Григорий Тяманов-Акташ Хасан Туфанпа паллашнине аса илни
…1961 çул. Майăн 9-мӗшӗнче Хусанти Атăлçи районӗнчи Культура керменне капăр тумланнă çынсем питех те йышлă пухăнчӗç. Вӗсен хушшинче заводра ӗçлекенсем те, çурт тăвакан каменщиксем те, студентсем те, пенсионерсем те пур. Кунта чăваш, тутар халăхӗсен литература тата тӗрлӗ халăхсен музыкин туслă каçӗ иртрӗ.
Савăнăçлă каçа Тутар АССР Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Афзал Шамов уçнăччӗ.
Чăваш писательсен союзӗн ун чухнехи правленийӗн яваплă секретарӗ Илпек Микулайӗ чăваш писателӗсен литературăри ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗ. Ун хыççăн чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай сăмах илчӗ. Вăл хăйӗн сăввисене чăвашла тата вырăсла вуласа пачӗ. Çаплах Александр Алка, Стихван Шавли поэтсем хăйсен сăввисене вуларӗç. Владимир Ухлин кулăшла калавне залра ăшшăн йышăнчӗç.
Тутарсен паллă сăвăçисем Хасан Туфан, Сибгат Хаким, Заки Нури, Мухаммет Садри тата вырăс поэчӗ Геннадий Паушкин халăхсен туслăхӗ çинчен сăвăсем вуларӗç. Федор Савгачев, Порфирий Афанасьев тата эпӗ те хамăрăн хайлавсемпе трибуна умне тухрăмăр.
Туслăх каçӗнче концерт та тӗрлӗ чӗлхепе янăраса тăчӗ. Хусанти чăваш рабочисен хорӗн юррисем пурне те килӗшрӗç. Пултаруллă юрăçă Альфия Афзалова тутарла, пушкăртла юрланипе пӗрлех инçетри Индирен килнӗ «Уйăхлă каç» юрра та тӗлӗнмелле лайăх шăрантарчӗ. Хусанти консерватори студенчӗ Михаил Беляков чăвашла юрларӗ. Çаплах кунта вырăс, украин, узбек, удмурт халăхӗсен юррисем те илемлӗн янрарӗç.

Концерт вӗçленсен эпир, çамрăкраххисем, килсене саланма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, ман пата Хусанта пурăнакан чăваш çыравçи Василий Юдин пычӗ те: «Атя-ха, Кӗркури, санпа хăвăн ентешӳ Хасан Туфан курнăçасшăн. Эсӗ вуланă сăвă ăна килӗшнӗ те хăвăнпа калаçас тет», – терӗ.
Эпӗ çак кун «Алăсем» сăвва та вуланăччӗ. Унта çакăн пек йӗркесем те пур:
Çак алăсем ман хăнăхнă ӗçе,
Çак тăпраран вӗсем тăваççӗ çăкăр.
Пуклак пӳрнеллӗ мар: чечен, çинçе,
Йăлт куштăрканă пӳрнисем, ак, пăхăр…
– çакна каланă чух эпӗ алла çӳле йăтса зала кăтартрăм. Элле çакă юрамарӗ-ши тесе шикленсе ӳкрӗм.
Василий Николаевич мана сцена çинчи пӗр пӳлӗме ертсе кӗчӗ те эпӗ çухалсах кайрăм. Кунта халь кăна президиумра ларакан мӗнпур писатель пухăннă иккен, сӗтел çинче ӗçме-çимесем лартса тултарнă. Мана курсан Петр Петрович тăчӗ те хирӗç пырса мана хăй ларакан вырăна илсе кайса пӗр пӗчӗкрех, ырхантарах çын умне тăратрӗ.
– Çакă ӗнтӗ, Хасан, сирӗн ял ачи, аванах çыраканскер, – тесе çав çын çумне лартрӗ.
– Исенме сез, аулташ, – тесе çак çын ури çине тăчӗ те манăн алла чăмăртарӗ.
– Çак аллусем, эппин, санăн ӗçе хăнăхнă, тата мӗн тăваççӗ-ха вӗсем, каласа пар-ха, – тесе хăй вырăнне ларчӗ.
Мӗн тăвассу пур, вуларăм вара:
…Ку алăсем хӗл сиввипе тăван,
Вутран вӗсем пӗрре те шикленмеççӗ.
Ырхан вӗсем, анчах ярса тытсан,
Тытаççӗ хӗскӗч евӗр, вӗçертмеççӗ…
– Куратăн-и, Петрухха тусăм, мӗнле алăллă çамрăксем ӳсме пуçларӗç пирӗн тăрăхра та, – тесе Хусанкай çине пăхса мана ачи пек лăпкаса илчӗ. – Малалла та вула-ха, тульккă ан васка, – тесе каллех ман çине тинкерчӗ.
Ку алăсем паллаççӗ пăшала,
Ку алă ман – пилотка тытнă алă.
Çӗршыв хушсан тухсассăн хурала
Вӗсен вăйне Тăван çӗршывăм шаннă.
Çулсем иртсе запас шăпи тухсан
Полковник вӗсене çӗрӗçӗ сунчӗ.
Вӗсем ӗçре… Çапах пӗлет тăшман –
Нихçан вӗсем пулмаççӗ вăйсăр, сулчă –
Вӗсем хăнăхнă тӗрлӗрен ӗçе:
Суха тума, окоп чавма, ачашшăн,
Ачасене ачашлама… хӗçе
Ялан çап-çутă, çивӗчӗ тытмашкăн.
Вӗсем çине пăхма хăраса эпӗ чӗнмесӗр пӗр кӗтесе пăхса тăратăп. Мӗн калӗç-ши ӗнтӗ халь мана?
– Юрӗ, шăллăм, савăнтартăн, – терӗ Хасан Туфан. – Санăн вăхăту пур-и? Ăçта выртса тăратăн? Ăçта ӗçлетӗн?
– Хусанта вӗренетӗп халь, ӗçлеме Аксура социаллă тивӗçтерӳ ӗçӗнче аслă инспекторта ӗçлетӗп, «Хӗрлӗ ялав» редакцийӗнче выртса тăратăп, – тесе хуравларăм ăна хирӗç.
– Апла пулсан кӗçӗр ман патра иккӗн выртăпăр. Паллашăпăр. Çапла вӗт, Петрухха тусăм? – каллех Хусанкай енне çаврăнчӗ вăл.
«Кусем питӗ туслă куран, ялан иккӗш пӗрле», – тесе шухăшласа илтӗм.
– Пӗр ялсем пӗрле пулнинчен лайăххи çук, Хасан. Лайăхрах паллашăр, пурнăçра вăл та кирлӗ пулӗ, – терӗ Петр Петрович.

Банкет хыççăн Хасан Туфан пире, Василий Николаевич Юдинпа иксӗмӗре, Маяковский урамӗнчи хваттерне илсе кайрӗ. Вӗсем кунта Гульченей хӗрӗпе кăна пурăнаççӗ иккен. Савнă арăмӗ упăшкине тӗрмерен кӗтсе илеймесӗрех вилсе кайнă. Çакăнта вара тин эпӗ Хасан Туфан кам иккенне пӗлтӗм. Пирӗн ялтан, Киреметпуçӗнчен иккен вăл. Иртнӗ ӗмӗрти 30-мӗш çулсенчи репресси вăхăтӗнче «халăх тăшманӗ» пулса вун çичӗ çул тӗрмере, лагерьсенче ирттернӗ. Хусана 1956 çулта çеç таврăннă. Ялта пӗрре те пулман-ха.
Кăштах ӗçсе-çисен Юдин килне кайрӗ. Эпир Гульченей сарса панă çемçе тӳшек çинче çӗр каçрăмăр, калаçăвăн вӗçӗ ирчченех тухмарӗ. (Çав калаçусем çинчен тутарсен паллă писателӗ, Аксу тăрăхӗнчи Çӗнӗ Ӳсел çынни Вагиз Кашапов Туфан çинчен çырнă «Кайăкхур çулӗ» ятлă романӗнче уçăмлăн çырса кăтартрӗ.)
Ирхине те Хасан пичче мана ирӗке ямарӗ-ха.
– Паян канмалли кун, атя-ха, шăллăм (Хасан пичче чăвашла çав тери лайăх калаçатчӗ), мунча кӗрсе тасалса килер, – тет. Хирӗç ним те калаймарăм – хăна пулмалла-тăк, хăна пулам ӗнтӗ.
Мунчара мӗн курса тӗлӗннине ӗмӗрне те манас çук. Çаппа-çарамас пичче çине пăхма аван мар тесе ялан пуçа пăрса хамăн тазри шывпа чӳхеннӗ пек пулатăп. Акă Хасан пичче ман пата пычӗ те çемçе губка тыттарса: «Çурăма сăтăр-ха», – тет. Эпӗ поэтăн çурăмне çăвасси хисеп тесе савăнсах çемçе губкăна ярса тытрăм, сиксе тăрса ун çурăмӗ патне пытăм та хытсах кайрăм: алăсем унăн çурăмӗ патне пымаççӗ, вăл пӗтӗмпех çăпата кантри хулăнăш сарăхса-кăвакарса кайнă йӗрсемпе витӗннӗ.
– Сăтăр, сăтăр, шăллăм, çу, мӗн тӗлӗнсе тăратăн? – тет.
– Хăратăп, – тетӗп.
– Ан хăра, вӗсем типсе тӳрленнӗ ӗнтӗ. Вӗсем Сталинăн автографӗсем, асăнмалăх. Ислет вӗсене, – тет ачаш ача пек йăхăлтатса.
Çапла тӳр килчӗ мана «юратнă аттен» асăнмалăх çырăвне вулама. Вуларăм та Никита Сергеевич Хрущева тав турăм. Мӗнле пулсан та унăн пӗр енчен лайăхлăхӗ куçа курăнчӗ.
Турă кăна сыхлатăр пире те, ачасене те, ачасен ачисене те, йывăр пулсан та, хуть паянхи пек пурăнма. Çак саманта аса илмессерен Хусанкая та, Митта Ваçлейне те, Краснов-Аслине те куç умне ӳкеретӗп. Вӗсем те Сталин «канма янă» лагерьсенчен асăнмалăх паллăсемпе таврăннă çынсем – пирӗн пиччесем-çке!
2000 çулта, Х.Туфан çуралнăранпа 100 çул çитнине уявланă кун пирӗн яла Тутарстан Президенчӗ М.Ш.Шаймиев килнӗччӗ. Х.Туфан музейӗ умӗнчи палăк патӗнче эпӗ çакăн пек сăвă вуларăм:
Киремет çăлкуçӗн тăрă шывӗ
Имçам пек сипетлӗ пулнăран,
Ху ялна эс килтӗн ырă-сывă
Пӳлӗхçӗ парни пулса, Туфан.
Киремет таврашӗ сăрт-вăрманлă,
Çыр-çаран та улăх пулнăран
Сан ăшчиккӳнте ирех вăраннă
Сăвă-юрă хӗлӗхӗ, Туфан.
Пӗчӗк Киреметӗмрен çӗршывăн
Тӗрлӗ еннелле çул выртнăран,
Пӗр çулне эс хăвăннилле турăн,
Сăвăç çулӗ пулчӗ вăл, Туфан.
Пулчӗ вăл тумхахлă та тем тӗрлӗ,
Хурçă пек шăрантăн çамрăкран.
Вут чӗрӳ юрри те сан вут-хӗмлӗ
Пулчӗ пулӗ çавăнпах, Туфан.
Тӳсрӗн эс, çӗнтертӗн. Çăлтăр евӗр
Пӗлӗт анинче халь вăй вылян.
Сан шевлӳ çуттипелен халь эпӗр
Çӗнӗ çул хыватпăр-ха, Туфан.
Çăмăл мар халь тухнă çул-йӗр пирӗн,
Çăмăлпа ху та эс шыраман.
Çут маяк пулса пире каç-ирӗн
Эс ертсе пыратăн-ха, Туфан.
Ирӗк вӗçевре халь сирӗн ятăр,
Вăл паян чăнах та çил-тăман!
Пулнă, пулчӗ, юлӗ вăй-хăватăр
Пур Раççей халăхӗшӗн, Туфан.
Мăнкăмăллă халь ман Киреметӗм,
Пӗр санпа кăна та вăл пуян.
Çамрăклăх çуначӗпе вӗçетӗн,
Пирӗн сăвăра паян, Туфан.
Пуç таять сан умăнта ман халăх,
Çăмăл пултăр витӗннӗ тăпру.
Чăвашпа тутаршăн савăнмалăх
Ӗмӗрех упрантăр сан яту.
Çак сăвва чӗтрене ернӗ пек вуласа панă хыççăн ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Роберт Миннуллин ырă сăмах калани те, Президент алла чăмăртани те нихăçан та манăçмӗç. Вӗсем пуç миминче тарăн йӗрпе çырăнса юлнă.
Григорий ТЯМАНОВ-АКТАШ.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев