Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елена КАРСАКОВА: «ЭПИР КОЛХОЗРА ПУРĂННĂ ТЕСЕН ТЕ ЮРАТЬ»

– Эпӗ килте чи кӗçӗнниччӗ, 1941 çулхи февралӗн 25-мӗшӗнче çуралнă. Атте, Василий Васильевич Симулин, вăрçăран таврăннă чухне эп тăватă çул çурăра çеç пулнă.

 

Будильниксӗрех вăранма хăнăхнă Елюк аппа халӗ те 3-рех тăрать

– Эпӗ килте чи кӗçӗнниччӗ, 1941 çулхи февралӗн 25-мӗшӗнче çуралнă. Атте, Василий Васильевич Симулин, вăрçăран таврăннă чухне эп тăватă çул çурăра çеç пулнă. Мана аçу килнӗ терӗç те эп хăранипе килтен тухса тартăм, мӗншӗн тесен вăл фронта 1942 çулта тухса кайнă, эп унран çулталăкра çеç юлнă, астумастăп. Шкула эп 1940 çулта çуралнисемпе пӗрле улттăрах кайнă. Шкула кайиччен аккасем хыççăн веçех вӗренсе пыраттăмччӗ килте, «Арçури» сăвва пăхмасăр каласа параттăм. Шкулта та «4» тата «5» паллăсемпе çеç вӗрентӗм, аваннисен шутӗнче пулнă. Диктантпа «3» паллă илсе курман. Аван вӗреннӗшӗн пире кӗнеке, кăранташ, пăсмалли паратчӗç. Пӗрре çапла юлташ хӗрӗсем çырнисене тӳрлетсе панăшăн хама «2» лартнăччӗ. Пӗрле вӗреннисем: Аля Назарова (Патшеева), Елена Маркова (Антипова), Мария Егорова, Нина Быкова, Зоя Гусева, Нина Назарова, Иван Казаков, Николай Патрин, Петр Албутов, Николай Изендеев, Анатолий Изендеев, Николай Долгов... Вӗсем пурте, Казаковсăр пуçне, 1940-1941 çулхисем. Ун пеккисем икӗ класчӗ, пире «суворовсем» тесе калатчӗç (колхоз ячӗпе). Кивӗ Йӗлмелӗнчен те вӗренетчӗç пирӗн шкулта. Çичӗ класс хыççăн вăтам шкула каяс шухăш та пурччӗ те, атте вăтам шкул хамăр ялта пулсан яратăп, анчах юта яма килте укçа çук терӗ. Йӗтӗм те çавăнпа иртсе кайрӗ, –  çамрăклăхне аса илет Елена Васильевна Карсакова (Симулина). 

шшӗпе амăшӗн, Василий Васильевичпа Устиния Дмитриевнăн, икӗ ывăл та пилӗк хӗр пулнă. Аслисем колхозра ӗçленӗ вăхăтра пӗчӗк Елюк  хурсем пăхнă, хире акăшӗсем валли яшка леçме çӳренӗ.

– Хама аслисем пӗчӗклех пучах пуçтарма, вир çумлама илсе кайнине астăватăп. Каярах хире аккасене вырма пулăшмашкăн çӳренӗ. Пӗрре кунӗпе çичӗ кӗлте вырнăччӗ, киле хӗпӗртесе таврăннăччӗ. Лидя аккапа кӗреплеллӗ çавапа тулă çулма та кайнă. Пăрçа та нумай çулнă. Ун чухне хӗрарăмсем кăкăр ачисене те хире илсе кайнă вӗт, чарăна-чарăна ӗмӗртнӗ, çаплипех ӗçленӗ. Кăкăр ачине аслăраххисем çавăнтах пăхса ларнă. Аслă çеремре колхоз валли курăк çулаттăмăр, кӗреплепе тураттăмăр, унта шурлăхлă вырăнччӗ. Шкултан тухсан хире кураксенчен кукуруза хураллама каяттăмăр. Уншăн кăштах çăкăр паратчӗç, – тет вăл малалла.

Ун чух тырра çурлапа вырса кӗлтесене çыхнă, кӗлтесенчен кăлат тунă, кайран вӗсене АМКО ятлă пӗр вырăнта ларакан комбайн патне лашапа турттарнă. АМКО ăшне тырра çурлапа касса ямалла пулнă.

Елена Васильевна хăй каланă тăрăх, 7 класс пӗтерсенех колхозра ӗçлеме пуçланă, ăçта хушнă – çавăнта кайнă. 1950-мӗш çулсен вӗçӗнче колхозра чӗкӗнтӗр çумлама пуçланă, Елюк акка пӗрремӗш çул кăна чӗкӗнтӗр пайӗ илмен, ун чух вăл Кировра пулнă.

 – Пӗрремӗш çул 150 центнер чӗкӗнтӗр кăларнăччӗ, йăлтах кӗреçепе чавнă. Уншăн 50 кило сахăр песукӗ панăччӗ. Эх, савăннăччӗ! Чӗкӗнтӗр пайӗ илмесӗр пӗр çул та юлман. Тырçи вăхăтӗнче ялан йӗтем çинче тăрăшнă. Хӗлле акмалли тырра калибрланă, 20 çул хире улăм ури купалама çӳренӗ. Тырă акнă чухне вăрлăха миххе тултарса машина çине тиенӗ. Трактор тележки çине ларса кайса миххисене сеялка çине пушататтăмăр. Тыррине малтан наркăмăшланă. Ăна тăрăллă йӗтем айӗнче салтак пек противогаз тăхăнса тырă çине сапатăн та кӗреçепе хускатса пыратăн, пăтрататăн. Каярах тырă пăтратакан машина илсе килчӗç. Ун патне тыррине кӗреçепе куçарса тăмаллаччӗ. Кунта сывлăш çитмест, пурте чăтаймаççӗ, сывлаймаççӗ. Кайран ГАЗ-51 машина çине сеялкăна хăй тырă яракан бункер лартрӗç. Ку бункера йӗтем çинче витрепе алă вӗççӗн пӗр-пӗрне пара-пара тиеттӗмӗр. Трап тăрăх михӗ йăтса хăпарса та яраттăмăр вăрлăхне. Погрузчикпа тиеме пуçличчен мӗн чухлӗ алăпа ӗçленӗ эпир! Ялан пӗрле ӗçлекенсем хушшинче Елизавета Патшеева, Елена Андрееваччӗ. Эпир колхозра пурăннă тесен те юрать, – каласа парать Е.В.Карсакова.

Пӗр тапхăр ютра та ӗçлесе курнă вăл.

– 1959 çулта çуркунне Киров облаçне ӗçлеме кайрăмăр: Хветут Елисси (Кадирова), Герасимова Марье... Малтан йывăç тӗпчӗкӗсене чавса кăлартăмăр. Кăштах ӗçлесен пире, Чăваш Çӗпрел хӗрӗпе иксӗмӗре, паром çине лартса шыв урлă каçарчӗç, кирпӗч заводне илсе кайрӗç. Кирпӗчсене касса тăракансем Аслă Аксуранччӗ, эпир вара икӗ урапаллă тачкăпа хатӗр кирпӗчсене сарай ăшне илсе кӗрсе çӳлӗксем çине хураттăмăр. Катăлнисене вӗри кăмакаран туртса кăлараттăмăрччӗ. Аксусем Чиркасова Улька, Кашкарова хушаматли пурччӗ. Вырăс майри патӗнче хваттерте пурăнтăмăр. Кунта эпир кăштах тумланмалăх укçа ӗçлесе илтӗмӗр, кӗпе-йӗм çӗлеме тавар туянтăмăр.

Елена Васильевна 1964 çулхи февралӗн 23-мӗшӗнче ял çыннине Дмитрий Алексеевич Карсакова (1937 çулхи) качча кайнă. Вăл шофер, колхозра ГАЗ-51 машинăпа çӳренӗ. Унпа икӗ ача çуратса ӳстернӗ вӗсем. Анчах çемье пуçӗ 1974 çулта çамрăклах чире пула çӗре кӗнӗ. Ывăлӗ Василий (1967 çулхи) Афганистанра службăра тăчӗ,  шел, вăл та çук ӗнтӗ паян. Халь килте Леонид ятлă кӗçӗн ывăлӗпе (1969 çулхи) тата Любовь кинӗпе пурăнать Елюк акка. Икӗ мăнукне – Алинăпа Олесьăна – ӳстернӗ чух нумай пулăшнă. Халь вӗсем çемьеленнӗ, качча кайнă ӗнтӗ. Виçӗ кӗçӗн мăнук парнеленӗ асламăшне, тепри çак кунсенче çут тӗнчене килмелле.

Елюк акка 60 çула çитиччен колхоза çӳренӗ, пурӗ ӗç стажӗ 41 çул. Унăн ӗç кунӗсене пăхсан тӗлӗнетӗн, колхозра пурăннă тенине шанатăн. Акă танлаштарма: 1974 çулта – 193 ӗç кунӗ; 1975 – 239; 1979 – 286; 1980 – 344; 1981 – 330; 1983 – 353; 1986 – 339; 1993 – 333; 1995 – 338 (1974 çулччен ӗçленине колхоз правленийӗ çунса кайнипе халь çирӗплетме май çук).

– Пӗррехинче хире колхоз председателӗ Рамиль Хусаинович Хисметов пынăччӗ. Эпир унран пирӗн миçе ӗç кунӗ тесе ыйтнăччӗ. «Сирӗн мӗн ыйтмалла ӗнтӗ, кашнин 365 кун!» – терӗ вăл. Халь хам та тӗлӗнетӗп: мӗнле ӗлкӗрнӗ-ши, мӗнле ывăнман-ши? Ларса канса та курман çав ӗнтӗ. Виç сехетре вăрансан ӗне суса кӗтӳ хăваланă хыççăн та пӗртте пуçа минтер çине хурса курман, кăнтăрла çывăрса курман. Ирхине ӗçе каяс умӗн ӗç нумай, çавăнпа картишне каçпах шăлса-тирпейлесе хураттăмччӗ. Будильникпа тăрса курман. Пӗрре вăраннă та каçчен ӗçленӗ. Пӗррехинче эп ытла ир тăнипе ачасем будильник туянса лартса пачӗç. Эп унсăрах вăранса кайрăм, тӗрлӗ ӗç турăм. Тăрсан-тăрсан будильник шанкăртатса кайрӗ. Эп ним тăваймастăп, сӳнтермеллине те пусма пӗлместӗп. Çывăракан ачасем патне илсе пытăм мӗн пулнă-ши тесе. Вӗсем манран кулса выртаççӗ. Паян та виçӗ сехетре вăранатăп. Тем ӗç пулмасан та тăратăп, вырăн çинче выртаймастăп, çапла ӗмӗрӗпе хăнăхнă, – вӗçлерӗ калаçăва Елена Васильевна.

 

Николай ЛАРИОНОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

Автор тата Е.Карсакова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев