Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

I Олимпиада: йăлана кӗрӗ, çуллен иртӗ

Февралӗн 8-мӗшӗнче Д. И. Менделеев çуралнăранпа 190 çул çитрӗ

Февралӗн 8-мӗшӗнче Д. И. Менделеев çуралнăранпа 190 çул çитрӗ

Дмитрий Иванович ятне пӗлмен çынçук та пулӗ, хими наукипе шкул партти хушшинче çеç тӗл пулнисем те лайăх пӗлеççӗ. Паллă химикăн юбилейӗ Тутарстанри Менделевск хулинче, районӗнче пурăнакансемшӗн пысăк уяв пулса тăрать. Февралӗн 8-мӗшӗнче çеç мар, 2024 çулта — юбилей çулӗ-çке — Дмитрий Менделеева халалланă мероприятисем хулара нумай пулаççӗ. Чи пӗрремӗшӗ — «Потомки Менделеева» химипе уçă олимпада. Вăл январӗн 29-мӗшӗнче пуçланнă, мартăн 3-мӗшӗнче çӗнтерӳçӗсене пӗлӗпӗр. 

Çакăн çинчен тата хулан паянхи пурнăçӗ çинчен, пуласлăхӗ пирки ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче Менделеевск муниципаллă район пуçлăхӗ Радмир Ильдарович Беляев, хулари «Аммоний» АО хими промышленноçӗн гиганчӗн генеральнăй директорӗн çумӗ Юрий Павлович Разбежкин тата «Потомки Менделеева» уçă олимпадăн кураторӗ, ХФУ, А. М. Бутлеров ячӗллӗ хими институчӗн доценчӗ Михаил Искандерович Ягофаров пулчӗç. 
Олимпиадăна Раççейри 35 регионтан 700 ача хутшăннă. Суйлав турӗ хыççăн 60 ачана хăварни çинчен каласа пачӗ Михаил Ягофаров. Вăл Хусанти чи çамрăк наука кандидачӗ, хăй те шкулта вӗреннӗ чух химипе иртекен олмимпиадăсене час-час хутшăннă. Умра ăмăртуçăсен тата икӗ тур: пӗри теорипе, тепри — экспериментсем ирттерессипе. Олимпиадăна хутшăнакан ачасенчен ӳлӗм хими наукине суйласа илсе Тутарстана пӗлӳ илме килессе шанаççӗ йӗркелӳçӗсм, çамрăк, ăслă ăсчахсем республикăна та, хими заводне те кирлӗ. Ку олимпиадăна çулсерен ирттерме шутлаççӗ менделеевсксем.
Çӗнтерӳçӗ олимпиадăн пӗрре пулать, ăна 100 пин тенкӗ преми параççӗ, призерсене хавхалантарма вуншар пин тенкӗ укçа парӗç. Çавăн пекех çӗнтерӳçӗ Хусанти федераллă университета бюджетлă вырăна конкурссăр вӗренме кӗресси пирки те йышăну тунă. Çакă та ачасемшӗн олимпиадăра çӗнтерӳçӗ пулассишӗн вăй хума хавхалантаракан стимул пулса тăрать. 


«Ижминводы» санаторире пурăнӗç ачасем, «Потомки Менделеева» лицейри пуян лабораторипе усă кураççӗ олимпиада хушăвӗсене пурнăçланă чух. Ачасен канăвӗ çинчен те манман йӗркелӳçӗсем, культура программи те пур. Ку пысăк мероприятие ирттерессипе çыхăннă тăкаксене йӗркелӳçӗсем йăлтах хăйсем çине илнӗ, çав шутра çул тăкакӗсене те. 
Февралӗн 8-мӗшӗнче Дмитрий Менделеевăн 190 çулне хулара чăннипех анлă паллă тунă. Ирхине 10 сехетре таврапӗлӳçӗсен музейӗнче Дмитрий Иванович пурнăçӗпе çыхăннă квест-экскурсие хутшăннă пынисем. Ун хыççăн хими элеменчӗсен таблицине уçнă çын ятне панă хула çинчен лекци вуласа панă, куллен çӳрекен тăван вырăнсем çинчен тата нумай çӗннине пӗлнӗ. 
Кăнтăрла иртсен митинг пуçланнă. Д. И. Менделеев палăкӗ умне чечексем хунă. Çакăн хыççăн «Атмосфера» куполта иртекен «Россия Менделеева» телемоста хутшăннă. Унта чаплă химикăн тăван хули Тобольск, Санкт-Петербург, Мускав, Хусан тата ытти хуласем хутшăннă. Телмост вӗçленсен те «Атмосферăра» мероприяти пӗтмен. «Вселенная Менделеева» документальнăй фильм кăтаратнă. 

Менделеевск хули

Хальхи Менделеевск хули 1967 çулччен Бондюга поселокӗ пулнă. 1868 çулта унта Ушаковсен Раççейри паллă хими завочӗ ӗçлеме пуçланă. Çавăн хуçипе Петр Ушаковпа Дмитрий Менделееев нумай çул туслă пулнă. Дмтирий Ивановича тавралăх та, завод хăвачӗ те питӗ килӗшнӗ. Унăн продукцийӗ — кӳкӗрт йӳçекӗ (серная кислота), Леблан меслечӗпе хатӗрлекен сода... Европăри производительсенчен кăшт та кая пулман. Кунта шамат заводне туса лартма шăпах Дмитрий Менделеев сӗннӗ теççӗ. Унта строительствăра усă курма кăларакн шамат кирпӗчсем çеç мар керамика плиткисем кăларассине те хута янă. Мускаври Хусан вокзалне илемлетнӗ çӗрте те, Венăра та тӗллӗн-тӗллӗн курма пулать вӗсене. Халӗ ку завод «Л. Я. Карпов ячӗллӗ завод» АО. Удобренисем кăларакан «Аммоний» АО вара самай каярах, 1983 çулта «тӗнчене килнӗ». Анчах ку ята вăл 2006 çулта çеç илнӗ. Малтанах «Новоменделеевский химический завод», «Менделеевсказот» (2004) тулли мар яваплăхлă общество пулнă. Çапла Менделеевск хулин социаллă-экономика пурнăçӗ икӗ хими завочӗ çинче никӗсленсе тăрать, анчах хулан инфраструктури тӗпрен илсен юлашки çулсенче çеç аталанма пуçланă темелле. Çамрăксем çуллен хуларан тӗрлӗ енне туха-туха кайнă. «Пулă тарăнрах шыва юратать, этем — лайăхраххине», — тесе халăхра ахальтен каламаççӗ. Çулталăкра 600-шер çын Менделеевскран тухса кайнине асăнчӗç пресс-конференцире, пӗлтӗр ку енӗпе лару-тăру улшăннине савăнса пӗлтерчӗç.

Хулана çынсемшӗн, çынсем валли аталантармалла тесе шутлать район пуçлăхӗ. Ку хитре сăмах çаврăнăшӗ мар, каланине ӗçпе çирӗплетет. Проектсене пурнăçа кӗртме «Аммоний» АО укçа-тенкӗ хывни те ӗмӗтсене пурнăçлама май парать. Каларăмăр ӗнтӗ, хулара «Потомки Менделеева» 1000 ача вӗренмелӗх хими лицейӗ ӗçлеме пуçланă. Кăçал уçăлакан «Ачалăх академийӗ» ача садне те хими наукипех çыхăнтарасшăн хула ертӳçисем.
Инфраструктурăна хулара пурăнакансемшӗн çеç мар, туристсемшӗн илӗртӳллӗ вырăн тума тăрăшса лайăхлатасси те планра пур. Менделеевскран инçе мар Тойма шывӗпе Кама çырми пӗрлешет. Халиччен Тоймăна тимлемен, ӳлӗм унăн çыранӗсене хула çыннисемпе хăнасемшӗн канма меллӗ илемлӗ вырăн тума шутлаççӗ. Çырмара кимӗпе ярăнакансемшӗн тата сплавсем йӗркелесе активлă спорта юратакансене илӗртесшӗн. Хулара велосипедпа çӳремелли çулсем, Менделеев айлăмне (Менделеевская долина) уçасшăн. 12 сулăмпа ӗçлекен 1800 вӗренкен вырнаçмалăх шкул хута ярасси пирки пырать сăмах. Радмир Ильдаровичăн ӗмӗчӗсем пысăк, Менделеевскра Хусантинчен кая мар IT-парк ӗçлетӗр — 1000 тăваткал метр лаптăк йышăнӗ вăл, хулари çамрăксем хăйсене хусансемпе пӗр шайра туйччăр тесе шутлать вăл. 

Паллах, шутланисене пурнăçа кӗртме çителӗклӗ укçа-тенкӗ кирлӗ. Ку енӗпе район 2 миллиард тенкӗлӗх грант выляса илнӗ. Ку суммăн 50 процентне «Аммоний» парӗ, тепӗр аллă процентне республика бюджетӗнчен уйăрӗç. 

«Аммоний» АО пулас сотрудниксене вӗрентсе хатӗрлессипе нумай программа ӗçе кӗртнӗ. Менделеевскра ХНИТУ-ХХТИ филиалне уçасси, Хусана ХФУна çамрăксене вӗренме кӗртесси, вӗсене стипенди тӳлесе, пурăнмалли вырăнпа тивӗçтерессинчен пуçласа Менделеевскра заводра ӗçлекенсене ипотекăпа хваттерсем парасси таранах. Ку ипотека хальхи вăхăтра чи çăмăлли-тӗр, 1 тăваткал метр хакӗ 20 пин тенкӗпе танлашать, проценчӗсем çук. Тӳлеве ӗç укçинчен тытса юлаççӗ.

Журналистсем Ю. Разбежкинран экологи хăрушсăрлăхӗ çинчен те ыйтрӗç: «Завод экологи енӗпе ӗçсем илсе пырать-и»? Юрий Павлович «Аммоний» тавралăха сиен кӳменни çинчен каласа пачӗ. Хăйӗн производствинче завод шывпа усă курмасть иккен, шыва варалакан каяшсем те тăкмасть. Пачах урăхла, акционерсен обществи тавралăха илем кӳрессишӗн тăрăшать. Тойма çырмине тасатнă, çыранӗнче экозона йӗркеленӗ, глэмпингсем туса лартасси планра. Менделеевскра 12 пахчаçа ӗçе илнӗ. Вӗсем çулталăкӗпех хулана илем кӳрессипе тăрăшаççӗ: йывăç-курăк лартаççӗ, ӳстереççӗ, тикӗслеççӗ — ӗç укçи вӗсене «Аммоний» тӳлесе тăрать, ку вăхăтлăх килӗшӳ мар, ялан çапла пулӗ. 

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА тата «Менделеевские новости».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество