Ентешсен хушшинчи хутшăнусене çирӗплетесси - форумăн тӗп теми
Иртнӗ кӗçнерникун Шупашкарта Ентешсен форумӗ иртрӗ. Ăна ЧР Экономика министерстви чи çӳллӗ шайра хатӗрленӗ. Спикерсен хушшинче ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев, Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Леонид Черкесов тата ыттисем. Ентешсем Мускавран, Питӗртен, Самартан, Оренбургран, Хусантан, Петрозаводскран тата ытти хуласенчен килсе çитнӗ. Унччен пӗр кун маларах Чăваш Наци Конгресӗпе Федераллă ЧНКА пӗрле хутшăнса ӗçлесси пирки килӗшӳ тунă.
Ентешсен хушшинчи хутшăнусене çирӗплетесси - «Пӗл пирӗннисене!» форумăн тӗп теми. Пӗр енчен вăл пур хăвата кăтартни, тепӗр енчен, çăмăл мар саманара хăлăх вăйне пӗр çӗре чăмăртани. Чăваш Республики туризм сферине аталантарасшăн. Кунта авалхи халăх культури çине таянмасăр пулмасть. Агропромышленноçпа строительство сферисенче те ӳсӗм валли никӗс хывăнать. Регионсенчи чăвашсемпе хутшăнусене лайăхлатма ăнтăлни – тӗрӗс утăм.
Çак пухăвăн пӗлтерӗшне спикерсем каланă тезиссем тăрăх ăнланма тăрăшрăмăр.
Олег Николаев:
«Паянхи кун эпир кунта пухӑнса тӗрлӗ енлӗ плансене ҫирӗплетни - питӗ паллӑ япала.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче эпир кунта пухӑнни пире малалла пӗрле ӗҫлеме хистет. Пиртен маларах пурӑннӑ паллӑ чӑвашсене аса илсе эпир вӗсем чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ ӗҫсене пысăка хурса хаклатпăр.
Хӑвӑр ӗҫӗр енӗпе специалистсем пулнӑран эсир пирӗн сферӑсен аталанӑвне экспертла хак пама пултаратӑр. Чӗлхе аталанăвӗнче чӑваш энтузиасчӗсем нумай кирлӗ ӗҫ турӗҫ. «Яндекс-куҫаруҫӑ» пурри пире чӗлхе аталанӑвӗн ӗҫне аталантарма пулӑшать.»
Темиҫе эрне каялла РФ Патшалӑх Думи ҫӗршыври халӑхсен хăйне евӗрлӗхӗ (самобытность) ҫинчен закон йышӑнчӗ. Ку халăхсен аталанăвне пулăшма тивӗç.
ЧНК кирлӗ ӗҫ илсе пырать, анчах та вӑл Федераллӑ ЧНКА вырӑнне тивӗҫеймест. Чылай чухне ҫак организацисем пӗр пӗрне дублировать тӑватчӗҫ.»
Форума пухӑннисене Константин Косачев саламларӗ. Вӑл ӑна икӗ хутчен Патшалӑх Думине суйланӑ ентешӗсене Ҫеҫпӗл Мишши сӑввинчи йӗркесем вуласа пачӗ.
Анатолий Аксаков:
"Эпӗ чӑвашла калаҫса ӳсмен, аттепе анне тавлашнӑ чухне кӑна хамӑр чӗлхен илемне туйма пултаратӑм". Анчах та хам чӑваш пулнипе пурнӑҫ тӑршшӗпе мӑнаҫланатӑп. Чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑннӑ кашни ҫын тӑван енне мӗнпе-тӗр усӑ кӳме пултарать. Кам-тӑр нумайрах, кам-тӑр сахалтарах, анчах та кашнин хулӑмӗ пӗрлехи ӗҫшӗн пӗлтерӗшлӗ."
Алла Салаева:
"Шкулта вӗренекен ачасен паянхи мухтавлӑ ентешӗсен ӗҫӗсемпе хавхаланса ӳсмелле тесе шутлатӑп. Вӗсем пирӗн юратнӑ Чӑваш Республикипе мӑнаҫланма тивӗҫ."
Леонид Черкесов:
"Эпир Чӑваш Наци Конгресӗпе пухӑнса пӗрле хутшӑнса ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ турӑмӑр. Ҫакӑ пире ӗҫе синхронизацилеме май парать.
Ӗнер ТР тата ЧР Патшалӑх Канашӗсем килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ. Ку та кӳршӗсем хушшинче питӗ пӗлтерӗшлӗ."
2008 çулта унăн ертӳçинчен Анатолий Аксаков кайнă хыççăн Федераллă Чăваш наципе культура автономийӗ хут çинче кăна сывă юлчӗ-тӗр. Усрава илнӗ ача евӗр, пӗр çын аллинчен тепӗр çын аллине куçса пычӗ. Анчах та пысăк ӗç кăтартаймарӗ. Мускав чăвашӗсем пӗрлешсе ӗçлейменнипе, лава кашнийӗ хăй енне сӗтӗрнипе пулчӗ-тӗр çакă. Çав вăхăтра Мускавра нацисене аталанма пысăк укçа уйăраççӗ. Федераллă автономин пуринчен лайăхрах ӗçлемелле пек. Малашне Раççейри чăвашсен общество организацийӗ çӗнӗ хăватпа ӗçлесе каясса шанас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев