Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрнелӗх гороскоп 29.04 – 05.05

Эрне ăнăçлă иртет. Хуть кама ил – пурте вăйпитти, кăмăлсем хастар. Уйрăмах хӗрӳ туйăмлисем хирӗçсе те каяççӗ. Кун пек лару-тăруран тухма пӗрисене дипломатла калаçма пӗлни пулăшать, теприсем ансатрах хăтланӗç – аллисене лаш сулӗç те урăх еннелле утӗç.

ТАКА 21.III-20.IV 

Вăхăт ырă,  пуçланă ӗçӗрсене йӗркеллӗнех вӗçлетӗр. Ăнăçу, ырă улшăнусем кӗтеççӗ сире. Çемьере хутшăнусем лайăх, ачăрсемпе пӗр чӗлхе тупатăр. Канмалли кунсем хыççăн харкам бизнес пуррисен кăмăла пăсакан ыйту сиксе тухать. 

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку тапхăрта эсир тăтăш çын куçӗ умӗнче. Хавхалану сирӗн халь нихăçанхинчен ытла, сăрт-тăва вырăнтан хускатма хатӗр. Таврари çынсемпе туслашни усă кӳрет. Хӗрарăмсен тахçантанпа ӗмӗтленни пурнăçланать.  

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак кунсенче вăй-хăват пухмалла, çитӗнӳсемпе пуç çаврăнса каясран асăрханăр. Халь сире пурте хисеплеççӗ, сăмахăрсене тимлеççӗ. Эрне вӗçӗнче асăрхануллăрах пулăр. 

 

РАК 22.VI-22.VII 

Ку тапхăр сире çитӗнӳ кӳрет. Çӗнӗ ӗçе пуçăнма та, çынсемпе хутшăнма та, ӗçлӗ калаçусем ирттерме те ăнăçлă вăхăт. Эрне вӗçӗнче обществăра хисеп илетӗр, шанăçсем тӳрре тухаççӗ. 

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Пурнăçри интереслӗ тапхăрсенчен пӗри пуçланать çак эрнере. Е çӗнӗ ӗçе вырнаçатăр, е карьера пусмипе улăхатăр, е юрату туйăмӗ вăранать сирӗнте. Вӗренӳ çинчен шутлăр, халиччен пӗлмен ӗçпе аппаланса пăхăр – ку сире вăй-хал пухма пулăшать. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Тапхăра пӗр енлӗн хаклама çук. Шалти туйăмсем халь-халь татăлса каясла туртса карăнтарнă çип пек: сирӗн пурне те пӗлсе тăмалла, кашнине тӗрӗслеме ӗлкӗрмелле. Чăтăмлăрах пулăр. Харкам хутшăнусене пăхса тухма тивет, анчах çыхăнусене тӳрех  татма ан васкăр. 

 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çак кунсенче сирӗн кулянма сăлтав пулмасть – йăлт аван. Социаллă сферăра ырă улшăнусем пулса иртӗç, питӗ сумлă мероприятисене хутшăнма тӳр килӗ. Лотерейăра выляса илес шанăç та пысăк. 

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Килте те, ӗçре те , вӗренӳре те ӗлкӗрсе пыратăр. Анчах харкам пурнăçра килӗшӳ тупма çăмăл мар. Астармăш иллюзисенчен хăтăлса çывăх çынна ăнланма тăрăшни ку çитменлӗхе пӗтерме пулăшӗ.  

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ку эрнере васкама кирлӗ мар, уйрăмах ӗçре. Çӗнӗ проектсене ан кӳлӗнӗр, пысăк япала ан туянăр. Хăвăршăн пӗлтерӗшлӗреххи çинчен калаçни сирӗнте çӗнӗ талантсем асăрхама пулăшӗ таврари çынсене. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ку тапхăра сирӗншӗн çăмăл, килӗшӳллӗ тееймӗн. Çав вăхăтрах планетăсем мӗнле вырнаçса тухнине пăхсан сирӗн тӗрӗс йышăну тума вăй-хăват пуррине куратăр, темӗнле пысăк чăрмава та парăнтаратăр. Самантлăха та ан чарăнăр, хуллен пулсан та малаллах талпăнăр. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Çемьене иртнӗ чухнехинчен ытларах хаклама пуçлатăр. Кил-йыш ыйтăвӗсене тивӗçтерни пуласлăхшăн лайăх. Хăвăрăн идейăсемпе проектсене аталантарма никӗс хывмалла. Шутланисене пурнăçлама васкăр.

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Çула тухма, ӗçлӗ калаçусем ирттерме, çывăх çынсемпе хутшăнма меллӗ ку тапхăрта. Эрне пуçламăшӗнче пӗр авăк кăмăл хуçăлнине туятăр, хăшӗсен шала кайнă чирсем çивӗчленӗç. Çак кунсенче электричествăпа асăрхануллă пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев