Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элшел шкулӗнче Чăваш педагогика училищинчен вӗренсе тухнă 11 учитель ӗçленӗ пулнă

Элшел шкулне официаллă майпа 1885 çултах уçнă пулин те, унăн хăйӗн çурчӗ пулман-ха, малтанлăха уйрăм çын пӳртӗнче вӗрентнӗ. «…Хваттирте икӗ çул каçсассăн, 1887-мӗш çул уччилнине хăйне уйрăм çурт лартса параççӗ хысна вăйӗпе.

Паллă юрист, журналист, ӗçпе вăрçă ветеранӗ А.М.Харитонов (Элшел) кун-çулӗпе интересленнӗ май унăн автобиографине вулама тӳр килчӗ. Чӗмпӗрти чăваш практикăлла институтӗнче (кайран – педтехникум) вӗреннӗ вăхăта аса илнӗ май Александр Матвеевич çапла çырать: «… 1922 çул кӗркунне институт пахчинче эпӗ, 16-ри çамрăк, чăваш халăх просветительне Иван Яковлевич Яковлева тӗл пултăм. Вăл 74-ри ватă, урисем чирлӗ, аран утать, анчах ăс-тăнӗ çирӗп. 

И.Я.Яковлев эпӗ Степан Федорович Харитонов мăнукӗ пулнине пӗлсен манпа хаваспах калаçрӗ. Пăрăнтăкри удел училищинче пӗлӳ илнӗ чухне ăна аслă класри Степан Федорович Харитонов, училище пуçлăхӗ А.И.Баратынский хушнипе, çырăва, арифметикăна вӗрентнӗ иккен…

И.Я.Яковлев Элшелӗнче пулнă чух яланах пирӗн асатте патӗнче чарăннă, вăл манăн атте-аннене те пӗлнӗ...»

Чăнах та, С.Ф.Харитонов Пăрăнтăкри шкулта вӗреннӗ. Кун пирки Г.Т.Тимофеев «Тăхăрьял» кӗнекинче илемлӗ çырса кăтартнă: «…Çтаппан (вăл) ӗлӗксенче, утил вăхăтӗнче, пысăклансан (вун улттăра – вун саккăрта) Пăрăнтăка уччилние çӳренӗ. Ваттисем хушшинче çырăва пӗлнӗ çынсем хисепре. Ун пек çыруçăсем пухура-мӗнте, халăх çинче куштан пулаççӗ. Хӗритун Çтаппанӗ – ялта вăйлă пурăнакан çын». (Тăхăрьял. – Ш., 2002 ç.  63 стр.)

И.Я.Яковлев асаилӗвӗнче («Моя жизнь») Пăрăнтăкри шкулта вӗреннӗ вăхăт пирки çырнă чух С.Ф.Харитонов ятне асăнмасть, пӗчӗк ачасене тертлентернӗ Семен Рубцов ячӗ вара час-часах тӗл пулать. Тен, Иван Яковлевичăн пичете тухайман хучӗсенче пур пулӗ-ха, малашне тупса вулăпăр та-и? Халӗ вара Тихăн Петӗрккин «Кушкă ачи» повеçӗнчи пӗр вырăнпа паллашар-ха:

«Тепӗр кун Иван васкаса ялсене тухса кайрӗ: тăван халăхӗ мӗнле пурăннине, шкулсем уçас пирки халăх мӗн шухăшланине пӗлесшӗн, чăваш шкулӗ валли ачасем тупасшăн вăл.

Малтан вăл пӗр чăвашпа Кашана кайрӗ, унтан çуранах Раккассине ӳкрӗ. Унта çӗр выртрӗ. Юнашарах Элшел, Иванăн унта çитмеллех: Хветӗр Çтаппанне, утелни шкулӗнче асли пулса хăйне вӗрентнӗ ачана, Пăрăнтăкран тухса кайнăранпа курман-ха вăл.

Вăл вăхăтра кӗçӗн классенчи ачасене вӗрентекен аслисем питӗ усал пулнă: пӗчӗкреххисем вырсарникун хыççăн илсе пыракан кучченеçсене тăпăлтара-тăпăлтара илнӗ, хăйсене вӗтнӗ, чӗрнисем айне тутăхнă перосем тирӗнтернӗ. Ыттисемпе танлаштарса пăхсан, Çтаппан ытла иртӗхмен, Ивана, тăлăх тесе, уйрăммăнах тивмен, хӳтӗленӗ те.

Утелни çыннин хăйӗн ирӗкӗ пулман. Баратынский яманнипе Çтаппан тăхăр çул Пăрăнтăк шкулне çӳренӗ, каччă пулса тăнине те сисмен. Баратынский ăна е учитель, е пуп тăвас-ха тесе калаçкалама тытăнсан, Çтаппана ашшӗ те хăйпе калаçса татăлса, те ирӗксӗрлесе, Пăрăнтăкран вăрттăн вăрласа килет те васкаварлă авлантарса ярать.

Çав юлташӗпе тӗл пулса калаçасшăн Иван, çакă уншăн усăллă пуласса шанать: лешӗ çырăва лайăх пӗлекен, шкул уссине ăнланакан çын. Тен, чăваш шкулӗ валли те юрăхлă ача тупса парӗ. Хăйсен ялӗнче шкул уçас-тăвас пулсан, çав ӗçе хутшăнмӗ-ши тата.

Хăритун таврашӗсене ялта пӗчӗк ача та пӗлет иккен, вӗсен килне тупма çăмăл пулчӗ. Йӗпе сăмсаллă ачасем Ивана Çтаппансен пӗчӗк хапхинченех кӗртсе ячӗç, хăйсем çавăнтах урам тăрăх ял-йыша çӗнӗ хыпар пӗлтерме чупрӗç…» (Çавăнтах, 285–286 стр.).

Çырса кăтартни Иван Яковлев гимназист чухне Чӗмпӗр чăваш шкулне йӗркеленӗ вăхăтпа (1868 çул) пӗр килет. Чăнах та, мал ӗмӗтлӗ çамрăк хăйӗн шкулне аслăлатас тесе пултаруллă, малашлă ачасене пӗлӳ çулӗ çине тăратас шухăшпа хăйех ялсене çитет, паллакан учительсем е священниксем патне çырусем ярса çамрăксене Чӗмпӗре яма ыйтать. Иван Яковлевичăн чи пирвайхи вӗренекенӗсем хушшинче Элшел ачи Александр Эдремень пулнине А.В.Рекеев патне янă çыруран пӗлетпӗр: «… Пӗлетӗн-и, эсӗ чăвашла вулама пӗлместӗн, япăх вулатăн, вуланă чухне такăнатăн. Санăн çак çитменлӗхе пӗтерессишӗн тăрăшмалла – тăрăшсассăн пӗтерме пулатех. Сана кӳрентерес теместӗп те, пирӗн кунта Александр Эдремень чăвашла санран лайăхрах вулать, вăл чунтан тата туйăмпа вулать». (Яковлев И.Я., Письма, 154 стр.) 

Палăртар: Кăнна Кушки чăвашӗ Алексей Васильевич Рекеев – Чӗмпӗр чăваш шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗ, Александр Гаврилович Эдремень  çиччӗмӗшӗ пулнă. Ахăртнех, вăл Пăрăнтăкри шкултан 1871 çулта пуçламăш пӗлӳ илсе тухнă, И.Я.Яковлев ыйтнипе священник тата шкул заведующийӗ А.И.Баратынский ăна Чӗмпӗре кайма хистенӗ. Ку вăхăтра Элшелӗнче шкул пулман-ха. Г.Т.Тимофеев «Тăхăрьял» кӗнекинче çапла çырать:

«Ӗлӗк Элшел ачисем, çырăва вӗренес тесессӗн, уччилние Пăрăнтăка е Пимӗрселне-Пӳркелне çӳренӗ. Унта вӗсене епле вӗрентнисем çинчен, епле хăйсене хӗнени çинчен тапратсан, ватăраххисем кала-кала параççӗ. Утил иртсен, хӗнеме-тума, ирӗксӗр уччилние иле-иле кайма пăрахнă та, элшелсем вара вӗренме çӳрекенсем те сахал пулнă: сайра кăна хăшӗ-хăшӗ кайкаланă. Кирек епле пулсан та, ют яла вӗренме çӳресси çăмăл мар вăл. Çавăнпа ырă çыннăмăр Иван Яковлевич кала-кала панипе Элшел стариккисем ăса кӗреççӗ те уччилни тума канаш тăваççӗ: шухăшлаççӗ, килӗшеççӗ, 1885 çул уччилни тăваççӗ Элшелне…»   (Тимофеев Г.Т., Тăхăрьял. – 1972 ç., 99 стр.)

Элшелӗнче шкул уçни пирки И.Я.Яковлев асаилӗвне вулар-ха:

«…Рункă, Элшел, Пӳркел …ялӗсенче шкулсем тата вӗсем çумӗнче уйрăм чиркӳсем уçрăмăр». (Воспоминания, 118 стр.) 

Акă, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх училищисен инспекторӗн çыруçи А.В.Каштанов патне янă çыру: «1884 çулхи апрелӗн 7-мӗшӗ.

Хисеплӗ Александр Васильевич!

Элшелти училище валли çурт тума попечитель господин сӗннӗ пек 250 тенкӗ пособи уйăрма 4 хут çырса хума тата Иван Владимирович Ишерские (Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх училищисен директорӗ – В.Ц.) алă пустарма тăрăшăр: 1) Хысна палатине; 2) штатри смотрителе; 3) попечитель господина; 4) мана.  Кăна ӗнер каçпа Иван Владимирович Сире хăй иртерех пурнăçлама ыйтрӗ, мӗншӗн тесен 9 сехетре вăл Улатăра каять. Палăртнă хутсене Эсир унăн хваттерне çитерме тăрăшăр.  Сирӗн çав хутсене çырма вăхăт çук пулсан хуравикӗсене мана ярса парăр, вӗсене тӳрех тасан çырса илӗç, Иван Владимирович çула май ман пата кӗрсе тухма пулчӗ». (Из переписки. 51-мӗш çыру, 94 стр.)

Элшел шкулне официаллă майпа 1885 çултах уçнă пулин те, унăн хăйӗн çурчӗ пулман-ха, малтанлăха уйрăм çын пӳртӗнче вӗрентнӗ. «…Хваттирте икӗ çул каçсассăн, 1887-мӗш çул уччилнине хăйне уйрăм çурт лартса параççӗ хысна вăйӗпе. Хваттирте вӗрентме пăрахаççӗ те уччилнире вӗрентме тытăнаççӗ...» – пӗлтерет Г.Т.Тимофеев (Тăхăрьял, 99 стр.) 

Григорий Тимофеевич çырни çумне тата çакна хушас килет: Элшел шкулӗн çурчӗн кӳлепи мӗнле пулмаллине (проектне) И.Я.Яковлев хăй туса панă, тăррине хӗçтимӗр витмеллине, чӳречесем çӳллӗ те сарлака пулмаллине асăрхаттарнă. Ахăртнех, парттăсене те, доскасене те Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчи мастерскойӗнчех ăсталанă.

Просветитетель шкул çумӗнчех чиркӳ уçнине те палăртать. Элшелӗнчи тӗн çуртне хăпартас тӗлӗшпе те вăлах тăрăшнине ял çыннисем 1905 çулхи январӗн 31-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин епархине çырнă Приговортан пӗлетпӗр. (Чăваш патшалăх истори архивӗ, 207-мӗш фонд). Унта хресченсем чиркӳ тăвас ӗçе йӗркелеме Чӗмпӗр чăваш шкулӗн инспекторне шаннине пӗлтереççӗ. Тата çакна та палăртам: И.Я.Яковлев Чӗмпӗр çывăхӗнчи ялсенчи    шкулсене  хăйӗн  чи лайăх вӗренекенӗсене яма тăрăшнă. Çакна пулас паллă этнограф, писатель Г.Т.Тимофеев тӗслӗхӗ те çирӗплетет. Эпӗ шутланă тăрăх Элшелӗнчи шкулта 1885 – 1919 çулсенче Чăваш шкулӗн 12 воспитанникӗ учительте тăрăшнă. (Тепӗр тӗрленчӗкре К.П.Прокопьев учитель пирки каласа кăтартăп).

Элшелӗнче пуçламăш пӗлӳ паракан шкул уçăлнă пулин те, унта лайăх учительсем ӗçлесен те, шкултан вӗренсе тухакан арçын ачасемпе хӗрачасем малалла пӗлӳ илесшӗн ăнтăлман. Куншăн Г.Т.Тимофеев та пăшăрханнă: «…Пӗр уччилние килсессӗн, тӗк тăмалăх вӗренме пăрахмаççӗ тата. Килессе те кун сиктермесӗр çӳреççӗ уччилние. Манăн çакăншăн чăвашсене юратас килет. Анчах уччилнирен тухсассăн тата темшӗн пăрахаççӗ вăл çырăва?..» (Тăхăрьял. 1972 ç., 102 стр.) 

Чӗмпӗр чăваш учителӗсен шкулӗнчен 1868 – 1919 çулсенче элшелсем иккӗн çеç вӗренсе тухни паллă пулчӗ: пӗри Александр Гаврилович Эдремень, тепри – Петр Яковлевич Яковлев. П.Я.Яковлев 1885 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче çуралнă, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче 1899 – 1905 çулсенче вӗреннӗ. Учитель пулса вăл Чăваш Республикинчи Вăрмар районне кӗрекен Кавалти шкулта ӗçленӗ, 1910 çултан Тăвайӗнчи икӗ класлă училищӗре вăй хунă. 

Элшелсем Хусанти вырăс мар халăхсен учительсен семинарийӗнче вӗренес тесе те ăнтăлман. Тăхăрьял таврашӗнчи ялсенчи çамрăксем, уйрăмах шемексем, пӳркелсем, рункăсем, альшихсем пӗлӳшӗн çунни вара сисӗнсех тăрать. Чăн та, 1918-1919 çулсем хыççăн лару-тăру улшăннă, вӗренес кăмăллă ачасен шучӗ ӳссех пынă.  

Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн çӗнӗ саманари кун-çулӗ пӗртте çăмăл пулман. 1937 çулччен чăваш педтехникумӗ пулнăскере училище статусне параççӗ, Мускавранах яланлăха чăваш халăхӗн ăспурлăх харпăрлăхӗ пулмаллине çирӗплетнӗ пулин те 1956 çулта ăна хупса хураççӗ. Çапах та 1919 – 1956 çулсенче те И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика училищи халăх вӗрентӗвӗ валли чылай педагог хатӗрлесе кăларнă, вӗсенчен нумайăшӗ чăваш халăхӗн çутлăхӗшӗн тăрăшнă. Акă, Элшел шкулӗнче Чăваш педагогика училищинчен вӗренсе тухнă 11 учитель ӗçлени паллă пулчӗ. Паллах, вӗсем çинчен пӗлесчӗ, шкул историйӗ валли çырса хăварасчӗ.

 

Василий ЦЫФАРКИН. 

Пăва районӗ, 

Элшел.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование