ЭПИР СИРЕ КИЛЕ ТАВРĂНАССА КӖТЕТПӖР!
Халӗ Раççее чӗркуçлентерес теççӗ. Анчах ку нихăçан та пурнăçланаймӗ
Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Хусанти «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗн Ильгам Шакиров ячӗллӗ концерт залӗнче мобилизациленнисем валли ятарлă концерт пулчӗ. Шăп çак центрта мобилизациленнисен вăхăтлăх сбор пунктне йӗркеленӗ. Концерт пуçланнă тӗле «Казань Экспо» умне хула çыннисем те пуçтарăнма тытăнчӗç. Вӗсен хушшинче мобилизациленнисен ашшӗ-амăшӗсем, арăмӗсем, ачи-пăчи тата çывăх тăванӗсем. Кашни çывăх çыннине çар чаçне илсе кайиччен тепӗр хут курса юласшăн. «Ман упăшка кунта, тархасшăн, кӗртсе ярăр, йăлăнса ыйтатăп, кӗртсемӗр», – ăшталанса чупкаларӗ пӗр çамрăк арăм хуралçă умӗнче, куççулӗ хăйӗн йăр та яр пичӗ тăрăх юхрӗ. «Юрамасть», – типпӗн хуравларӗ хуралта тăракан. Хӗрарăмпа куçа-куçăн тӗл пулас мар тесе куçне айккине тартрӗ. Мӗн тăвăн, унăн приказ, хушнине тумалла. Концерта вара мобилизациленнисемпе журналистсемсӗр пуçне урăх никама та кӗртмеççӗ.
Çăмăл мар, паллах, çăмăл мар упăшкана е ывăла вăрçа кăларса яма. Мирлӗ пурнăçпа пурăннă вăхăтра кашнин хăйӗн тӗнчи, кулленхи ӗçсем, малашлăха плансем. Мобилизаци вара çынсене тăруках çав йӗркерен туртса кăларчӗ. Ăçта каймалла, мӗн тумалла, мӗнле пурăнмалла? Çӗршывра вара çак хушăра хамăр граждансене тӗрев парассипе çӗнӗ йӗркесемпе постановленисем йышăнасси пырать. Тутарстан мобилизациленнисен çемйисене кредит каникулӗ парса, ачисене шкулта тӳлевсӗр çитерсе, арçынсен ӗç вырăнне сыхласа хăварса пулăшать.
Палăртнă вăхăтра пире зала кӗме ирӗк пачӗç. Унта тӳрех ентешсене шырама пуçларăм. Анчах кăлăхах. Ăçтан тупайăн вӗсене пин-пин çын хушшинче? Республикăн кашни районӗнчен пуçтарăннă кунта, вӗсен хушшинче чăвашсем пайтах. Шел те, калаçма кăмăл тунисен хушшинче пӗр чăваш та пулмарӗ. Тӗрӗссипе, пурпӗрех мар-и, çавах хамăрăн, пурте тутарстансем. Мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнма каякансен шухăш-кăмăлӗ интереслентерчӗ мана. Повесткăпа-и е хăй ирӗкӗпех килни кăсăклантарчӗ, килӗнчисем мӗнле йышăннă, мӗнле кăмăлпа кăларса янă тăванне тата ытти те.
Мобилизациленнисем концерта хавхаланса йышăнчӗç, çакăнта вӗсен шалти хавалӗ палăрчӗ. Пуринчен ытла патриотла юрăсене килӗштерчӗç. Залра шăхăрни, алă çупни чарăнмарӗ ку чухне. Арçынсен «Премьер» ушкăнне уйрăмах хапăлласа йышăнчӗç.
Мобилизациленнисене саламлама РФ Хӗç-пăшаллă вăйӗсен генерал-майорӗ Валерий Миронченко тата ТР çын прависемпе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская килнӗччӗ.
«Эсир халӗ хатӗрленӗвӗн пӗрремӗш тапхăрне иртрӗр, эпир сире пуçтартăмăр, тумлантартăмăр, мӗн кирлипе тивӗçтертӗмӗр. Халӗ сирӗн умра тӗп тапхăр – çар хатӗрленӗвӗ тăрать, тактика тата ытти. Анчах чи кирли – эсир пӗр-пӗрне лайăх пӗлсе çитни. Хăвăр çумра кам тăнине аван чухламалла. Афганистанра çакна вăрçă вӗçнелле пӗлсе çите пуçларăмăр. Чечняра вара салтаксене тӳрех мăшăррăн пайларăмăр. Вӗсен çапăçу вăхăтӗнче пӗр-пӗрне куçран вӗçертмесӗр сăнамаллаччӗ», – терӗ генерал-майор.
Сария Сабурскаян сăмахӗсем те залра ларакансене хавхалантарчӗç пулӗ.
«Халӗ Раççее чӗркуçлентерес теççӗ. Анчах ку нихăçан та пурнăçланаймӗ, мӗншӗн тесен пирӗн арçынсем Тăван çӗршыва хӳтӗлеме хуть хăçан та хатӗр. Нумай пулмасть эпӗ Хабаровскра пултăм, унта хамăрăн йăхташсемпе тӗл пултăм. Вӗсен хушшинче çар çыннисем те пурччӗ. Пӗр çамрăк офицер, Пушкăртстанра çуралнăскер, 11 çулта чухнех ашшӗне çар çынни пулатăп тесе çыру çырнă. Анат Камăри кадет шкулӗнчен, унтан Хусанти танк училищинчен вӗренсе тухнă, ятарлă çар операцийӗнчен аманса таврăннă. Унпа калаçса та илтӗмӗр. «Çăмăл мар, анчах эпир çӗнтеретпӗрех», – терӗ вăл çирӗппӗн. Çак шанчăк манра та çуралчӗ, хавхалантарчӗ. Чăн та, епле-ха çӗнтерер мар çумра эсир, çакăн пек хăюллă арçынсем пур чухне. Тăванăмсем, эпир сире сывă та тӗрӗс-тӗкел каялла таврăнасса кӗтетпӗр. Тата та çирӗпрех, харсăртарах пулса çӗнтерӳпе таврăнасса кӗтетпӗр!» – хӗрӳллӗн калаçрӗ Сария Сабурская.
Каласа хăвармалла, шăп çак кун РФ Президенчӗ Владимир Путин официаллă майпа Раççей шутне Донецкпа Луганск, Херсонпа Запорожье кӗрессине пӗлтерчӗ. Сария Сабурская та каярах журналистсемпе уйрăммăн тӗл пулсан кун пирки хăй шухăшне пӗлтерчӗ.
«Эпир халӗ хăйнеевӗр истори тапхăрӗнче пурăнатпăр. Никам та шутламан пулӗ пирӗн пурнăç ятарлă çар операцийӗпе, Раççей çумне çӗнӗ территорисем хушăннипе палăрса юласса, нацизм çӗнӗрен чӗрӗлессе. Çак сакăр çул хушшинче Украинăра çын прависене ним вырăнне хуманнине курса тăтăмăр. Тӗп право – пурăнма ирӗк пурри, ирӗклӗхпе, пурлăхпа, тăван чӗлхепе хăрамасăр калаçассипе çыхăннисем. Çак правăна таптарӗç. Хамăр куçпа куртăмăр вӗт мӗнлерех питпе килчӗç пирӗн пата Донецкпа Луганскран. Пурнăç паян хăй вӗсене ниме пăхмасăр çӗнӗрен Раççей шутне кӗресси патне илсе çитерчӗ. Сасăлав çăмăл иртмерӗ, сирпӗтсен те, персен те вӗсем «за» тесе сасăларӗç. РФ Президенчӗ паян çак территорисене илме хатӗр пулнине пӗлтернине пирӗн тӗрев памалла, мӗншӗн тесен ку пирӗн пата та çитме пултаратчӗ. Трагедисем урăх ан пулччăр. Паян ак мобилизациленнисемпе курса калаçрăмăр. Паллах, пăшăрханмаççӗ мар, çар опычӗ пуррисем те. Кашнин çемье, ачи-пăчи, епле пăшăрханмăн. Мӗн пулӗ вӗсемпе? Çавăнпа çӗршыв тăнăçлăхне хӳтӗлеме хутшăнаççӗ те. Кӗтмен те çавăн чухлӗ çын çар комиссариачӗсене хăй ирӗкӗпе пырасса.
– Мобилизаципе çыхăннă суя хыпарсем социаллă сетьсенче нумай, вӗсене юриех халăха пăтратма туни куçкӗрет. Çавсенчен пӗри çар тумтирне, аптечкăна, ытти кирлине йăлт хăв шутран илмеллипе çыхăннă, патшалăх имӗш нимпе те тивӗçтермест. Мӗн тетӗр кун пирки?
– Хăвăрах куртăр пулӗ – районсенчен, кунтан мӗн пысăкăш сумккасемпе килеççӗ паян? Тутарстанра кашнине аптечка параççӗ, унта эмел таврашӗ кăна мар, суранланас пулсан пурнăçа сыхласа хăварма май паракан хатӗрсем пур. Мобилизациленнисене пурне те çывăрмалли михӗсем (спальный мешок) пачӗç, аялти кӗпе-йӗмсӗр пуçне, ман шутпа вăл харпăр хăйӗн пулмалла. Кашни предприяти, организаци хушма пулăшу парать, – терӗ çын прависемпе уполномоченнăй.
Мобилизаципе каякансемпе калаçма хумхануллă пулчӗ. Пытармастăп, калаçма хатӗр маррисем те пулчӗç. Пурте тенӗ пек хăйшӗн мар, çемйишӗн кулянаççӗ. Теприсем çак лару-тăрура тин çемье, çывăх çынсем, ачасем мӗн тери çывăх пулнине ăнланса илнине каларӗç. Хăш-пӗринпе сире те паллаштарас килет.
Роман П., отставкăри майор, 50-ран иртнӗ, Хусантан:
«Кунта паян тӗрлӗ çултисем, 25-рен пуçласа 55 çулхисем таранччен. Службăран тивӗçлӗ канăва кайнăранпа сахал мар вăхăт иртрӗ. Çурçӗр Кавказра иртрӗç юлашки çулсем. Мобилизаци çинчен пӗлтерсенех хам ирӗкпе çар комиссариатне килтӗм. А мӗн кӗтсе лармалла? Эп çар çынни, çӳлтен килнӗ приказсене сӳтсе явмастăп. Каймалла-тăк, каятăп. Çӗршыв пӗрре. Килте хӗр юлчӗ, вăл 20-ре халӗ, вӗренет. Мăшăрăм, шел пулин те, çумра çук халь».
Тимур Г., 24 çулта, Пăваран:
«Мана повестка мобилизаци çинчен пӗлтерсенех килсе пачӗç. Çур çул каялла ман контракт вӗçленнӗччӗ. Самарта службăра тăтăм. Мӗн пулса иртет ман ăшра, ăна хам та ăнланса пӗтереймерӗм-ха. Çемьене пула ӗнтӗ, службăран таврăнсан юратнă хӗре качча илтӗм, ача çуралчӗ пирӗн, çулталăкра кăна-ха вăл. Вӗсенчен уйрăлма йывăр. Çӗршыва хӳтӗлесси вара пирӗн тивӗç».
Никита А., 31 çулта, Ешӗлвар районӗнчен:
«Мана та повестка килчӗ. Килте арăм, икӗ хӗр. Мăшăрăм Тăван çӗршыва хӳтӗлеме каяссине хăюллăн йышăнчӗ. «Киле таврăн, сана ачасем, эпӗ кӗтетпӗр», – тесе пиллесе ячӗ. Асли ман 8-та, кӗçӗнни 4-ра. Чунра пӗр пăлхану та çук, лăпкă, хама шаннипе пулӗ. Ӗçлессе «Майский» теплицăра ӗçлеттӗм, ӳсен-тăран техникӗнче. Тата çакна та калас килет: пире мӗн кирлине йăлт пачӗç, аптечка, ăшă тумтир, тутлă çитереççӗ. Тӗрӗссипе апла пулӗ тесе шутламан та. Суя хыпарсене ан шанăр, йăлт пур пирӗн».
Вячеслав В., 25 çулта, Пăваран:
«Çар службине эп Алтай тăрăхӗнче иртрӗм, кайран контрактпа – Самар облаçӗнче. Мобилизаци çинчен пӗлтерсен çар комиссариатне хам ирӗкпе кайрăм. Килте атте-анне юлчӗ. Эп авланман-ха, хӗр пур, кӗтме шантарчӗ. Мӗншӗн хам ирӗкпе? Повестка пурпӗрех килетчӗ паян е ыран, пӗлтерӗшлех те мар. Çӗршыва вара хӳтӗлемелле, эпир мар пулсан – кам?»
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Сария Сабурская (сылтăмра) журналистсемпе калаçать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев