Фестиваль библиотекине тутарстансем 200 кӗнеке парнеленӗ
Мартăн 1-7-мӗшӗсенче Сочири «Сириус» университетра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗн библиотеки уçăлнă.
320 çӳлӗкрен тăракан стеллажра 24 пин кӗнеке таран упранӗ. Проект авторӗсен шухăшӗпе, унта фестивале хутшăннă кашни çын, тӗрлӗ çӗршыран, тӗрлӗ чӗлхепе кӗнеке кăна мар, наука журналӗсемпе энциклопеди таранах парнелеме пултараççӗ.
«Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗн эткерӗ пулӗ вăл. Кашни ачаран юратнă хăйӗн кӗнекине е геройӗсем килӗшекен произведенисене, урăхла каласан хăйсен чунăн пӗр пайне, парнелеме пултараççӗ. Çапла майпа эпир 190 çӗршыври çыннăн ӗмӗтне пухса хальччен пулман библиотека йӗркелетпӗр», — тенӗ РФ Президенчӗн администраци ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Кириенко.
Тутарстан çамрăкӗсен делегацийӗ проекта активлă хутшăнса библиотека фондне 200 ытла кӗнеке парнеленӗ. Тӗпрен илсен, фестивале килнӗ çамрăксен юратнă кӗнекисем вӗсем, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби. Аса илтеретпӗр, РФ çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви (Росмолодежь) йӗркеленӗ Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивальне Тутарстанран 225 делегатпа 82 волонтер хутшăннă. (Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев