Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ягуткинсен пӗрлехи педагогика стажӗ 113 çулпа танлашать

Нумай çул каяллахи документсемпе паллашнă май кашнинчех пӗр шухăш патне пырса тухатпăр: çыннăн астăвăмӗ епле кӗске вӗт-ха. Çавна пула мӗн чухлӗ усăллă пӗлӳ манăçа тухать, историре паллă вырăн йышăннă мӗн чухлӗ ят манăçать.

Пирӗн хула аталанăвӗн историйӗ вӗрентӳ системин çулӗ-йӗрӗпе тачă çыхăннă. Анат Камăра чи малтан туса лартнă объектсен шутӗнче, паллах, шкулсем пулнă. Çавăнпа та хулара чи малтан пурăнма пуçланисен хушшинче вӗрентекенсем пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Манăн хамăн статьяра вӗрентекенсем çинчен каласа парас килет. Вӗрентекен вăл лайăх психолог та, пултаруллă поэт та, чаплă актер та, ывăнма пӗлмен пулăшакан та, чăн-чăн юлташ та. Вӗрентекен пире пӗчӗкрен пуçласа ӳссе çитичченех ертсе пырать. Кунсерен паттăрлăх кăтартать вăл – пӗлӗвне, хăйӗн чӗрин пӗр пайне пире парать. Вӗрентекен пире пурнăçри çула тупма пулăшать. Унăн ӗçӗ пархатарлă, тава тивӗçлӗ. Учитель пире Çын пулма вӗрентет.

Хамăн статьяра эпӗ пӗр вӗрентекен çинчен кăна мар, çемье династийӗ çинчен каласа парасшăн. Вӗсем çинчен нумай çын вуласа пӗлтӗр. Вӗсем çакна тивӗçлӗ.

Ягуткин педагогсен династийӗ – пирӗн шкулăн мăнаçлăхӗ. Пирӗн династин педагогика стажӗ çав тери пысăк. Шантарсах калама пултаратăп – çак çулсене усăсăр пурăнса ирттермен эпир. Ягуткинсене пӗлекен аслă çулсенчи çынсемпе тӗл пулсан кашнинчех вӗсене ӗçшӗн чӗререн тав тунине илтме пулать.

Сергей Петровичпа Лидия Изандуковна Ягуткинсем Лениногорскри ӳнерпе музыка училищинче пӗрле вӗреннӗ. Çавăнта паллашнă та вӗсем. Вӗренсе пӗтерсен Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнче ӗç çулне пуçланă: Сергей Петрович – музыка учителӗ, Лидия Изандуковна – рисованипе черчени вӗрентекенӗ пулса. Сакăр çул ӗçлесен икӗ ача çуратса ӗлкӗрнӗ çамрăк çемье Анат кама хулине пурăнма куçнă. Унта вӗсем хулари 9-мӗш номерлӗ шкула ӗçе вырнаçнă.

Лидия Изандуковна çак шкулта 30 çул ытла ӗçленӗ. Вăл вӗрентнӗ ачасенчен нумайăшӗ ӳнер шкулӗсенче, студисенче малалла вӗреннӗ, аслă шкула çак енӗпе кӗнисем те чылайăн. Пултаруллă учителӗн ӗçне шкул администрацийӗн, хулари вӗрентӳ управленийӗн, хулапа район администрацийӗсен, РФ Вӗрентӳпе наука министерствин дипломӗсемпе тата Тав хучӗсемпе палăртнă.

Анат Кама хулинче ӗçленӗ хушăра Сергей Петрович музыка учителӗ пулса 9-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш номерлӗ шкулсенче ӗçленӗ, районти музыка шкулӗн завучӗнче те тăрăшнă. Вăл ертсе пыракан ача-пăча хорӗ тӗрлӗ конкурссенче пӗрре мар малти вырăн йышăннă. Ӗçри çитӗнӗвӗсемшӗн Сергей Петровича пӗрре мар Хисеп хучӗсем парса чысланă. Пӗр мероприяти те хисеплӗ педагогăн баянӗн илемлӗ янăравӗсӗр иртмен.

Изандук Аландукович Байтимиров, Лилия Изандуковнăн ашшӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă вăхăтӗнче Хусанта çар заводӗнче ӗçленӗ, Мускавра çар аэродромӗнче хӗсметре тăнă. Ăна «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» медальпе чысланă. 1943 çклхи август уйăхӗнче сывлăхне пула демобилизациленнӗ. Тăван ялне таврăнсан сентябрӗн 1-мӗшӗнчех Çутă Кӳлӗри пуçламăш шкулăн учитель-заведующийӗ пулса ӗçе илнӗ ăна. Ӗç кӗнекинче унăн ӗçе илни пирки тата 35 çултан тивӗçлӗ канăва тухнăран ӗçрен хăтарнине çирӗплетсе çырнисем кăна.

Татьяна Сергеевна Глебован (хӗр чухнехи хушамачӗ Ягуткина) ачалăхӗ вӗрентекенсен хушшинче иртнӗ. Шкул пӗтерсен мӗнле професси суйласси пирки ыйту тăман ун умӗнче – вăл педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ чух вăл Анат Камăри 9-мӗш номерлӗ шкулта педагогика практики иртнӗ. Алла диплом илсен тăван шкула биологи учителӗ пулса ӗçлеме килнӗ. Каярах вăл Анат Кама районӗнчи Красный Ключ шкулӗн директорӗн вӗренӳ енӗпе çумӗ пулса тăнă. Халӗ Татьяна Сергеевна Анат Камăри 20-мӗш номерлӗ шкулăн директорӗ. Виçӗ çул хушшинче пысăк ӗç турӗ вăл: шкулти чӳречесене улăштарттарчӗ, футбол уйӗ тутарчӗ, вӗрентӳ учрежденийӗнчи туалетсенче тӗпрен юсав ирттерчӗ. Татьяна Сергеевна пек çынсем пирки: «Çирӗп характерлă хӗрарăм», – теççӗ. Шкул коллективӗ вара пултаруллă директорпа мăнаçланать!

Ягуткинсен çемйин педагогикăри ӗçӗн пӗрлехи стажне хушсан 113 çул пулать.

Вӗрентекенсен династийӗ... Мăнаçлăн, çирӗппӗн илтӗнеççӗ çак сăмахсем. Вӗсем çитӗнекен ăрăва вӗрентес, воспитани парас пархатарлă ӗçе суйласа илнӗ çынсен пархатарлăхӗпе паттăрлăхне, таланчӗпе ăс-хакăлне уйрăмах палăртаççӗ.

Педагогика династийӗсен вăйӗ мӗнре-ха? Мӗншӗн çӗршывшăн йывăр тапхăрта эпир вӗсем пирки мăнаçланса, пуç тайса калаçатпăр? Ман шутпа, тăван çынсем йăла-йӗркене çемьере кăна мар, ӗçре те упраса пыни ырă кăмăллăхăн, гражданла тивӗçӗн чи паха идеалӗсене ăрурăн ăрăва ăнăçлăн парса пыма пулăшать.

Çемье династийӗн историне тӗпчесен çак çынсен чăтăмлăхне асăрхатăн, чыслă наградăсем, конкурссенчи çӗнтерӳсем, ӗç кӗнекине çырнă тав сăмахӗсем ахальтен парăнманнине чӗрепе ăнланса илетӗн.

Кашни педагогика династийӗ яла, хулана, района чыс кӳрет. Кашни вӗрентекен – хăйне пӗр истори, тăван шкулăн, тăван ялăн, çӗршывăн историйӗ. Историе вара пӗлмеллех. Пиртен уйрăлса кайнисене асра тытмалла, халӗ юнашар пурăнакан, хăйӗн ӗçӗшӗн тем тума хатӗррисем, чунне ачасене паракансем пирки пӗлмелле.

Вӗрентекеншӗн чи кирли – ăна ыттисем асра тытни. Асра тытаççӗ-тӗк – эппин чӗререн хисеплеççӗ, юратаççӗ. Хамăр çемьери вӗрентекенсем  çинчен пухнă материал усăллă пуласса чӗререн шанатăп. Эпӗ çак статьяра Ягуткинсен çемйин хăйнеевӗрлӗхне кăтартас, вӗсен педагогикăри тӗлӗнмелле опычӗпе паллаштарас терӗм. Çакнашкал çемьесем çулсем иртнӗçнемӗн йышланса кăна пырасса, ăрусен çыхăнăвӗ татăлмасса чӗререн шанатăп.

Лейсан ГАРИФУЛЛИНА,

аслă квалификаци категорийӗллӗ вӗрентекен.

Анат Кама хулинчи 20 шкул.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев