Гриппа чирлес килмесен – шăнкăравла!
Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗ ОРВИпе грипран профилактика ирттерес тӗллевпе хӗрӳ лини йӗркеленӗ.
Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗ ОРВИпе грипран профилактика ирттерес тӗллевпе хӗрӳ лини йӗркеленӗ. Вăл октябрӗн 15-мӗшӗччен ӗçлет. Çак вăхăтра хуть кам та ( 843)238-52-11 тата (843) 238-96-84 телефонсемпе шăнкăравласа ку чирсенчен мӗнле сыхланмаллине, ăçта прививка тумаллине, вакцинацие мӗнле хатӗрленмеллине, пӗчӗк ачасене инфекци ан лектӗр тесен мӗн тумаллине ыйтса пӗлме пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев