Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭТЕМЛӖХ ПУЛАСЛĂХӖ ЭКОЛОГИРЕН КИЛЕТ

Çутçанталăк лару-тăрăвӗ, унăн «сывлăхӗ» паянхи кунри тӗп задачăсенчен пӗри. Мӗншӗн тесен этемлӗхӗн пуласлăхӗ тӳреммӗнех экологи лару-тăрăвӗпе çыхăннă.

 

ЭТЕМЛӖХ ПУЛАСЛĂХӖ ЭКОЛОГИРЕН КИЛЕТ

Лару-тăрăва тӗрӗс палăртмасан тӳрлетейми йăнăш яма та пулать

Çутçанталăк лару-тăрăвӗ, унăн «сывлăхӗ» паянхи кунри тӗп задачăсенчен пӗри. Мӗншӗн тесен этемлӗхӗн пуласлăхӗ тӳреммӗнех экологи лару-тăрăвӗпе çыхăннă. Шел те, кун пирки кашни  шутламасть, урăхла пулнă-тăк, çын пур япалана та шутласа тăвӗччӗ, йӗри-тавралăха сăтăр кӳмесӗр. Çутçанталăк лару-тăрăвӗ профильлӗ ведомствăн ӗçӗ кăна мар, вăл пире пурне те пырса тивет.

«Экологи – пире пӗрлештерет, – тесе тӗрӗс каларӗ ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков журналистсемпе тӗл пулсан. – Эсир пирӗн проблемăсен, тӗп темăсен  ретрансляторӗ. Пирӗн пӗр тӗллев – этем тата унăн ырлăх-пурлăхӗ». 

Ун сăмахӗпе, экологин пӗлтерӗшӗ анлă. Вăл микробиологи те, хими те, физика та, биологи те. Хуть мӗнле наукăри пек кунта та наукăлла никӗс тӗпре. «Кашни хăй ӗçӗпе пурăнать. Медицинăна илер. Куç чирӗпе эсир стоматолог патне каймастăр вӗт? Экологире те çавах, кашни енпе уйрăм специалистсем ӗçлеççӗ. Ытларах пирӗн ӗçе пит ансăр пăхаççӗ. Экологи вăл çӳп-çап куписем кăна мар. Экологи вăл – пурнăç», – терӗ министр тӗп шухăша çитерме тăрăшса. 

Александр Валерьевич каланă тăрăх,  чи кирли – экологи лару-тăрăвне тӗрӗс палăртасси. Çавăнпа ведомство наука пӗрлӗхӗсемпе питӗ тачă çыхăнса ӗçлет – Раççейӗн, Тутарстанăн Наука академийӗсемпе. РАНăн 16 институчӗпе килӗшӳ тунă Экологи министерстви. Сывлăш, шыв-шур объекчӗсен тасалăхне палăртса кирлӗ те тӗрӗс йышăну тума пулăшать ку. Унсăрăн ырă тăвас вырăнне тӳрлетейми йăнăш яма  та пулать.

 

Хальлӗхе шыв

 çителӗклӗ

Тӗслӗхе шыв-шур объекчӗсене илер. Нумай çул хушши хусансене  Кабан кӳллин шывӗ канăç паман. Ăна тасатас тесе хăш-пӗри тӗпӗнчи туйăна кăларма та шухăш панă. Анчах апла тунă пулсан кӳлӗсӗр тăрса юлма та пулатчӗ. Ученăйсем тӗпчевсем ирттернӗ хыççăн кӳлӗ хăйпе хăй (естественным путем) тасалма тытăннине пӗлтернӗ. Çутçанталăк çаврăнăшӗнче ку пулакан япала. Нумай кӳлӗ вăхăтран вăхăта хăйпе хăй тасалать. Кăна тӗслӗхрен этем чиртен хăтăлнипе танлаштарма пулать. Министр каланă тăрăх, Тутарстанăн шыв-шур объекчӗсен калăпăшӗ 6,4 процентпа танлашать, пурӗ 36384 объект. Анчах, шел те, ку цифра чакса пырать. Юлашки 50 çул хушшинче 3133 кӳлӗ типнӗ. Цифра пӗчӗк мар. Нумай чухне çын айăплă. Çуртсене кӳлӗ тавра лартни вӗсене шывпа тулма чăрмантарать. Чистое кӳллӗн шăпи те иккӗленӳллӗ. Ун çывăхӗнче çынсем пурăнма тытăннипе вăл типет, шыв çӳлӗсем питӗрӗнеççӗ. Кам айăплă? Çакăнта çурт туса лартма ирӗк паракан, паллах. Министра шанас пулсан, паяна ӗçмелли шыв енӗпе республикăра проблемăсем çук. Ун калăпăшӗ кирлинчен 4 хут нумайрах. Анчах лару-тăрăва алăран вӗçертсен ку пач тепӗр май килсе тухма пултарать. Çавăнпа та министерство ӗçмелли шыв шырассипе тăтăш ӗçлет. Хальхи вăхăтра 84 шыв объекчӗ тимлӗхре тăрать. Тӗрӗслевсем ирттерни шыва варалассин шайне палăрмаллах чакарнă.  

– Ку енӗпе Росводресурспа ведомствăсен хушшинчи комисси йӗркелерӗмӗр, унта Раççейӗн 5 субъектӗнчи Экологи министерствисем кӗреççӗ. Малтанласа федераллă шайра пӗр-пӗр проблема пирки сăмах пуçарсан: «Сире мӗн, тутарстансене, пуринчен ытла кирлӗ-им?» – тетчӗç пулсан халӗ эпир 5 субъект шайӗнчен калатпăр. Кӳршӗ регионсенчи ӗçтешсем хăйсен сассисене мана панипе манăн харăсах 5-шӗн те сасăлама ирӗк пур. Комисси туса хуни çивӗч ыйтусене, проблемăсене татса пама самай çăмăллатрӗ. Сăмахран, ТР Президенчӗ хушу панипе  гидрокаскад программине хута ятăмăр. Ку Атăл тăршшӗпе вырнаçнă шыв хранилищисенчи шыв шайӗ мӗнле пулассине пӗр уйăх маларах курса тăма май парать, çав шутра Атăла юхса кӗрекен çырмасенчи шыв шайне те. Аналитика ӗçӗ нумай унта, –  терӗ министр. Ун сăмахӗпе, çын куçне курăнман ӗç пайтах. Курăнаканни – проблема тата ăна татса пани. Вӗсен хушшинче вара тӗпчевсем, аналитика, ытти. Проблема кăткăссисенчен пулсан вара ученăйсен пысăк йышне явăçтармасăр та иртмест. Кабан кӳллипе Булак юханшывне тӗпченӗ çӗрте хими наукисен докторӗ, ТР НА корреспондент пайташӗ, ТР тава тивӗçлӗ экологӗ  Рифгат Шагидуллинпа биологи наукисен докторӗ, ТР тава тивӗçлӗ экологӗ Дмитрий Иванов нумай ӗçленӗ. «Волжские просторы» çутçанталăк заповедникне тунă çӗрте министерство Атăлпа Кама патшалăхăн çутçанталăк биосфера заповедникӗн тӗп наука сотрудникӗн, биологи наукисен докторӗн Юрий Горшковăн тӗпчевӗсем çине таяннă. Кун пирки çутçанталăка сыхлас енӗпе министр çумӗ Ольга Манидичева тӗплӗн каласа пачӗ. 

 

Сывлăш уçă!

Сывлăш тасалăхӗпе çӗр çийӗнчи тата айӗнчи ресурссем те ведомство тимлӗхӗнче. Тӗрӗслев ӗçӗсем пӗр вăхăта та чарăнса тăмаççӗ. Ятарлă станцисем атмосфера сывлăшӗн кăтартăвне контрольте тытаççӗ. Вӗсем нормăна тивӗçтермесен сăлтавне шырама тытăнаççӗ, анализсем илеççӗ, тӗпчевсем ирттереççӗ... Туйăн хирӗсен,  Самосыровăри çӳп-çап полигонӗн рекультивацийӗпе, республикăри тасату сооруженийӗсене тӗпрен юсассипе, уникаллă шыв объекчӗсене упраса хăварассипе кăна 13 миллиард тенкӗлӗх килӗшӳсем çирӗплетнӗ.    

Александр Шадриков сăмахӗпе, юлашки вăхăтра предприятисем те экологи ыйтăвӗсене пысăкрах тимлӗх уйăрма тытăннă. «Нижнекамскнефтехим» производство сиенлӗхне чакарас тӗллевпе 3,2 миллиард тенкӗ уйăрнă. Тутарстан предприятийӗсенчен онлайн-режимпа министерствăн серверӗсем çине сывлăш тасалăхӗпе çыхăннă даннăйсем килсех тăраççӗ. Республикипе пурӗ 9 станци ӗçлет ку енӗпе. Кашни 20 çеккунтра сывлăш пробине илеççӗ те сывлăш лару-тăрăвӗн юлашки 20 минутри вăтам кăтартăвне тăваççӗ. 

Министр палăртнă тăрăх, ӗç тӗрӗс çулпа пынине çынсенчен çăхавсем сахалрах килме пуçлани кăтартать. Тӗслӗхрен, Анат Камăран ӗлӗкрех 600 ытла çăхав килнӗ пулсан хальхи вăхăтра 140 ытла. Пӗр пулăм çинчен темиçе çын çырнине шута илсен кăтарту тата та пӗчӗкрех. Наука, бизнес, общество çутçанталăка сыхлассипе алла-аллăн ӗçлени палăрать çакăнта. 

 

Завода куçарттарнă

«Хăш чухне пирӗнпе автоинспекторсем те кăмăлсăрланаççӗ, – шӳтлерӗ Александр Валерьевич. – Час-час пирӗн инспекторсем çул çине автомобиль кăларакан сӗрӗм шайне тӗрӗслеме тухаççӗ. СО2 шайран пысăкрах пулсан штрафлатпăр. Ку ӗçе пуçăниччен транспорт кăларакан сӗрӗм нормăран 72,6 процент ытларахчӗ, халӗ палăрмаллах чакрӗ. Юлашки 30 çулта сывлăш епле улшăннине пăхсан регионри ВВП шайӗ ӳснӗ пулин те сывлăша сӗрӗмлетесси 21,4 процента чакнă. Нефтьпе газ, хими отраслӗсем аталанса пырсан та экологи лару-тăрăвӗ лайăхрах, мӗншӗн тесен яваплăх ӳснӗ. Астăватăр пулӗ, кирпӗч завочӗ унта пурăнакансене тарăхтаратчӗ. Пирӗн тӗп бухгалтер шăпах çавăнта пурăнатчӗ. Эпир ăна çӗрлесерен сывлăш пробине илме сӗнтӗмӗр. Вӗсене лабораторие парса анализ тăваттăмăр. Сывлăш таса марришӗн айăплă пулнине çирӗплетнӗ хыççăн тин завода хула хӗррине куçарма пултартăмăр». 

Çапла, Экологи министерстви килӗшӳ памасан паян пӗр-пӗр çӗрте производство уçасси те проблемăллă. Анат Камăра юлашки çулсенче 52 производство предприятийӗ хута кайнă. Пӗлтӗр кăна сывлăш тасалăхне тӗрӗслеме 4 миллион та 200 пин проба тунă. Ун кăтартăвӗсене шанас пулсан, халӗ сывлăш тасарах. Сăмах май, Экологи министерстви çын пурăнман çӗрте сывлăш тасалăхне тӗрӗслет, çын пурăнакан вырăнти – роспотребнадзор тимлӗхӗнче. Паллах, граждансенчен ку ыйтупа çыру килсен министерство айккинче юлмасть, инспекторсем тӗрӗслеве тухаççӗ. 

 

Çутӗç – тӗп тимлӗхре

Александр Шадриков уйрăммăн эковӗрентӳ çинчен калаçрӗ. Вăл чăннипех пӗлтерӗшлӗ. Çутӗç ӗçне тӗрӗссипе ача садӗнчен пуçласа илсе пыраççӗ ведомство специалисчӗсем, шкулсенче экоуроксем йӗркелеççӗ. Кун пирки ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗн инвестиципе инновацисен ӗçӗ енӗпе çумӗ Егор Тарнавский те асăнса хăварчӗ. Министерство пуçарăвӗпе «Эковесна», «Экопатруль», «Эколидер» тата ытти тӗрлӗ акцисемпе мероприятисем йышлă иртеççӗ Тутарстанра, ачасен тематикăлла лагерӗсем таран. 

 

Тӗп тимлӗхре – 

геологи

Отраслӗн тӗп ӗçӗ шутне министр геологие кӗртрӗ. Халӗ çӗр айӗнчи ресурссемпе патшалăхăн автоматизациленӗ пӗрлехи информаци системине тăвас ӗç пырать. Вăл çӗр айӗнчи усăллă япаласене чавса кăларнинчен тытăнса унпа усă курасси таран пăхса тăма пулăшать. Ку чавса кăларнинпе усă курни хушшинчи баланса тытса пыма кирлӗ. Хăш чух çӗр айӗнчен кăларнă ресурссем ăçта кайса кӗни паллă мар. Çакна налог тӳлесрен пăрăнас тӗллевпе те тăваççӗ, апла пулсан ку патшалăха çаратни пулать. Система вара пур ӗçе те тӗкӗр çинчи пек уçăмлатса кăтартӗ. 

Юлашкинчен Александр Шадриков цифровизаци пирки каларӗ. Хальхи вăхăтра пӗрлехи цифра платформине тăвасси пырать. Ку ведомство ӗçне пӗтӗм енчен уçăмлă тума пулăшӗ. Тӗрӗссипе, цифра технологийӗсемпе кунта тахçанах усă курма пуçланă, сăмах ку ӗçе анлăлатасси, çӗнетесси пирки пырать. 

 

Ирина ТРИФОНОВА.   

Сăнӳкерчӗксем eco.tatarstan.ru сайтран тата авторăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев