Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Флавио ТОНИ: «Цирк – телей утравӗ»

Мартăн 8-мӗшӗнче Хусан циркӗнче Халăхсен хушшинчи программа ӗçлеме пуçларӗ

Иртнӗ эрнере ТР Культура министерствинче артистсемпе хăйсемпе те тӗл пулса калаçма май пулчӗ. ТР культура министрӗ Ирада Аюпова 2024 çул Çемье çулталăкӗ пулнине аса илтерсе çемье çавăракансен циркра ӗçлекенсенчен тӗслӗх илмеллине каларӗ: «Кунран-кун, çулран-çул пӗрле: ӗçлеççӗ, канаççӗ. Пӗр-пӗринчен канса илесси пирки сăмах та çук», – терӗ вăл.   Тӗлпулăва пынă Италин чи ватă цирк çемйисенчен пӗринпе Флавио тата Даниэле Тонипе паллаштарса.

 

 Халăхсен хушшинчи программăна Раççей, Беларусь тата Итали артисчӗсем хутшăнаççӗ. Программăра цирк жанрӗсем анлă – сывлăш гимнасчӗсем, жонглерсем, акробатсем, эквилибристсем, дрессировщиксем тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗрчунсемпе. Паллах, клоун та пур – Джой Коста куракансене тунсăхлама памасть, артистсем арена çине тухма хатӗрленнӗ вăхăтра шӳтлӗ сценкăсемпе култарать. Апла пулин те программăра  Флавио тата Даниэле Тони Италири цирк династийӗн çемйин пултарулăхӗ çине пусăм тунă, çавăнпах ячӗ те атăпа (Итали çӗршывӗ картта çинче атта аса илтерет)  çыхăннă тесе ăнланмалла. Пӗрремӗш кунранах трибунăсем тулли пулни программа интересли çинчен калать. 

Флавио тата Даниэле Тони çемйин цирк историйӗ 1873 çулта Аристи де Тони пӗрремӗш циркне уçнăранпа пырать. Халӗ Италире çемьен пилӗк цирк, чи пысăкки – Флавиопа Даниэлӗн, вӗсем пӗртăвансем. Халӗ Италире çеç мар, ытти çӗршывсенче те паллă çемьен картишӗ самай пысăк, арăслан та, тигр та, лашасем те пур. Шел, Хусана лашасем илсе килеймен. Хусан циркӗн директорӗ Эльвира Булатова Тони çемйин лашасемпе лартнă илемлӗ цирк номерӗ пурри  çинчен каласа пачӗ. Çакна Даниэле Тони Хусан циркӗнче лашасене тытса тăма условисем çуккипе (тăвăртарах) ăнлантарчӗ.  Артистсем Хусанта пӗрремӗш хут, хулапа паллашма ӗлкӗреймен-ха, çакна вӗсем репетицисен графикӗ тăкăс пулнипе ăнлантарчӗç. Раççейре вара пулса курнă. Çулталăк каялла Ижевскра (Удмурт Рес­публики) çак программăна кăтартнă. Çавăнпа Раççей кураканӗн кăмăл-сипетне пӗлеççӗ.

Тони çемйинчен аренăна тухакансенчен чи кӗçӗнни – Бруно. Шăп Хусанта вăл 27 çул тултарчӗ. Брунона ашшӗ тискер чӗрчунсемпе ӗçлеттересшӗн пулман иккен. Мӗншӗн тесен чӗрчунсемпе кану çинчен манса ир те, каç та пӗрле пулмалла.  Çавăнпах ашшӗ жонглер ăсталăхне вӗрентме ТР халăх артистне Руслан Гибадуллина тара тытнă.  Халӗ Бруно манеж­ра 3 çын тӗшне тăрать – пӗчӗк мечӗксене çӳле пере-пере вылять, арбалетран тӗл перет тата тигрсемпе те ӗçлет.   Унăн номерне куракансем юратса пăхаççӗ. Çитӗнӳ тăвас тесен кашни кун темӗнччен ӗçлемелли çинчен каласа пачӗ вăл. Пӗлтӗр тигрсемпе лартнă цирк номерӗпе вăл Монте Карлора иртекен фестивальте хăйӗн пӗрремӗш кӗмӗл Клоунне çӗнсе илнӗ, ку наградăна кинематографсен Оскарӗпе танлаштараççӗ. Флавио Тони 1 ылтăн Клоун тата 4 кӗмӗл Клоун çӗнсе илнӗ.    

Тӗлпулăва Беларусь артистки Наталья Нарышкина та пынă. Вăл та цирк артисчӗсен çемйинчен. Ашшӗ акробат. Наталья циркрах ӳснӗ темелле, унтах профессие вӗреннӗ – Беларуçре цирк искусствине вӗрентекен шкул çук. Мăшăрӗ Николай Козленко Натальйăн аренăри партнерӗ. Вӗсем сыв­лăшра кăшăлпа темӗн тӗрлӗ кӗлеткесем туса куракана пӗр тӗлӗнтереççӗ, пӗр хăратаççӗ – сыхăшăн çаклатса яракан лонжăсăрах ӗçлеççӗ-çке. 

«Цирк из сапога» программа апрелӗн 21-мӗшчен пырать. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев