«Фермер шкулӗнче» кăçал 40 çын вӗренме кăмăл тунă
Тутарстанра акă ӗнтӗ тăваттăмӗш хут «Фермер шкулӗнче» вӗренӳ пуçланнă. Кăçал проекта 40 çын хутшăнма кăмăл тунă, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
Хальхинче вӗренӳ çӗнӗ сулăмсемпе иртет: «Ялти агротуризм» тата «Ӳсен-тăранпа выльăх-чӗрлӗх продукцине тирпейлес технологисем». «Фермер шкулӗнчен» маларах вӗренсе тухнисем пӗлтернӗ тăрăх, çак сулăмсен малашлăхӗ пур. Çавăнпа ку кăларăм вӗренӳ программине кура çав тери уникаллă пулма тивӗç.
«Фермер шкулӗн» ӗçне Хусанти патшалăх аграри университетӗнче йӗркеленӗ. Икӗ уйăхра унта вӗренекенсем интенсивлă хатӗрленӳ урлă иртӗç, унтан хăйсен бизнес-проекчӗсене эксперт комиссийӗ умӗнче хӳтӗлӗç.
Мӗн вӗрентеççӗ-ха фермер пулас текенсене? Вӗсем фермер хуçалăхӗсен ӗçӗнчи право никӗсӗсене, укçа-тенкӗпе çыхăннă бизнес-модельсене, маркетинг никӗсӗсене ăса хывӗç, вӗр çӗнӗ агротехнологисемпе паллашӗç, ăнăçлă ӗçлекен предприятисене кайса вӗренӗç.
Тутарстанра «Фермер шкулӗ» проект 2021 çултанпа пурнăçланать. Малтанхи виçӗ тапхăрта 104 çын вӗренсе тухнă унтан. Вӗсем ял хуçалăхӗн ӗçне лайăхлатас, çынсем валли ӗç вырăнӗсем туса парас тӗлӗшпе ăнăçлă ӗçлеççӗ ӗнтӗ. Раççейӗпе илсен çак проекта 32 регион хутшăнать.
Сăнӳкерчӗк ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев