Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭПИР ТĂНĂÇЛĂХ СЫХХИНЧЕ ТĂТĂМĂР

Cовет çарӗсене Германирен кăларнăранпа 25 çул

Çапăçу пулмасть тесе пире никам та шантарма пултарайман
1968 çулхи август уйăхӗ. Чехословакире пăлхав. Эпир, çамрăк каччăсем, трактор çинче прицепщикра ӗçлетпӗр, тăван колхоз хирӗнче суха тăватпăр. Ку кӗркунне манăн салтак тумӗ тăхăнмалла. Тӗнчере лăпкă мар. Аннесем пăшăрханса ӳкнӗ: «Нивушлӗ вăрçă пулать?!» Пăвари çар комиссариатӗнчен повестка килнӗ хыççăн пире Германие илсе каясси çинчен пӗлтӗмӗр.
 
Тепре тӗл пуличчен!
Хусанта пире поезд çине лартрӗç те хӗвеланăçнелле çул тытрăмăр. Чикӗ хӗрринчи Черняховск станцийӗнче темиçе сехет тăтăмăр. Ачасенчен нумайăшӗ юлашки совет укçисене пӗтерес тесе лавккана кайса çул çине  апат-çимӗç илсе килчӗç: хăшӗ кăлпасси, хăшӗ консерва, хăшӗ лимонад.  Часах поезд хускалса кайрӗ. Эпӗ чӗмсӗррӗн чӳречерен пăхса пыратăп. Тăван çӗршывран пӗрремӗш хут уйрăлатăп-çке-ха! Эпӗ чӳрече çумне питпе çыпçăнсах лартăм: умра тăван уй-хирсем, вăрмансем вӗлтлетсе юлаççӗ. «Тепре тӗл пуличчен», – терӗм  те хам ăшра, чӳрече патӗнчен пăрăнтăм.
Акă эпир Польша урлă, çичӗ талăк пуйăсри вакунра «силленнӗ» хыççăн Германи çӗрне пырса тухрăмăр. Çӗрӗпех çумăр лӳшкерӗ. Стендаль хулин станцине ирпе ирех çитрӗмӗр, çутăлманччӗ-ха. Пире çӗрлехи хула урамӗсемпе илсе пынă чух эпӗ çакна асăрхарăм: пӳрт умӗсенче пӗччен мотоциклсем лараççӗ, урамра пӗр чун та курăнмасть, чӳречисене урам енчен карăсемпе хупланă, юпасем çинче лампăсем çеç çуталса тăраççӗ.
Акă эпир пересыльный пунктра. Вырăсла кăшкăрса каланă командăсем илтӗнеççӗ: «Сержант Пономарев, ко мне!» Тӗлӗнмелле пек туйăнать. Ара, ют çӗршывра-çке, ăçтан вара вырăс калаçăвӗ?
 
Малти рубежра
Кăнтăр вăхăчӗ иртсен пире «покупательсем» (салтаксене суйласа чаçсене илсе каякан офицерсем) Бург хулине илсе кайрӗç. Кунта пысăк гарнизон иккен. Икӗ полк вырнаçнă: 200-мӗш мотострелковăй тата 933-мӗш зенитпа артиллери полкӗсем. Эпӗ зенитный полка çаклантăм.  Пирӗн дивизин штабӗ Магдебург округӗнчи Стендаль хулинчеччӗ. ФРГ чиккине çитме Бургран 40 çухрăм çеç. Ахальтен мар пулӗ пирӗн гарнизона кӗрсенех лозунг-плакат çакса хунăччӗ: «Воин! Ты находишься на передних рубежах Социалистического лагеря!»
Пирӗн 207-мӗш дивизи виççӗмӗш Çара пăхăнса тăратчӗ. Виççӗмӗш Çар 1945 çулхи май уйăхӗнче Берлиншăн пынă операцире чи пысăк паттăрлăх кăтартнă, Рейхстага илнӗ чух вӗсен пайӗ чи пысăкки пулнă теççӗ. Кун çинчен Г.К.Жуков маршал хăйӗн асаилӗвӗнче çырса кăтартнă.
Германире пирӗн чи чаплă çарсем тăнă: 700 пине яхăн çар çынни. Çӗнӗрен çӗнӗ çар техники чи малтан Германире тăракан çарсем патне çитнӗ! Совет çарӗсен Германири ушкăнне (ГСВГ) чи хастар, Тăван çӗршыва чун-чӗререн парăннă каччăсене янă.
 
Тăшман ту хыçӗнче мар
Пире тăшмана кирек хăш вăхăтра та шанчăклăн хурав пама вӗрентнӗ. Тăшман çумрах пулнă-çке-ха, аякри ту хыçӗнче мар, сӗм вăрман хыçӗнче те мар, тупăран персе тивертмелли хутлăхра çеç! Эпир яланах сыхă пулнă.
Çапăçу пулмасть тесе пире никам та шантарма пултарайман. ГСВГ-ра талăкӗпех çапăçăва хатӗр пулмаллаччӗ! Кăна сехетсерен тӗрӗслесе тăратчӗç. Германири çарсем Совет Союзӗ тата Раççей историйӗнчи чикӗ леш енчи çарсенчен чи пысăкки, чи хăватли пулнă. ГСВГ 49 çул хушши Европăри шайлашăва тата Совет çӗршывӗн интересӗсене хӳтӗлесе тăнă. Никам та шантарса калаймасть, мӗнле пулӗччӗ-ши вăрçă хыççăнхи  тӗнчери лару-тăру, Сталин хушнипе оккупациллӗ Совет çарӗсем Германире юлман пулсан?
Икӗ Германи. Пӗр-пӗринчен уйрăм икӗ çӗршывччӗ вăл. Пӗри лăпкă ӗç илсе пыракан демократиллӗ Германи пулсан, иккӗмӗшӗнче – вуçех те урăхла пурнăç тата унран кирек хăш вăхăтра та реваншистсен черетлӗ провокацине кӗтмеллеччӗ. Полка час-часах тревогăпа çӗклетчӗç, хулана увольненисене тухма чарчӗç, пурте тулли çар хатӗрлӗхӗнче пулчӗç. Çумăр вăхăтӗнче те, сивӗре те салтаксен çӗрӗпе те, кунӗпе те куç хупмасăр вăрманта ларма тӳр килчӗ. Кашни кун çӗнӗ пăшăрхану илсе килчӗ, политзанятисенче Чехословакире, Китайра, Германире, тӗнчере лару-тăру кăткăс пулнине калатчӗç.
 
Ученире çичӗ çӗршыв
Хӗсмет иртнӗ вăхăтра Варшава Килӗшӗвне йышăннă çӗршывсен хӗç-пăшаллă вăйӗсен çар вӗренӗвӗсене хутшăнма тӳрӗ килчӗ. Çӳллӗ шайра йӗркеленӗ учение Совет Союзӗн маршалӗсем А.А.Гречко тата И.И.Якубовский хутшăнчӗç. Çулталăкне икӗ хут Балтика тинӗсӗнчи Вустров çурутравне пеме каяттăмăр. 10 тăваткал километр лаптăк вермахтăн ӗлӗкхи çар бази пулнă, Гитлер, Геринг, Муссолини пулса кайнă çак çурутрава çул хупăнчӗ.
1970 çулхи октябрь уйăхӗнче Магдебург полигонӗнче Варшава Килӗшӗвне йышăннă çӗршывсен «Хӗç-пăшал енӗпе тăванлăх» ятпа пӗрлехи ученисем иртрӗç.
Çичӗ çӗршыв çарӗ вӗренӗве çӳллӗ шайра ирттерчӗ. Октябрӗн 18-мӗшӗнче, вӗренӳ вӗçленнӗ хыççăн, Магдебург хулинче çарсен парачӗ иртрӗ. Тӳрем тăрăх пыракан танксен шавӗ хăлхана хуплаççӗ, тӳпере вертолетсем ушкăнпа вăтăр-хӗрӗхшерӗн вӗçсе иртеççӗ. Парада СЕПГ-ăн пӗрремӗш секретарӗ Вальтер Ульбрихт саламларӗ.
 
Виçӗ талăк тревога

Салтаксен мирлӗ пурнăçне ФРГ енчен тӗрлӗ провокаци канăç памастчӗ. 1968 çулхи март уйăхӗн хӗвеланăç Германи бундестагне (союз) суйлав тума Берлина палăртнă. Ку вăл çӗршывсен хушшинчи килӗшӗве пăсни пулать. Пире тревогăпа çӗклерӗç. ГДР-ăн автомагистралӗсем çинче пирӗн ракета установкисем, зениткăсем, танк колоннисем вырăн йышăнчӗç.
Самолетсем тревога сигналне аэродромсенче кӗтмеллеччӗ. Çапла эпир лагерный положенире виçӗ талăк пултăмăр. Тревога пӗтнӗ хыççăн, çӗрле Магдебург хули витӗр, нимӗç хули урамӗсене кисретсе хамăр тăракан гарнизона таврăнтăмăр.
Службăн иккӗмӗш çулӗнче тӗнчери лару-тăру кăштах çемçелчӗ. Ученисене, караула çӳренипе пӗрлех хулана увольненисене те тухма пуçларăмăр. Хулана тухсан халăх пурнăçӗпе паллашма май пурччӗ. Пӗрремӗш хут хулана тухсан ют чӗлхепе калаçакан çынсен хушшинче çӳрени питӗ тӗлӗнмеллеччӗ. Ку туйăм эпир нимӗçсем хушшинче пулнипе питӗ вăйлăччӗ. Эпӗ вӗсене хытă сăнаттăм. Ара, вăрçă вӗçленни çирӗм çул çеç иртнӗ вӗт-ха!  Хулара халăх хушшинче вырăс салтакӗсене «шăл хăйракан» нимӗçсем те пулнă, паллах. Çакă пире асăрхануллă пулма хистетчӗ.
Çӗнтерӳ кунӗ
Майăн 9-мӗшӗнче пире Бург хулине масар çине илсе каятчӗç. Кунта вăрçăн юлашки çапăçăвӗсенче пуç хунă вырăс салтакӗсене пытарнă. Нимӗçсем питӗ те тирпейлӗ пăхса тăратчӗç вилтăприсене (ку енӗпе пирӗн халăхăн нимӗçсенчен тӗслӗх илмелли пурах).
Эпир хӗсмет иртнӗ 1968–1970 çулсенче командовани нимӗç влаçӗсемпе туслă çыхăнура пулнă. Салтаксене пире çуллахи вăхăтра нимӗç кооперативӗсене утă пуçтарма та чӗнсе илчӗç. Анчах юлашки вăхăтра, 1990 çулсен пуçламăшӗнче, нимӗç çамрăкӗсем енчен тӗрлӗрен провокацисем тытăннă теççӗ. Хӳмесем урлă çунакан хутăшсем те, чулсем ывăтни те пулнă иккен. Ку ГДРпа ФРГ пӗрлешнӗ çулсенче пулнă. Пирӗн командованин хирӗç тăма тӳр килнӗ: салтаксен ятарлă ушкăнӗсене йӗркеленӗ, хӳтӗлевсемпе щитсем вырнаçтарнă.
1970 çулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче пире, хӗсмечӗсене вӗçленисене, киле ăсатрӗç. Польша, Брест урлă иртсе çӗнӗ 1971 çула Мускавра кӗтсе илтӗмӗр. Нумай çулсем иртрӗç. Хӗсмет çулӗсене тунсăхласа аса илетӗп. Эпир хамăр асаттесемпе аттесем çапăçса çӗнсе илнӗ рубежра тăтăмăр, хамăр тивӗçе туллин пурнăçларăмăр. Кунпа мухтанма пултаратпăр.
Михаил ЯКУШЕВ,
Совет çарӗн Германири ушкăнӗн ветеранӗ.
РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ, ЧР хисеплӗ таврапӗлӳçи.
Пăва районӗ,
Çӗнӗ Мертлӗ ялӗ.
И.Кузьмина, К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев