Элкел районӗнче Ҫӗнӗ Сӑвар хулашне тума тытӑннӑ
Ҫак туристсене илӗртекен объекта Сиктерме ялӗ ҫывӑхӗнчи Уяв пулмалли лапам ҫумӗнче хӑпартма тытӑннӑ
Экскаваторсемпе крепоҫ стенисен никӗсӗсене чаваҫҫӗ, арматура ҫыхса бетон яраҫҫӗ. Ҫуркуннене хатӗрлесе ҫитересшӗн. Юр ирӗлсенех 7 гектара яхӑн лаптӑка хупӑрласа илекен стенана хӑпартма пуҫламалла. Телее бетонран керамблок кирпӗчӗсем ҫапакан цех ялтах ӗҫлет. Шалта йывӑҫ ҫуртсемпе керменсем пулаҫҫӗ. Вӗсенче Тутарстанри, Элкел тӑрӑхӗнчи ялсен капӑрлӑхне кӑтартма палӑртнӑ. Пӗренесене цилиндрласа "чутласа" кӑларакан станок та туяннӑ "Хузангаевский" ял-хуҫалӑх пӗрлешӗвӗнче. Ӗҫле кӑна!
Уява хатӗрленес ӗҫе сиктӗрмесем районти кашни чӑваш ялне явӑҫтарасшӑн. Ку Раҫҫей шайӗнчи мероприяти вӑл Хусанкай ентешӗсемшӗн хӑйне ӗвӗр тӗрӗслев те. Элкел районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫин Евгений Чугуновӑн сӑмахӗсемпе, хальлӗхе мӗн пур ӗҫе вырӑнти ял-хуҫалӑх предприятийӗн вӑйӗсемпе туса пыраҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев