Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эстонире те чăваш чĕлхи янăрать

Февралӗн 21-мӗшӗнче çулсеренех Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунне паллă тăватпăр. Çак кун шкулсемпе ача сачӗсенче, культура учрежденийӗсенче тăван чӗлхене халалланă мероприятисем йышлă иртеççӗ. Вӗсене массăллă хыпар хатӗрӗсенче çулсеренех çутатса тăратпăр.

Раççейре кăна мар, ытти çӗршывсенче те Тăван чӗлхе кунне паллă тăваççӗ-мӗн. Акă, тӗслӗхрен, çак кунсенче «Сувар» тусӗсем çапларах хыпар пӗлтерчӗç: Эстонин тӗп хулинче Таллинра пурăнакан йăхташăмăр Наталья Елисеева-Рябцева унти пӗр ача садӗнче тăван чӗлхесене халалланă мероприятире чăваш халăхӗ, чӗлхи тата культури çинчен каласа панă. Тӗлӗнмелле мар-и-ха? Европăра Раççейпе çыхăннă палăксене, кӗнекесене — мӗн пултарнă, йăлтах — тӗп тунă саманара кун пекки пулмасла япала пек туйăнать. Анчах та лару-тăру эпир шутланă пек япăхах мар иккен. 

— Эпӗ Эстонире 30 çул ытла пурăнатăп, вырăсла калаçатăп. Ман туссен хушшинче украинецсем те, эстонецсем те пур. Эпир пӗр-пӗринпе йӗркеллех хутшăнатпăр, чăн та, политика ыйтăвӗсене хускатма тăрăшмастпăр. Эпӗ эстонсен йăли-йӗркине хисеплетӗп, мӗншӗн тесен Эстонире пурăнатăп вӗт-ха. Кунта манăн кил. Анчах та чун-чӗремпе эпӗ яланах Раççейпе пӗрле. Эстони Культура министерстви кунта пурăнакан халăхсен наци пӗрлӗхӗсене тӗрев парса тăма тăрăшать. Таллинра Халăхсен хушшинчи наципе культура обществисен «Лира» пӗрлӗхӗ пур. Садике çӳрекен ачасене тӗрлӗ халăхсем çинчен каласа парас флешмоба шăпах «Лира» пуçарса ячӗ те ӗнтӗ, — каласа парать Наталья. 

Наталья Владимировнăн хӗрӗпе ывăлӗ çӳрекен ача садӗнче январь уйăхӗнче шăпăрлансене славян халăхӗсемпе бурятсем çинчен каласа панă. Наталья çавăн чух: «Эпир вара чăвашсем», — тенӗ. Воспитательсем хапăл туса йышăннă çак хыпара, тепӗр уйăхра ачасене чăвашсем пирки каласа пама сӗннӗ. Наталья Владимировна хаваспах хатӗрленме пуçланă. 

Сăмах май, вăл хăй Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралнă, ашшӗ çак ялтан унăн. Ашшӗпе амăшӗ тата тетӗшӗ вăл çураличченех Эстонире пурăннă пулнă-ха, анчах та ашшӗ Владимир Леонтьевич хăйӗн амăшӗ вилсен çемйине пӗр вăхăтлăха Емелькино ялне кӳрсе янă. Наташа 1987 çулта кунта çуралнă та. Çуралсанах чăваш сăмахне илтсе ăша хывнăскер, хăйӗн йăх-несӗлӗсене питӗ хисеплет вăл. Ют çӗршывра пурăнсан та чунпа та, юнпа та чăваш пулнине манмасть. 

Çавăнпах питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ Наталья ачасене хăйӗн тăван халăхӗ пирки каласа пама. Чăвашсем ăçтан пуçланса кайни, наци тумӗн илемӗ, чăваш сăмахӗсен çепӗç янравӗ пирки ачасем те, воспитательсемпе педагогсем те çăвар карсах итленӗ. Паян чăвашсем еплерех пурăннине, вӗсемпе çыхăннă паллă вырăнсем пирки пӗлме те кăсăк пулнă Эстонире пурăнакансене. Хăтлав ирттернӗ чух Наталья ятарласа хатӗрленӗ сăнӳкерчӗксемпе те, видеопрезентаципе те усă курнă. Паллах, чăваш халăхӗн апат-çимӗçӗпе те паллаштарнă: хуплу, пӳремеч пӗçерсе килнӗ, вӗсене мӗнле хатӗрлемеллине тӗплӗн каласа панă. Кукашшӗ патӗнче Емелькинăра пурăннă чух тата хворост пӗçернине лайăх астăвать вăл. Чустаран касса тип çу çинче ăшаланăскерпе ачасене хăналанă. «Питӗ тутлă! — терӗç. — Педагогсем валли юлмарӗ те», — каласа парать вăл. 

Çавăн пекех ачасем валли чăваш тӗррине хут çине пичетлесе кăларса ачасене сăрласа илемлетме валеçсе панă ентешӗмӗр — кăмăлтанах ӗçе пикеннӗ садике çӳрекенсем.

— Тăван халăх çинчен каласа пама хатӗрленнӗ чух хамшăн та çӗннине нумай пӗлтӗм, уйрăмах чăваш тумӗ пирки тӗпчеме интереслӗ пулчӗ, — тет Таллинра пурăнакан чăваш хӗрарăмӗ. 

Ют çӗршывра пурăнсан та Наталья Елисеева-Рябцева хăйӗнче чăваш юнӗ чупнине кашни самантра астуса тăрать. Ачисене те хăйсем мӗнле халăхран тухнине мӗн пӗчӗкрен вӗрентет. Мӗншӗн тесен аслашшӗ — Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ Леонтий Николаевич Елисеев — хăйне пӗчӗк чух тăван чӗлхепе шăкăл-шăкăл калаçса ӳстернине питӗ аван астăвать. 

Н.Елисеева-Рябцева архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши зарубежья