Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ентешӗмӗрӗн Альберт Кольцовăн çӗнӗ кӗнеки тухрӗ – вӗçен кайăксем çинчен

Чăваш кӗнеке издательствинче çак кунсенче Тутарстанри Лайăш районне кӗрекен Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан Альберт Кольцовăн «Разговоры о птицах» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Наталия Орлова.

Вӗçен кайăксем авалтан этем пурнăçӗнче пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăннă. Вӗсене сăнаса çынсем çанталăка, тырпул тухăçӗ мӗнле пуласса пӗлнӗ. Кайăксем – вăрман тата хир санитарӗсем. Çуркунне кăнтăртан таврăнсан вӗсем юрă шăрантарнине итлеме мӗнле кăмăллă тата! 

Чăваш кӗнеке издательствинче çак кунсенче Тутарстанри Лайăш районне кӗрекен Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан Альберт Кольцовăн «Разговоры о птицах» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Наталия Орлова. 

Альберт Миронович – кайăксен тусӗ. Вăл ăçта пурăнсан та, ӗçлесен те яланах кайăксене сăнанă, хăй курнине дневник çине çырса пынă. Нумай çул иртсен çырнисем «Разговоры о птицах» кӗнекене кӗнӗ. Çӗнӗ кӗнеке икӗ пайран тăрать. Пӗрремӗш пайӗ «Птицы в наших краях» ятлă. Кунта автор хăй курнă, сăнанă кайăксем çинчен çырнисене кӗртнӗ. Кӗнекере кашни кайăк çинчен тӗплӗн каласа панă: вăл мӗнлескер, унăн хăйнеевӗрлӗхӗ, йăлисем, ăшă çӗре хăçан вӗçсе каять тата хăçан каялла таврăнать, миçе çул пурăнать, интереслӗ фактсем... Тӗслӗхрен, ак хур кайăксем çинчен пӗлме интереслӗ: енчен те пӗр хур кайăкăн вӗçсе кайма халӗ çук-тăк, унпа пӗрле темиçе хур юлаççӗ. Аманнă хур вăй илсен вара вӗсем пӗрле çула тухаççӗ. 

Вӗлтрен тăрри (зяблик) пирки ак çапла çырать автор: «Самка зяблика – очень трудолюбивая птица. Во время строительства гнезда она спускается на землю около 1500 раз для поиска строительного материала».

Çавăн пекех вулакансем шыв чăххи (кулик) пӗр чарăнми 11 пин километр таран вӗçме пултарнине те пӗлеççӗ кӗнекепе паллашсан. Çав вăхăтрах куккук ав мăран кайăк иккен – вăл талăкра 80 – 90 километр таран кăна вӗçеет. Ытти кайăксем ку инçӗшне пӗр сехетре вӗçсе тухаяççӗ. 

Шăнкăрчсем пирки те питӗ кăсăк çырать А.М.Кольцов: «Перед тем, как покинуть знакомые места, скворцы семьями не раз возвращаются к своим скворечникам, и родители старательно учат молодых проверять и принимать места гнездований для своей будущей семьи в последующие годы».

Кӗнекере кайăксен сăнӳкерчӗкӗсем те пур. Вӗсен айне кайăк ятне вырăсла та, чăвашла та çырнине ырламалла çеç. 

Кӗнекен иккӗмӗш пайӗ «Как я ухаживал за домашними птицами» ятлă. Унта килти кайăк-кӗшӗк пирки тӗплӗн çырса кăтартнă. Альберт Миронович хăй ӳстернӗ хур-кăвакал, индоутка, кăркка пирки интереслӗ каласа парать кӗнеке страницисенче, хăйӗн опычӗпе паллаштарать. 

Кӗнекене, тӗпрен илсен, шкулта вăтам классенче вӗренекен ачасем валли çырнă, анчах та вăл кайăксемпе интересленекен хуть хăш ӳсӗмри çыншăн та интереслӗ.

 

Дарья МОРОЗОВА.

О.Иванова тата редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев