларăш пӗлетчӗ. Эпӗ пысăк çын пек итлеме пӗлнипе мана питӗ çывăхчӗ вăл. Паян 90 çултан иртнӗ асанне Аксура пурăнать. Аякра пирки унпа ытларах телефонпа çыхăнатпăр.
– Шкулта эсир сочинени çырма юратнă-и?
– Кивӗ Тимушкелӗнче вӗреннӗ чухне чăваш чӗлхипе литературине малтан Елена Павловна Румянцева, унтан Филипп Денисович Рыжаков илсе пычӗç. Иккӗшӗ те питӗ пултаруллă вӗрентекенсемччӗ. Пӗррехинче черетлӗ сочинение тӗрӗсленӗ Филипп Денисович (направленипе пирӗн тăрăха Чăваш Республикинчен килнӗ вăл, çемье çавăрнă, юлнă) мана ăшшăн çеç çапла каларӗ: «Елена, хайлаври сăнарсене, хăтланăвӗсене тишкерсе пыра-пыра эсӗ мухтава тивӗçлӗ тӗпчев ӗçӗ хатӗрленӗ. Пӗрре калав çырса пăхсан мӗнле-ши?» – терӗ. «Пионер сассине» (паян «Тантăш») Шупашкара кӗске тӗрленчӗксем ярса пама пуçларăм. Редакци хапăл туса йышăнатчӗ шкул ачисем çырнисене, тем пиçсех пӗтмесен питӗ ăшă хурав яратчӗ.
– Литература анине сухалама тытăннă тапхăр: калавсем хăçан çырма пуçларăр?
– Калавсем çырса пăхас туртăм пуррине Чăваш патшалăх университетне кӗрсен чухларăм. Сюжетсем шырамасăрах тупăнса пычӗç. Хайлавсене Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗ» хаçатра пичетлерӗç. 3-мӗш курсра чухне «Ялав» журналта «Кăвак куç» калав тухрӗ. Шупашкарти Пичет çуртӗнче чăваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренекенсене, пулас журналистсене хапăл туса кӗтсе илетчӗç. Йăнăшсене курма, çынсемпе ӗçлеме вӗрентетчӗç.Чӗререн тав – Юрий Сементере, Анатолий Смолина, Виталий Исаев фотожурналиста, Нина Артемьевăна, Иван Семенова, Хӗветӗр Агивере, Василий Кошкина, аслă шкулта вӗрентнӗ шурсухалсене – Иван Одюкова, Геннадий Воронцова, Виталий Никитин-Станьяла, Геннадий Хлебникова, Валентин Абрамова, Анатолий Абрамова, Петр Яковлева (Яккусен), Иван Андреева, Виталий Сергеева, Валерий Андреева, Анатолий Данилова... Вӗсен умӗнче пуçăма таятăп. Чаплă çынсем вӗрентнӗ пире. Хама çакăншăн тепӗр чух ăмсанатăп та. Шел, хăшӗсем çук ӗнтӗ çӗр çинче.
– Юратнă темăсем? Ытларах мӗн пирки çырма килӗштеретӗр?
– Мӗн кăсăклантарать-ха мана? Хӗрарăмăн çемьери вырăнӗ, ăна телейлӗ курас килни, аслă классенчи шкул ачисен шухăшӗ-ӗмӗчӗ, çемьене хаклама пӗлни, ватлăха хисеплеме, сума сумашкăн кирли.
– Елена, паянхи саманара кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ çӗрте йывӑрлӑхсемсӗр мар ӗнтӗ. Кулленхи çырав ӗçӗпе пултарулăхăр сире хăвăра илемлӗ литературăра шырама чӑрмав кӳмеççӗ-и?
– Йывăрлăхӗ – вăхăт çитменни. Эпӗ «Канаш» хаçатăн журналисчӗ пулни çыру ӗçӗнче пулăшать çеç. Коллектив пултарулăх ӗçне кӳлӗнме нихăçан та чăрмантарман. Редактор пур пуçарăва та хапăл, хама прозăра тупма тăрăшнине хаваспах йышăнать Елена Николаевна Мустаева. Калавсем çырма илемлӗ сюжетсем, хавхалану кирлӗ.
– Çыравçӑн вулакан чӗри патне выртакан çул-йӗре, XXI ӗмӗрте кӗнекепе илӗртмелли майсене мӗнле тупмалла?
– Юратаканни ялан вуласа киленет, кӗнекери сӑнарсене чунне çывӑха илет, мӗн хайлав вӗçне çитичченех пӑшӑрханса, савӑнса вулать, унти тӗнчепе пурӑнать. Ман шутпа, хуть те мӗнле хайлавра та пӗрремӗш страницăранах кăсăклантарса яракан сюжет йӗрӗ пулмалла. Эсӗ çырнă кӗнекене алла илнӗ çын малалла мӗн пулассине тӳрех ан пӗлтӗр, вӗçне çитичченех вулатăр. Вара вăхăта сая яманшăн савăнса, тулнă кăмăл-туйăмпа тин çеç паллашнă хайлав çинчен шутласа çӳретӗр. Çакă вышкайсăр телей саманчӗ вăл.
– Хăв эсӗ нумаях пулмасть кăна мӗнле кӗнеке вуланă?
– Эпӗ ачаранах вулама юрататăп. Мана вырăс тата ют çӗршыв литератури, чăваш классики, паянхи авторсен кӗнекисем илӗртеççӗ. Сывлама мансах вулас килет. Шел, кун валли вăхăт кирлӗ. Студент чухне нумай вуланă. Паян та хама парне тăвас тесе аллăма кӗнеке тытса çак çыхăнупа киленме юрататăп. Халь çеç-ха Ирина Трифонован «Тăлăх» тата Альбина Мышкинан «Атте пилӗ» кӗнекисене вуласа савăнтăм, кантăм.
– Мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ кӗнеке çырма, калӑплама?
– Суймасăр калатăп – нумай. Пӗччен питӗрӗнсе ларма май пулсан хăвăртрах çырăннă пулӗччӗ те (кулать). Анчах та çемье, ача-пăча, тӗпелти кăштăртату. Ӗç тата. Калав çырассине кукăль пӗçерессипе танлаштарнă пулăттăм – малтан ăшне (начинкине) хатӗрлетӗн, шутлатăн-ха килтисене паян мӗнлипе юрайăп-ши тесе. Унтан чуста çăратăн, кăмака градусне ӳстеретӗн-чакаратăн, пăхса-тимлесе тăратăн. Кайран çиелтен услам çупа сӗретӗн, çатма çинчен хăçан илессине картса хуратăн (тӳрех юрамасть), витетӗн. Юратакан çынсем валли касса шап-шурă турилккесем çине хуратăн та çак чун евӗклӗхӗнчен пуç çаврăнса каять... Сюжет интереслӗ, тӗрлӗ пулăмсемпе пуян пулни вулакансене илӗртет. Киленсе вулакан ăна юлташне сӗнет. Йăхташсем чăвашла вулама пăрахмасан эппин эпир ахаль ӗçлемен, пирӗн чӗлхе пӗтмест тесе малашлăх çине шанăçпа пăхатпăр.
– Çӗнӗ кӗнекери калавсем мӗнле çуралчӗç? Сӑнарсене пурнӑçран илнӗ е ытларахăшӗ шутласа тупнисем?
– Калавсенчи нумай сăнарăн прототипӗ пур. Шутласа тупнисем вӗсен кăмăл-туйăмне уçарах пама, сюжета аталантарма пулăшаççӗ.
– «Кил умӗнчи лаша» кӗнекене кăларма пулӑшакансем пулнах ӗнтӗ. Çак çынсемпе паллаштарса хӑварсамăр.
– Тайма пуç юратнă коллектива – «Канаш» хаçат редакцине – пур ыйтура та пулăшнăшăн. Çак кунсенче 55 çул тултарнă пултаруллă ӗçтешӗме, «Канашăн» яваплă секретарьне Ирина Даниловăна кӗнекене калăпланăшăн, ӳркенменлӗхшӗн тав тăватăп. Хуплашкапа шалти ӳкерчӗксен авторӗ – шанчăклă çывăх юлташ, Чăнлăри ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ, ăста художник Ирина Щеголькова. Укçан хавхалантарнă хисеплӗ çынсем – Чăнлă районӗнчи «Родники» ЯХПК председателӗ, РФ тава тивӗçлӗ ял хуçалăх ӗçченӗ Николай Сайгушев тата Ульяновскри сӗтел-пукан производствин директорӗ, ырă кăмăллă меценат Олег Палюшин. Чӗререн тав тăватăп. Турă сывлăх патăр пурне те!
– Сирӗн конкурссенче илнӗ сумлӑ наградӑсем те пур, чи паллӑраххи, хакли хӑшӗ-ши?
– «Тăван Атăл» журнал йӗркеленӗ «Çулталăк хайлавӗ» конкурсра 3-мӗш вырăн йышăнни.
– Эсир телейлӗ çыравçӑ-и?
– Телейлӗ. Беловкăра манăн аннепе атте, Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич Селивановсем, çывăх юлташсем, юратнă ял-йыш пурăнаççӗ. Вӗсем ырă-сывă пулнинчен ытларах телей пур-ши çӗр çинче? Пӗлтӗр çу уйăхӗнче аннепе аттен ылтăн туйне паллă турăмăр. Ачисене, мăнукӗсене кашни кану кунӗнче, уявра ялта кӗтсе тăраççӗ вӗсем. Эпӗ пуян этем – шăллăмпа йăмăксем, вӗсен çемйисем, юратнă хавхалантаракан кил-йыш пур. Мăшăр, анне, ани ята тивӗçнӗ. Паллах, телейлӗ. Вăхăчӗ лăпкă марри çеç чӗрене ыраттарать, куллен ятарлă çар операцине хутшăнакан хӳтӗлевçӗсемшӗн Турра кӗлтăватăп, пурте сывă таврăнччăр тетӗп. Эп – журналист. Хаçатра паттăр та хăюллă Раççей çыннисем çинчен нумай çырса вулакансене паянхи геройсемпе паллаштаратăп.
– Тавах калаçушӑн, Елена! Ыран эсир хăвăрăн юбилейӗре паллă тăватăр. 50 çул вăл – çул пуçламăшӗ кăна-ха. Малашне те чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшса ӗçлеме сывлăх сунатӑп, калемӗр яланах çивӗч пултӑр, çӗнӗ калавсем çырма яланах хавхалану пултӑр.
– Сире те тав, Юрий.
Юрий АДЪЮТАНТОВ калаçнă.
А.Пилюкова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев