Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ентешсене асра тытатпăр

Василий Полоруссов кашни çул ентешсем пуç хунă вырăнсене çитсе курать, хăй курни-илтнине пире те пӗлтерет


Василий Полоруссов кашни çул ентешсем пуç хунă вырăнсене çитсе курать, хăй курни-илтнине пире те пӗлтерет

Санкт-Петербургра пурăнакан Беловка çынни — Василий Михайлович Полоруссов — юлашки çулсенче тăтăшах хамăр ентешсем иртнӗ вăрçăра пуç хунă вырăнсене çитсе курма тăрăшать, унти обелисксен сăнӳкерчӗкӗсене яла ярса парать. 

Хăйӗн аслашшӗ вилнӗ вырăна вара Василий Михайлович кашни çул майăн 9-мӗшӗнче çитет, унта ирттерекен мероприятисене хутшăнать. Аслашшӗ — Иван Иванович Полоруссов — Чăваш халăх поэчӗн Николай Иванович Полоруссов-Шелепин тăван шăллӗ. Фронта Беловкăран 1941 çулхи ноябрӗн 12-мӗшӗнче Аксу çар комиссариачӗ урлă кайнă. 1943 çулхи ноябрӗн 14-мӗшӗнче Псков облаçӗнчи Пустошински районӗнчи Гультяи ялӗ патӗнче пуç хунă.Унăн мăшăрӗ Ирина Емельяновна Беловкăра виçӗ ачапа тăрса юлнă: Миша (1925 çулхи), Зинаида (1928) тата Феня (1932). Паянхи кун 95 çулти Зинаида Ивановна Аксури хӗрӗ патӗнче пурăнать, ашшӗне асра тытса фронтран янă çырăвӗсене упрать. 
Акă Иван Полоруссовăн 1943 çулхи октябрӗн 17-мӗшӗнче фронтран килне çырнă çырăвӗ: 

«...Хальлӗхе эпӗ сывă. Эсӗр епле пурăнатăр-ши? Питӗ пурнăçăра, сывлăхăра пӗлес килет.
...Ним тума çук, куçса çӳре... (вуласа кăларма çук — С. У.) ...Ку çырăва илсен çыру ярăр обязательно. Ку çырăва Калинински облаçран, Торопец ятлă хуларан яратăп. Халӗ эпӗ обозра çӳретӗп. Ку хуларан эпир паян тухса каятпăр. Но пурпӗрех çыру ярăр. Çыру пире шыраса тупать адрес тăрăх.
Сывă пулăр, пурсăра та хӗрӳллӗ салам. Пур тăвансене салам!
Адрес: п/п 29164 «т».

Шелепи шăллӗн кӗçӗн мăнукӗ Василий Михайлович пӗлтӗрхи июль уйăхӗн вӗçӗнче Карелинче пулнă, унта вăл пирӗн ентешсем 1941 — 1944 çулсенче нимӗçсемпе çапăçнă вырăнсене çитсе курнă. Вăл тăрăхра çапăçусенче пуç хунă совет салтакӗсене чысласа тунă обелисксен сăнӳкерчӗкӗсене ярса пачӗ.
Карели фронтӗнче 1944 çулта пирӗн районти паллă поэт Петр Гаврилов-Меречен тата Беловка йӗкӗчӗ Петр Иванович Кольцов пӗрле тăшманпа çапăçнă.
2012 çулта Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнче иртнӗ Уявра Петр Михайлович Гаврилов Беловка клубӗн ӗçченӗсене хăйӗн кӗнекисене парса янă, кӗнекисемпе пӗрле янă çырăвӗнче вăл çапла çырать:
«Хисеплӗ Беловка клубӗн ӗçченӗсем! Мана йывăр аманса юн юхтарнă самантра Беловка каччи Петр Кольцов тата Хусан йӗкӗчӗ вут-çулăм ăшӗнчен йăтса тухса сывă хăварчӗç. Хăйсем темиçе кунтан иккӗшӗ те Карели çӗрӗнче пуç хунă. Вӗсемшӗн чун ыратать, хурланатăп шутсăр. Кольцов июлӗн малтанхи кунӗсенче йывăр аманнă, тепӗр кун вилнӗ.
Беловка вулаканӗсем валли хам кӗнекесене парса ярас терӗм. Тен, май пулсан, вулакансемпе тӗлпулу ирттерӗпӗр. Кӗнекесене упрăр ӗнтӗ.
Эпӗ 7 коллективлă кӗнеке авторӗ, хам тӗллӗн 15 сборник кăларма хал çитертӗм, 5-шӗ — вырăсла çырнисем.
Пуç хунă юлташа Петр Кольцова асăнса парса яратăп кӗнекесене.
Елизар Селиванов та пирӗнпе пӗрле фронтра çапăçрӗ тăшмансемпе. Вăрçă вӗçленсен нумай çул хушши Аксу милицийӗнче ӗçлерӗ. Вăл та халь сывă мар ӗнтӗ.
Ăшă салампа сирӗн Петр Гаврилов-Меречен.
Салам Беловка çыннисене.
Июлӗн 1-мӗшӗ, 2012 çул, Меречен».
Çак çырăва илнӗ вăхăтра эпӗ Беловка клубӗнче ӗçлеттӗмччӗ. Петр Михайловичăн çырăвне вуласа тухнă хыççăн вулакансемпе тӗлпулу ирттерме шут тытрăмăр, ку мероприятие ирттерме сценарине те хатӗрленӗччӗ. Анчах та вăл вăхăтра Петр Михайлович чирлесерех тăнипе ăна тăванӗсем ялӗнчен хулана илсе кайрӗç, ялне урăх таврăнаймарӗ вара вăл. Çавăнпа вулавçăсемпе ирттермелли тӗлпулу пулаймарӗ.
П. М. Гаврилов-Мереченӗн «Юрату юрри» кӗнеки «Карелие хăтарнă чух» поэмăран тытăнать, Беловкăри юлташӗ çинчен те пайтах çырать унта вăл:
«...Чи çывăх тус — Кольцов Петюкӗ
Пулеметран хирет юта.
— Десантниксем пулман-ха çӳпӗ! —
Чăнне калатчӗ, тупата.

Беловка йӗкӗчӗ вăл. Ыррăн
Бригадирта ӗçленӗ чух
Хирте ӳстернӗ ăннă тырă
Вун улттăри хӗрӳллӗ чун...» 
Нихăçан та ун асӗнчен тухман пулас юлташӗ. Беловкăри ват çынсем каланă тăрăх, Петюкăн амăшӗ ватăлса çитсе пӗччен юлсан вăл ăна пӗр вăхăт хăй патне илсе кайса пăхма та шутланă пулнă, карчăк килӗшменнипе кăна илсе каяйман.
Кольцовсен çемйинче вăрçăра виççӗн çапăçнă: ашшӗ Иван Гордеевич (1893 — 1943), аслă ывăлӗ Максим Иванович (1922 — 1977), кӗçӗн ывăлӗ —Петр Иванович (1925 — 1944). Иван Кольцов Мускав çывăхӗнче пуç хунă, Петр — Карели фронтӗнче. 
Хамăр ентешсене асра тытса вӗсем тăшманпа çапăçса пуç хунă вырăнсене çитсе курнăшăн, çакăн çинчен пире пӗлтернӗшӗн хисеплӗ ентешӗмӗре Василий Михайлович Полоруссова чӗререн тав тăвас килет. Инçетре пурăнсан та вăл куллен ялпа çыхăну тытать, малашне çитсе курмалли вырăнсен адресӗсене ыйтса интересленет.

Сергей УЛАНОВ.
Аксу районӗ,
Беловка.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество