Ялсенче ӗне сасси илтӗнмесен пуласлăх мӗнле пулӗ?
Паянхи кун сӗт хакӗ чакни ял çыннисенчен нумайăшне калаçтарать. Лавккасенче сутакан сӗт хакӗ вара пӗр пус та чакман. Ӗне усрасси тăкаклă вӗт-ха. Ялта пурăнакана хисеплемелле пек те, пасар экономики пире май хăçан çаврăнӗ-ши? Утă-улăм, тырă хакӗ те чакмасть вӗт, сӗте вара килограмне 14–16 тенкӗпе сутса пысăк тупăш илеймӗн.
Ялта ӗç çуккисемшӗн ӗне пӗртен-пӗр тупăш çăлкуçӗ-çке. Ачасене те пылак çимӗç кирлӗ, часах ак шкула кайма вăхăт çитет, мӗн кирлине туянма нумай укçа тăкакланать. Газшăн та, электроэнергишӗн те кашни уйăхрах тӳлемелле.
Нумай ӗне тытакансем, тӗпрен илсен, аслă тата вăтам ăру представителӗсем, çамрăксене вара ку ӗç илӗртмест. Ялсенче 3-шер е ытларах та ӗне усракансем те пур. Пасарсенче уттăн пӗр тюкне вăтамран 2 пин тенкӗпе сутаççӗ. Сӗт хакӗ малашне те çавăн пекех юлсан, пытарма та кирлӗ мар, халăх кăмăлсăрланать.
Çамрăксем паян выльăх-чӗрлӗх усрасшăнах мар. «Лавккара мӗн кирли йăлтах пур», – теççӗ. Ватăраххисем те ялан çамрăк пулаймӗç, сывлăхне те упрамалла. Анне, çиччӗмӗш теçеткепе пырсан та, ирхи шуçăмпа тăрса икӗ ӗнене кӗтӗве хăвалать. Вӗсемпе йăпанса пурăнать, сӗт хакӗ ӳсессе кӗтет. «Сывлăх кăна пултăр», – тет малашлăха шанса.
Малашне те çавăн пек хаксем пулсан ӗне усракансем юлӗç-ши ялта? Нумайăшӗ сутасси пирки те час-час сăмах хускатать. Выльăх-чӗрлӗх йышне пӗрре чакарсан çӗнӗрен туянса усрама йывăр пулать.
Ялсенче ӗне сасси илтӗнмесен пуласлăх мӗнле пулӗ? Картиш пушанса юлсан унта хыт-хура ӳссе каймӗ-и? «Картиш выльăх-чӗрлӗхпе чăх-чӗп сассипе тулни илемлӗ», – тенӗ ваттисем. Шухăшлаттарать ку ыйту.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев