ЯЛ ÇИЙӖН ÇӖНТЕРӲ ЯЛАВӖ ВӖЛКӖШЕТ
Ульяновск тăрăхӗнче пурăнакан паллă таврапӗлӳçӗ Николай Казаков тăван Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче хăйне евӗрлӗ акци ирттерчӗ. Аслашшӗ Ананий Яковлевич Казаков вăрçăччен çемйипе пурăннă çурт çине ял çыннисемпе пӗрле Çӗнтерӳ ялавне çакрӗ.
Ульяновск тăрăхӗнче пурăнакан паллă таврапӗлӳçӗ Николай Казаков тăван Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче хăйне евӗрлӗ акци ирттерчӗ. Аслашшӗ Ананий Яковлевич Казаков вăрçăччен çемйипе пурăннă çурт çине ял çыннисемпе пӗрле Çӗнтерӳ ялавне çакрӗ.
Ананий Яковлевичăн шăпи çăмăл пулман. Пиллӗкре чухнех амăшӗсӗр тăрса юлнă. Граждан вăрçи вăхăтӗнче, 1919 çулта, хӗвелтухăç фронтӗнче çапăçнă. Пермь хулине шуррисенчен хăтарнă чухне йывăр аманнă. 1932 çулта ăна большевиксен партине илнӗ. Коммунист ята тивӗçлӗ пулнине ӗмӗр тăршшӗпех ӗнентернӗ вăл. Коммунист пекех паттăррăн вилнӗ. Вăрçăччен колхоз председателӗнче тăрăшнă, ялта çӗнӗ пурнăç тума хутшăннă пирвайхи çынсенчен пӗри пулнă. 1942 çулхи ноябрь уйăхӗнче Сталинград патӗнче çапăçса пуç хунă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен ячӗсене ӗмӗрлӗхе хăварасси пирӗн тивӗç. Сталинград патӗнчи çапăçу пуçланас кун умӗн (1942 çулхи июлӗн 17-мӗшӗнче нимӗçсем Кавказа наступлени пуçланă. Августăн 23-мӗшӗнче йывăр çапăçура нимӗçсен 14-мӗш танк корпусӗ Сталинградăн çурçӗр енчи Атăл патне тухнă. Сталинград фрончӗн çарӗсене татнă) тăванне асăнса çурт çине сăнӳкерчӗкпе асăну хăми вырнаçтарчӗç.
Хăйне евӗрлӗ мероприятие ялти ветерансен Канашӗн председателӗ, таврапӗлӳçӗ Г. Н.Карсаков, запасри çар çынни, кӳршӗ ялти Ю.Н. Кузнецов, ял çыннисем Н.П.Мискинпа Г.Н.Агапов хутшăнчӗç.
Халӗ ял çийӗн, фашизма çӗнтернин символӗ – Çӗнтерӳ ялавӗ мăнаçлăн вӗлкӗшет.
150-мӗш стрелоксен дивизийӗ 8-мӗш çар йышӗнче йӗркеленнӗ. Паянхи кун Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Ялавне Рейхстаг çине вырнаçтарнă дивизи каллех нацизмпа кӗрешет.
М. САЗОНОВ.
Г.Карсаков сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев