Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ешӗлвар мэрӗ Михаил Афанасьев хăнасене пулă шӳрпипе хăналанă

Свияжск хула-утравра икӗ çулхи тăхтав пулнă хыççăн вуниккӗмӗш хут «Свияжская уха» фестиваль иртнӗ.

Паллах, уявăн чи йышлă çын пуçтарнă лаптăкӗ – тӳлевсӗр пулă шӳрпи çитернӗ вырăн пулса тăнă. Ешӗлвар хулин тата районӗн пуçлăхӗ Михаил Афанасьев поварсемпе пӗрле мӗн пур кăмăл тăвакана шӳрпепе хăналанă.

«Эпир кунта сирӗнпе вуниккӗмӗш хут канма, юлташсемпе тӗлпулма, савăнма тата тутлă Сӗве пуллинчен пӗçернӗ шӳрпене тутанса пăхма пуçтарăнатпăр», – чӗнсе каланă муниципалитет ертӳçи пухăннисене.

Пурӗ йӗркелекенсем хăнасем валли 8 пин порци пулă шӳрпи хатӗрленӗ пулнă. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, гастрономи фестивалӗн хăнисем çак хисепрен самай иртсе кайнă.

Ешӗлвар район администрацийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев