Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрнелӗх гороскоп 05.06 – 11.06

ТАКА 21.III-20.IV Çынсене хăй ирӗкне пăхăнтарма пултараканпа юлташланатăр. Сирӗн халь шăпах татса пама йывăр ыйтусем пухăннă, çӗнӗ тус пулăшӗ. Ăмсанакан ӗçтешӗрсенчен асăрханмалла, пуçлăх умӗнче ятăра варалас тесе пит тăрăшаççӗ. Пӗчченнисен юрату авантюрисчӗсенчен сыхланмалла.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку эрнере пулса иртекен вак-тӗвексенчен хăраса ӳкме кирлӗ мар, чăтăмлăрах пулмалла. Кăшт вăхăтран йывăрлăхсем хăйсене хăйсем сирӗлеççӗ. Халăх йышлă пухăнакан мероприятисене тăтăш хутшăнмалла, вӗсенчен пӗринче илӗртӳллӗ йыхрав илетӗр. 

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Эсир çак кунсенче хăвăртан пит çирӗп ыйтатăр, кашни кăлтăкшăн тиркетӗр. Хăвăра урăхларах тыткалама тăрăшни те пур, çакна таврари çынсем ырласа йышăнаççӗ.Ку тапхăрта астаракан вăйăсене хутшăнса укçа-тенке тăкакламалла мар.

 

РАК 22.VI-22.VII 

Çак кунсенче çын умӗнче ырă ят илетӗр, сумăр ӳсет. Апла пулин те хăвăра мăнна хумалла мар, сӗмсӗрленесрен асăрханăр – шухăшăра çынна вăйпа йышăнтарма ан хăйăр. Пысăк япала туянасран та тытăнса тăрăр.

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Çак кунсенче сирӗн мăр-мăр кушак çури пулас килӗ. «Чӗрчунсен патши» пулса йăлăхни сисӗнет. Пӗтӗм яваплăха хăвăр çине илмесен те пурăнма пулать иккенне ăнланса илни пит килӗшет сире. Хăвăра сăпайлăрах тыткаланăран мăшăрăрпа хутшăнусем лайăхланнине те асăрхатăр. 

 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Тахçан пӗлекен çын кăмăлланине асăрхатăр ку эрнере. Хăш-пӗрисен социаллă сетьсенче савнисем те тупăнӗç. Ӗçре, финанс ыйтăвӗсене татса панă çӗрте халь тăхтав туса илмелле.  

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çак кунсенче кӗтмен çӗртен усăллă канаш парӗç. Эрнери ырă самантсем çакăнпах вӗçленмеççӗ. Юратнă çыннăр таврăнать е çухалнă япала тупăнать. Çемьеллисен кӗçнерникунтан сюрприз кӗтме тытăнмалла.

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ку эрнере сирӗн иккӗленсех иртсе каять. Пурнăçра тӗллев тупмалла, унчченхи кивелнӗ, çивӗчлӗхӗ пӗтнӗ. Сирӗн çывăхра питӗ илӗртӳллӗ, чăрсăр интереслӗ çын килсе тухать. Кам пулӗ вăл пурнăçăрта? Ниме пӗлтермен пӗлӗш-и, чун çунтармăш-и е шанчăклă юлташ? Хурав тупмаллах.

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Çывăх çыннăрсен канашӗсене йы­шăнмалла çак кунсенче. Йăлана кӗнӗ пурнăçа тӗпрен улăштарас текенсемшӗн çакă уйрăмах çивӗч тăрать. Ӗçӗрте пуçа килнӗ шухăшăрсене калама ан вăтанăр. Вӗсенчен пӗрне пула карьера пусмипе çӗкленетӗр.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ку эрнере эсир ӳркевлӗ. Харкам пурнăçра йӗрке тума та, ума лартнă тӗллевсене çитме те, вăй хурса ӗçлеме те кăмăл çук. Енчен те çак кунсенче отпуск илме май килмест-тӗк, пуçланă ӗçе малаллах тума тивет. Халиччен хăвăр пулăшнă çынсенчен тӗрев ыйтăр, çакă кăмăлăра çӗклӗ. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Пурнăçри чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗр патне çитме пултаратăр. Çак енӗпе пысăк çитӗнӳ тăваймасан та самай малалла куçатăр. Шăпа халь сирӗн енче, пулăшатех вăл. Анчах харкам пурнăçăра çаплах аван тееймӗн, çирӗп хутшăнусем те вăйсăрланаççӗ, тин пуçланнă роман çаплипех пӗтет.

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Çак эрнере хăвăра ытларах тимлӗр. Канма май тупмаллах халь. Вăйран кайса ӗçлени сывлăхăршăн сиенлӗ ку тапхăрта. 

Чи кирли – пӗрер шухăшпа канăçсăрланса деп­рессие каясран асăрханмалла. Енчен те пысăк пӗлтерӗшлӗ йышăну тумалла-тăк çын сăмахне ан итлӗр, хăвăр шутланă пек тăвăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев