Йăлана кӗнӗ проектсем кăçал та пулаççӗ
Июнӗн 4-мӗшӗнче С. Сайдаш ячӗллӗ Культура центрӗнче Атăлçи округӗпе паллă «Апуш» ача-пăча студийӗсен пӗрлешӗвӗ театр сезонне вӗçлерӗ.
Хулара паян пилӗк студи ӗçлет: асăннă «Сайдаш», «Чулпан», «Московский» культура центрӗсенче, Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче тата «Апуш. Нэнилэр» шкул-студири кӗçӗн çулти ачасем. Вӗсем пурте ытларикун «Сайдаш» сцени çинчен çак вӗренӳ çулӗнче пухнă сцена опычӗпе паллаштарчӗç, хăйсен творчествăри ӳсӗмне кăтартрӗç.
Июнь уйăхӗнче «Хәрәкәттә — бәрәкәт» интерактивлă проект пирӗн пата таврăнать. Г. Камал ячӗллӗ театр умӗнчи тӳремре, Кабан кӳллин çыранӗнче июнӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа кашни кӗçнерникун каçхине 6 сехетре тутар ташшине вӗренме май пулӗ. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан тутарсен ташшисене вӗрентнӗ — Самара, Урал, Çӗпӗр, Астрахань таврашӗнче пурăнакансенне тата мишерсенне. Тутар фольклор коллективӗсем хусансемпе, хула хăнисемпе вăйă вылӗç, ташă хусканăвӗсене хăнăхтарӗç.
Хусан мэрийӗн çуллахи планӗсем çинчен Хусан Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Гузель Сагитова, «Пурнăç йывăççи» проектăн наука ертӳçи Фанзия Завгарова каласа пачӗç.
Халăха килӗшнӗ «Пурнăç йывăççи» («Древо жизни») проект авалтан çакăнта пурăнакан çичӗ халăхăн — тутар, мари, чăваш, удмурт, мордва, вырăс, пушкăрт — культурипе, йăли-йӗркипе çывăхрах паллашма май парать. Юрӗ-ха, ытти халăхсенне халиччен пӗлмен, хăш-пӗр япалана, йăлана тăван халăхăнне те çак фестивальтен пӗлме пуçлатăн. Кун пек тӗслӗхсем çук мар.
Кăçал «Пурнăç йывăççи» çине Çемье çулталăкӗ витӗм кӳрет. Июлӗн 3-мӗшӗнче Горький ячӗллӗ паркра вырăнти тӗрлӗ наци çыннисен туй йăлисене кăтартӗç. Паллах, юрри-ташши те, ăстаçăсем ӗçе хăнăхтарасси те йăлтах этем пурнăçӗнчи пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăмпа — çемье çавăрассипе çыхăнӗ.
Августăн 7-мӗшӗнче иртекен «Пурнăç йывăççи» вара çемьен тепӗр тапхăрӗпе, ача çуралнипе çыхăннă. Кашни çын савăнса йышăнать çак хыпара, анчах кашни нацин йăлисем тӗрлӗ, пӗрпеклӗхсем те çук мар, паллах. Çавăнпа фестивалӗн августра иртекен пайӗ те кăсăк пуласса шансах тăратпăр.
«Итиль» этнофестиваль кăçал тăваттăмӗш хут иртет. Вăл та Горький ячӗллӗ паркрах, августăн 10-мӗшӗнче пулать. Палăртар, «Итиле» çамрăк çемьесем ачасемпе çӳреме юратаççӗ. Пӗтӗмӗшле илсен йӗркелӳçӗсем хăйсен тӗллевлӗ аудиторийӗ çамрăксем тесе шутлаççӗ курăнать. Фестивальте чăнах та яш-кӗрӗм нумай. Кӳршӗ регионсенчен, Мускавран, Санкт-Петербургран килекен фольклор, альтернативлă музыка артисчӗсене итлеме питӗ кăсăк. Çитменнине пурте «чӗрӗ сасăпа» юрлаççӗ. Паллах, фестивалӗн хедлайнерӗ те пулать, анчах хальлӗхе вăл паллă мар терӗç спикерсем. Тӗрлӗ çулсенче «Итильте» Манижа, Тина Кузнецова юрланă.
Çак фестивалӗн ырă енӗсем нумай, вӗсенчен пӗри — наци кухнисем. Вӗсемпе паллашма çеç мар, апачӗсене астивсе пăхма, тăраниччен çиме пулать.
Тӗрлӗ республикăран, облаçран килнӗ дизайнерсен ӗçӗсемпе паллашма та кăсăк. Килӗшнисене туянма май пур.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев