Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ФОТОӲНЕРÇЕ ЫЛТĂН КАЛЕМ

Çуркунне пуçланнăранпа Хусанта Фарит Губаев фотограф (фотоӳнерçӗ тесен тӗрӗсрех те пулӗ) ятне час-час илтетпӗр. Р.Нуреев сезонӗсем унăн сăнӳкерчӗкӗсен куравӗпе уçăлаççӗ, Хальхи вăхăтри искусство галерейинче унăн фотокуравӗ ӗçлеме пуçларӗ.

Çинех тата мартăн 21-мӗшӗнче Раççей Журналистсен союзӗн чи сумлă наградине – «Раççейӗн Ылтăн калемӗ» конкурсӗнче «Раççей журналистикин Ылтăн çӳлӗкӗ» номинацире награда çӗнсе илнине пӗлтӗмӗр. «Победа. Одна на всех» кӗнекешӗн тата «Искусство присутствия»  фотоальбомшăн. Çак пысăк мешехе пирки Фарит Саитович пресс-конференцире каласа пачӗ.

Хаçат-журнала алла тытсанах вулакан сăнӳкерчӗксене пăхать. Пӗр сăнӳкерчӗксӗр пысăк статья-очерка вулама та кăсăк мар. Фоторепортаж çивӗчлӗхӗ те фотограф ăсталăхӗнчен нумай килет. Çав вăхăтрах журналистсен конкурсӗсенче наградăсем илекенсен хушшинче фотографсем сайра тӗл пулаççӗ. Кун сăлтавне тупса палăртма та хӗн. 

Пресс-конференцие лауреатпа пӗрле ТР Фотографсен союзӗн председателӗ, Тутарстанра кăна мар, Раççейре те ят-сум илнӗ фотограф Рамиль Гали те пулчӗ: «Пирӗн союзра Г.Тукай ячӗллӗ премие илнӗ пӗр фотограф та çук», – терӗ (Рамиль Гали хăй «Хрусталь калем» лауреачӗ).

Фарит Саитовичăн «Победа. Одна на всех» кӗнекине 150 хура-шурă сăнӳкерчӗк – вăрçă ветеранӗсемпе тыл ӗçченӗсем  кӗнӗ. «Пилӗк çулта республикăн кашни кӗтесне çитсе ӗлкӗрме тăрăшрăм. Хăрушă вăрçăран сывă юлнă ентешсен пӗтӗмӗшле портретне тума тăрăшрăм», – аса илет фотограф. 

«Искусство присутствия» фотоальбома 200 сăнӳкерчӗк кӗнӗ. Унта тӗнчипе паллă искусство çыннисен портречӗсене кӗртнӗ: Андрей Тарковский, Рудольф Нуреев, София Губайдуллина, Евгений Евтушенко...

Апрелӗн 26-мӗшӗнче, Г.Тукай çуралнă кун тата Тутар чӗлхи кунӗнче, пултаруллă фотоӳнерçе Г.Тукай ячӗллӗ преми парасса шанатпăр. Вăл хăйӗн пултарулăхӗпе, ăсталăхӗпе тата гражданла позицийӗпе чăннипех тивӗç çак сумлă наградăна. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев