Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Фёдор Конюховран илнӗ хыпарсене пуринчен малтан пӗлсе тăрăпăр

Пресс-конференцие ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, «Миррико» Компанисен ушкăнне никӗслекенӗ, генеральнăй директорӗ Игорь Малыхин тата РНА П.П.Ширшов ячӗллӗ Океанологи институчӗн (Мускав) шыв айӗнчи тӗпчевсемпе тӗрӗслев техникин лабораторийӗн заведующийӗ Константин Рогинский (видеоçыхăну майӗпе) хутшăнчӗç.

Сăмах 2026 çулхи декабрь уйăхӗнче Фёдор Конюхов тӗнче тавра ишеве тухасси пирки пычӗ. Фёдор Филиппович халиччен нумай хутчен тӗнче тавра кимӗпе те ишнӗ, сулăсемпе тинӗс урлă каçнисем те пулнă, Çурçӗр, Кăнтăр полюсӗсене çитнӗ. Хальхи çулçӳреве экологи миссийӗ тесе ăнлантарма пулать. Ф.Конюхов çулӗ Лăпкă, Инди, Атлантика океанӗсем урлă выртӗ. Чилири Вальпарисо портӗнчен тухса Австралири Брисбен портне 160 талăкра çитме тӗллев лартнă вăл. Ку çулçӳревӗн тӗп тӗллевӗ Лăпкă океанăн çурçӗр пайӗнче çулсерен пысăкланса пыракан пластикран тăракан çӳп-çап утравне тӗпчесси пулса тăрать. Ӗлӗк «утрава» тăвăлсем аркатнӑ, шывра сапаласа янă. Анчах халӗ çӳп-çап купи çирӗпленсех пырать. Фёдор Конюховăн экспедицири тӗп тӗллевӗ – çӳп-çап пӑнчи мӗн пысӑкӑш пулнине палăртасси. «Миррико» сулли çинче йӗри-тавра пӑхса çаврӑнса, спутник маякӗсемпе усӑ курса карттӑ çинче тӗрӗс чикӗсене йӗрлесси. Çулçӳревçӗ видео-дневник çырса пырӗ, шыв тӗслӗхӗсене илӗ, океанӑн çиелти сийӗсен температурине виçӗ. Тӗпчев экспедицийӗ микропластикӑна хирӗç кӗрешмелли инновациллӗ биотехнологи решенийӗсем тӑвас ӗçре бизнеспа наука вӑйне пӗрлештерӗ. Пухнӑ даннӑйсене ТР биотехнологи кластерӗн компанийӗсенче шыв-шурсене пластикран, микропластикран тасатассипе ӗçлекенсене парӗç.

Фёдор Конюхова шыва пластикран тунă савăт-сапа, хутаçсем тата ытти усă курнă япаласем пăрахни хумхантарать, хăратать. Пластик микрогранулăсем çине пайланса пулăсен апачӗ пулса тăрать. Çавăн пек пулă çини этем сывлăхне сиен кӳрет. 

– Эпӗ 74 çулта, манăн ачасем пур, мăнуксем, кӗçӗн мăнук. Мӗн юлать вӗсем валли эпӗ вилсен? Мӗнле экологи? Мăнуксем: « Э-э-э, асатте, ăçта кăна çитмен, ăçта кăна пулман эсӗ, пирӗн валли çакăн пек экологи хăваратăн-и?» – тейӗç, – терӗ Фёдор Филиппович. 

Çулçӳревçӗ ку ыйтупа 1993 çултанпах ӗçлет. Пӗрремӗш хут китсем (Фёдор Филиппович китсене питӗ юратать иккен) ку шухăш патне илсе çитернӗ ăна. Тинӗсре кит шăлӗсем (мăйăхӗ) çине пластик, целлофан хутаçсем çыпçăннипе (ытти чӗрчун пек шăлне тасатаймасть-çке) чӗрчун аптрасах кайнă. Ăна çăлнă чух тинӗсри, океанри экологишӗн кӗрешме шут тытнă та... Хуть мӗнле экспедицие кайсан та Фёдор Конюхов тавралăхри тӗслӗхсене (анализ) П.П.Ширшов университечӗн лабораторине тӗрӗслеве илсе килет. Сăнавсене çапла пӗтӗмлетмелле – пластикран тунă япаласем шывра микропластик гранулисем çине пайланаççӗ, тинӗсри, океанри чӗрчунсем (пулăсем, тӗслӗхрен) ăна çиеççӗ. Этем, тинӗс пулли чи усăлли пулнине ачаран пӗлекенскер, сывлăхшăн сиплӗ пулла çиме тăрăшать.Чăннипе микропластикпа «апатланакан» пулă усă кӳнинчен ытла сиен кӳме пултарни çинчен асăрхаттарать çулçӳревçӗ. Шывра мутант-пулăсене нумай курма тӳр килнӗ иккен ăна. Пур çӗрте те мар, шыва уйрăмах хими хутăшӗсемпе, пластик савăт-сапапа, хутаçсемпе вараланă çӗрте йышлă тӗл пулаççӗ вӗсем.

Фёдор Филиппович пластик проблеми çинчен хăйӗн пӗлӗшне Игорь Малыхина каласа панă. И.Малыхин малтанах шанман илтнине, анчах лаборатори пӗтӗмлетӗвӗсене курсан шухăшӗсене улăштарнă. Конюхова пулăшса «Миррико» инçет экспедицие тухма пӗрре усă курнă пластикрен шанчăклă, çирӗп, çăмăл, пысăк пулмасан та меллӗ сулă ăсталама тытăннă. 

Тутарстанра пӗрре усă курнă пластика сиенсӗрлетессипе, шывсене тасатассипе тӗпчевсем пыраççӗ,  çавăнпа ТР Наукăсен академийӗ ку идейăпа интересленсе çулçӳреве йӗркелеме йышăннă. Ку экспедицин штабӗ Хусанта пулӗ. Çавăнпа Фёдор Конюховран илнӗ хыпарсене пуринчен малтан пӗлсе тăрăпăр. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология Федор Конюхов РАН