Ял шкулӗн учителӗ пулма çăмăл мар халӗ
«Вӗрентӳри тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» кăкăр паллине тивӗçнӗ Сергей Витальевич Григорьевăн пӗтӗмӗшле педагог стажӗ 32 çул. Ӗç çулне лаборантран пуçланăскер, Пăва районӗнчи Тури Лашчи шкулӗнче 27 çул биологи предметне вӗрентет.
Шкул вӗрентекенӗн профессийӗ хӗрарăм сăнӗллӗ пулса кайрӗ темелле пуль, мӗншӗн тесен педагогика коллективӗсенче хӗрарăмсем ытларах халь. Ӗç укçи тивӗçтерменнипе е ӗçӗ яваплă та йывăррипе-ши арçынсем ку профессипе ӗçлесшӗнех мар пит. Пăва районӗнчи Тури Лашчинчи тӗп шкулта та акă 13 вӗрентекенрен иккӗшӗ кăна арçынсем (оптимизациччен 9-ăн пулнă).
Сергей Иппатьевич Смирнов ачасене физкультура тата хăрушсăрлăхпа Тăван çӗршыв хӳтӗлевӗн никӗсӗсем (ОБЗР) предметсене вӗрентет пулсан, Сергей Витальевич Григорьев – биологи, хими, технологи, музыкăпа ИЗО. Çак педагогсем пурришӗн те питӗ хытă савăнать шкул директорӗ Ильсеяр Ирековна Шарафутдинова. Мӗншӗн тесен шкулта ваннине-туснине юсамашкăн ютсене чӗнмест. «Пӗтӗм шкул Сергей Витальевич çинче тытăнса тăрать пирӗн», – терӗ хальхинче те Ильсеяр Ирековна. Çавăнпа педагогпа эпир тӗл пулсах калаçрăмăр.
Пофессипе Сергей Витальевич Григорьев биолог тата технолог. Пӗрремӗш пӗлӗве Хусанти педагогика университетӗнче илнӗ, иккӗмӗшне ХФУн ăсталăха ӳстермелли центрта. Профессие ăнсăртран суйламан, ашшӗпе-амăшӗ çак шкултах ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă педагог-ветерансем унăн. Ашшӗ Виталий Федорович нумай çул Тури Лашчи шкулӗн директорӗнче ӗçленӗ, амăшӗ Людмила Григорьевна вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Мăшăрӗ те Сергей Витальевичăн педагог, Светлана Валерьевна хальхи вăхăтра ку шкулта вырăс чӗлхипе литератури предметне илсе пырать. Кӳршӗллӗ Чăваш Шуршу ялӗнчен çӳреççӗ вӗсем ӗçе.
– Эпӗ – аттен, мăшăрăм аннен ӗçне тăсатпăр. Атте çук ӗнтӗ, пилӗк çул каялла йывăр чирлесе вилсе кайрӗ. Халӗ те эпир аннене пăхса пӗрлех пурăнатпăр-ха. «Ачам, каймаллаччӗ хулана», – текелет вара анне. Пирӗншӗн тăрăшать ӗнтӗ, çăмăлрах пултăр тет. Эпир çапла мăрта (вӗлле) хурчӗсемпе аппаланса ялтах пурăнатпăр, ӗçлетпӗр. Шкулӗ кăна ан пӗттӗр. Тутиелте ав, шкул хупăнчӗ, ачасене кунта илсе килчӗç. Пӗр енчен аван-ха ӗнтӗ, автобуспа илсе çӳреççӗ, ăшăра, çитереççӗ.
Хамăр ачасем, Станиславпа Алиса, Хусанта тӗпленчӗç пирӗн. Ывăл Турă пулăшнипе салтакран лайăх çаврăнса килчӗ, халӗ ГТРКра программистра ӗçлет. Тӗрӗссипе, салтака ярасшăн пулмарăмăр ăна, вăл вара хăй каяс терӗ. Ульяновск хулине лекрӗ, учебка хыççăн Мускава куçарчӗç. Связист вăл пирӗн. Хӗрӗмӗр Алиса «Таттелекомра» ӗçлет, – паллаштарчӗ çемйипе педагог.
Паянхи кун педагогăн ӗçӗ чăнах та сахал мар, ял шкулӗсенче ачасен шучӗ чакнипе оптимизацие пула харăсах темиçе предмет илсе пыма тивет. Урок ирттернипе кăна мар вӗт-ха, ачасене олимпиадăсене, патшалăх экзаменӗсене хатӗрлемелле, проектсем çырма хăнăхтармалла, çитменнине кашни предметпа. Çавăнпа ялти шкул учителӗ пулма пӗрре те çăмăл мар халӗ.
Кунсăр пуçне Сергей Витальевич тата 5-мӗш классене ертсе пырать. Класра 7 ача ун. Вӗренӳре ӗлкӗрсе пынисӗр пуçне, усал ӗçсем туса йăнăш çулран пăрăнасран, пирус туртса, эрех ӗçсе сывлăха хавшатасран вăхăтра асăрхаттарма тăрăшать. Анчах ача воспитание чăн малтан çемьере илмелле, унтан тин шкулта. Хăш-пӗр ашшӗ-амăшӗ енчен контроль сахалраххишӗн чунӗ ыратнине пытармарӗ класс ертӳçи. Юраманни вара ачана яланах илӗртет, ку шкулта та акă электронлă пируспа иртӗхекенсем тупăнкалаççӗ-мӗн.
Ялти ачасенчен нумайăшӗ ӗç патне çыпăçса ӳсменни те хумхантарать ăна. Педагог-технологăн вӗренекенсене урокра пахчара сухан лартнинчен пуçласа йывăçпа ӗçлеме хăнăхтарма тивни пирки кăна мар кунта сăмах.
– Пирӗн вăхăтра вӗт мӗнлеччӗ: 18 ача шкултан пӗр ял еннелле, тепӗр 20-шӗ тепӗр еннелле утатчӗ. Çӳренӗ вӗт, сывлăхлăрах та пулнă. Халӗ ачасем ачашланчӗç, вăл ыратать вӗсен, ку... хускану çук-тăк çапла пулать те. Эп кăна биолог пек калап-ха ӗнтӗ. Вӗренесшӗнех те мар, çăмăл енсем кăна шыраççӗ. Ăçта ӗнтӗ вăл çăмăлли халь? Эпир кăна каламалла мар, ашшӗ-амăшӗн те ачисене вӗренме хистемелле. Эпир хамăртан мӗн килнине – паратпăр. Ӗлӗкхи пек шкул хыççăн юлса вӗренесси çук халӗ, мӗншӗн тесен ачасене уроксем хыççăн автобус кӗтсех тăрать, – тăсăлать малалла калаçу.
Ачасене халӗ шкултанах профессипе интереслентерес задача тăрать. Сергей Витальевич Григорьев ку тӗллеве те майпен пурнăçлать. Технологи урокӗсенче утарçă ӗçӗн пӗрремӗш хăнăхăвӗсене парать, вăрттăнлăхӗсемпе паллаштарать. Питӗ килӗшет иккен ачасене ку. Кирлӗ ӗç, тен, хăшӗ те пулсан ял хуçалăх профессине суйласа утраçă пулас тейӗ малашне.
Хальхи вăхăтра Сергей Витальевичăн хӗрӳ вăхăт, уроксемсӗр пуçне 9-мӗш класс хӗрачине биологи предмечӗпе экзамена хатӗрлет. Пăвари медицина училищине вӗренме кӗме ӗмӗтленекен хӗрпӗрчи патшалăх тӗрӗслевӗ валли биологи предметне суйланă. Ку предмета ыттисенчен ытларах кăмăллакан тепӗр хӗр те пур шкулта, вăл та медицина профессине суйлас ӗмӗтлӗ-мӗн, чăн та 7-мӗш класра кăна вӗренет-ха хальлӗхе, вăхăт çитсен вăл та биологипе патшалăх экзаменӗ тытасса питӗ шанать педагог.
Ку шкулта ачасен гитара каласа вӗренме май пур тата, уроксем хыççăн юлса 3 ача гитара калама хăнăхать. Кăна та Сергей Витальевич Григорьев ертсе пырать. (Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев