Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Глаголица» литература конкурсне заявкăсем йышăнма тытăннă

Çакăн çинчен журналистсене йӗркелӳçӗсем, жюри пайташӗсем, литература эксперчӗсемпе 2024 çулта çӗнтернисем «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç

Çакăн çинчен журналистсене йӗркелӳçӗсем, жюри пайташӗсем, литература эксперчӗсемпе 2024 çулта çӗнтернисем «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç

Пӗтӗмӗшле илсен конкурсăн йăли-йӗркисем ку таранччен çирӗпленсе çитнӗ, апла пулин те кашни иртмессерен мӗн-тӗр çӗнни, лайăххине чаплăрах тăваканни тупăнать. 2024 çулта, тӗслӗхрен, çулран çул пыракан 7 номинаци çумне 8-мӗш — драматурги — хушăннă. Паллах, çакă вăхăт ыйтни, ачасен çырас туртăмӗ пьесăсем ăсталассипе çыхăнни тăтăш тӗл пулнинчен килнипе. Кун çинчен «Экият» Тутар патшалăх пукане театрӗн илемлӗх ертӳçин пулăшаканӗ, театр критикӗ, ТР Культура министерстви çумӗнчи обществăлла канаш председателӗ Нияз Игламов каласа пачӗ. Малтанах вăл драматурги жанрне суйласа илнӗ çыравçăсен уйрăмлăхӗ çинче чарăнчӗ. Енчен те писатель-поэт хăй çырнине кӗнекен пичетлесе кăларчӗ-тӗк, ку савăнăç, драматургшăн çакă çителӗксӗр. Вăл хăй çырнине сцена çинче лартасса ӗмӗтленет. Драматургăн пултарулăхӗ çырма пӗлнинче çеç мар, çынсене илтме пӗлнинче. Мӗншӗн тесен сцена çинче лартакан произведенире диалогсене «чӗрӗ» калаçу чӗлхипе çырмалла. 
Çамрăк литераторсен ӗçӗсене февралӗн 20-мӗшӗнчен июнӗн 16-мӗшчен www.glagolitsa-rt.ru сайтра йышăнаççӗ. 
Кăçал иртекен конкурcăн йӗркелӳ ӗçӗсенче улшăнусем пур. Жюри пайташӗсен йышне Наталия Волкова кӗрет. Ыттисем пекех вăл çул çитмен ачасем валли çырассипе палăрнă. Конкурсăн Хусанта иртекен пайӗ халичченхи пек шкул ачисем вӗреннӗ вăхăтра мар, çулла — августăн 26 — 31-мӗшсенче — иртет. Çыравçă-ачасем хăйсем ыйтнă конкурса çуллахи каникул вăхăтӗнче ирттерме. Чи пултаруллисене Тутарстан Республикин тата Хусан хулин кунӗнче — августăн 30-мӗшӗнче — хрусталь Тăмана кӗлеткисене парӗç. Кăçал уяв мешехине кино тата театр паллă артисчӗ Сергей Чонишвили ертсе пырасси паллă. 
Хусанта пулнă вăхăтра ачасем «Адымнар» лагерьте канӗç, мастер-классенче паллă писательсен опытне йышăнӗç. Кăçал Хусана шорт-листа лекнисен кăна мар, лонг-листрисен те (кăмăлӗсем пулсан) хутшăнма ирӗк пур. Çавăн пекех ТР Наци библиотекинче те мастер-классем йӗркелеççӗ.
Тата кашни çыравçă-ачана хавхалантарса çунат хушаканни — ачасен хайлавне «Глаголица» альманахра пичетлени. Ку ӗçе васкавлă, анчах типтерлӗ тумалла. Мӗншӗн тесен ачасем Хусана килнӗ тӗле альманахăн пичетрен тухса ӗлкӗрмелле. Унта шорт-листри çеç мар, лонг-листри хайлавсем те кӗреççӗ. 
Конкурса хутшăннă Камиля Махмутова «Глаголица» проектра ача хăйпе пӗр шухăшлисемпе хутшăнни, ăна ăнланни, вăл ыттисемшӗн интереслӗ пулнине пӗлни хаклă тесе шутлать. 

Сăнӳкерчӗк конкурс сайтӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература