Гран-при — Элкеле!
Наталья Коновалова «Шкул çулне çитменнисен программине тăван чӗлхепе пурнăçлакан чи лайăх педагог (чăваш, удмурт, мари, мордва)» республика шайӗнче иртнӗ конкурсра çӗнтерсе Гран-при илни ӗçтешӗсемпе çывăх çыннисемшӗн çеç мар, пӗтӗм чăвашшăн савăнăç.
Ку ыттисемшӗн тӗслӗх пуласса, Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗнче чăваш ачисемпе ӗçлекен ентешӗмӗрсем çитес конкурса тата йышлăнрах хутшăнасса шанатпăр.
Элкел районӗнчи Пасарлă Матак ялӗнчи «Берёзка» ача садӗнче логопед-педагог пулса ӗçлет Наталья Михайловна Коновалова. Эпир унран ӗçӗ çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
— Эпӗ ачасен калаçăвне лартатăп, чăвашла калаçăвăн сассисене кăларассипе те ӗçлетӗп. Малтан ачана тăван чӗлхипе калаçма сасăсем лартатăп, кайран — вырăс чӗлхипе. Калаçас енӗпе пултарулăхне тăван чӗлхипе уçтăр тетӗп.
— Ашшӗ-амăшӗ хирӗç мар-и?
— Пачах урăхла. «Эпир килте чăвашла таса калаçаймастпăр, вырăсла калаçни те пулать», — тесе ачине чăвашла тӗрӗс калаçма вӗрентме ыйтаççӗ.
— Миçе çул ӗçлетӗр ачасемпе?
— Педагог стажӗ 18 çул, 12 çул логопед пулса ӗçлетӗп. Малтан учительте, халь пӗчӗккисемпе.
— Ачасем çинчен каласа парăр, мӗнле ачасем халь?
— Ачасем лайăх, пултаруллă. Тăрăшаççӗ. Мана хăйсем пулăшаççӗ, калăн, мӗн кирлине систереççӗ. Хальхи ачасене телефон интереслентерет, кӗнекесем юратмаççӗ. Çавăнпа та хамăн мастер-класра ачасене мӗнле майпа тимлӗхе хăнăхтарассине каласа патăм. Тӗслӗхрен, хутран тунă япаласемпе кăсăклантарма пулать.
— Сирӗн ушкăнра ачасем нумай-и?
— Чылайăшӗ шкула кайрӗç, халӗ чăваш ачисем виççӗн. Чăваш ялӗсенчен илсе çӳрекенсем пур (ялсенче логопед çук-çке).
— Садикре ытти халăх ачисем те пур пулӗ, вӗсене те тăван чӗлхипех «калаçма» вӗрентетӗр-и?
— Вырăс, тутар ачисем çӳреççӗ садике. Кашнине тăван чӗлхипе сасă лартатăп малтан. Тутар чӗлхинчи сасăсене лартнă чух тутар чӗлхине вӗрентекен ӗçтеш пулăшать.
— Наталья Михайловна, паян Гран-при çӗнсе илни сирӗншӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ?
— Халь ăнлансах пӗтерейместӗп, эмоцисем пит нумай. Çӗнтерӗп тесе шутламан та. Ку конкурса хатӗрленнӗ чух халиччен пӗлмен япаласене пӗлтӗм. Нумайăшне аслă çулсенчи çынсенчен ыйтмалла пулчӗ, хăшне-тӗр библиотекăра, интернетра шыраса тупрăм. Пирӗн хамăрăн чӗлхене пӗлмелле, пӗчӗкрен пӗлмелле. Кун çинчен эпӗ ашшӗ-амăшӗсене аса илтерсех тăратăп.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев