Францире сасӑлакансене маскӑсем тата салфеткӑсем панӑ
Тӗнчере суйлав процесӗсен параличӗ пирки калама иртерех
Коронавирус пандемии сарӑлнине кура Раҫҫей Конституцине улшӑнусем кӗртессипе ҫыхӑннӑ сасӑлав процедури те урӑхларах иртӗ. Ҫапла регионри суйлав комиссийӗсене граждансен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн медицина маскисемпе дезинфекци хатӗрӗсем туянма сӗннӗ. Кун ҫинчен журналистсене Раҫҫейри право хӳтӗлевҫи, общество деятелӗ, Этем прависемпе ӗҫлекен Канашӑн пайташӗ Александр Брод каласа панӑ.
"Пирӗн ҫӗршывра тӗлӗрмеҫҫӗ: малтанласа сасӑлас срок виҫӗ кунран ҫичӗ куна ҫити ӳсет, " Мобильлӗ суйлакан" программа усӑ курӑнать, килтен тухайманнисем валли сасӑлав йӗркелеҫҫӗ, Мускавра электронлӑ сасӑлав пулать",– тенӗ вӑл.
Ытти ҫӗршывсенче, йывӑр эпидемиологи лару-тӑрӑвне пӑхмасӑрах, сасӑлавсем план тӑрӑх иртеҫҫӗ: февралӗн 29-мӗшӗнче Словакире парламент суйлавӗсем иртнӗ, мартӑн 2-мӗшӗнче Израильте парламент суйлавӗсем, мартӑн 15-мӗшӗнче Францири муниципаллӑ суйлавсен пӗрремӗш тапхӑрӗ. Пӗрин вӑхӑтне те куҫарман.
"Тӗнчере суйлав процесӗсен параличӗ пирки калама иртерех. Ҫапла, нумай пулмасть Францире иртнӗ муниципаллӑ суйлавсенче суйлакансене медицина маскисем валеҫнӗ, ручкӑсене сӑтӑрмалли нӳрлӗ салфеткӑсем панӑ",– палӑртнӑ Александр Брод.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев