Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Геннадий Матюшкин механизатора саламлатпăр!

Çак кунсенче Аксу тăрăхӗнчен савăнăçлă хыпар çитрӗ. «АФ Аксу Агро» ХК «Чистополье» хуçалăхăн пысăк стажлă механизаторне Геннадий Матюшкина ТР Раисӗн указӗпе «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ ял хуçалăх механизаторӗ» хисеплӗ ят панă.

Геннадий Николаевич Савгачевăри вăтам шкул хыççăн Аксури профтехучилищӗрен вӗренсе тухнă III класлă тракторист 40 çул механизаторта тăрăшать. Хуть мӗнле ял хуçалăх техникине те çӳретеет: акать, сухалать, вырать, выльăх апачӗ хатӗрлет… Пӗр сăмахпа, ун алли тăвайман ӗç çук. 2023 çулта, тӗслӗхрен, МТЗ-1221 тракторпа вăл 2100 гектар çӗр сухаласа мала тухнине хыпарлать вырăнти хаçат.

Г.Н. Матюшкин районта паллă çын, тăрăшуллă ӗçшӗн ăна Тутарстан Республикин, Раççей Федерацийӗн Ял хуçалăх министерствисен, район ертӳçин Хисеп хучӗсемпе чысланă. Халӗ акă çӗр ӗçӗн ăсти хисеплӗ ята тивӗçнӗ. Геннадий Николаевича эпир те чӗререн саламласа малашне те кал-кал ӗçлеме иксӗлми вăй-халпа ăнăçу сунатпăр!

Сăнӳкерчӗк «Ял пурнăçӗ» хаçатран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство