Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Январӗн 11-15-мӗшӗсенче Хусанта йӗлтӗрпе чупассипе Раççей кубокӗ иртет

Хусанти йӗлтӗрпе биатлон комплексӗ Раççей кубокӗн тапхăрне ирттерме хатӗр. Тутарстан йӗлтӗр спорчӗшӗн вăл чи пысăк ăмăрту пулӗ.

ТР Спорт министрӗ Владимир Леонов Хусанти Мирный поселокӗнче вырнаçнă йӗлтӗрпе биатлон комплексӗ Раççейӗ кубокӗн 5-мӗш тапхăрне хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçленнине Çӗнӗ çул умӗнех пӗлтерчӗ. «Пирӗн йăлтах хатӗр, пурте ӗçлет, çутăсене тӗрӗслерӗмӗр. Килнӗ комисси пирӗн трасса çӗршыври чи лайăх тарссăсенчен пӗри пулнине каларӗ», — терӗ вăл кун пирки.

Аса илтеретпӗр, йӗлтӗрпе чупассипе Раççей кубокӗн тапхăрӗ Хусанта январӗн 11-15-мӗшӗсенче иртет. Ăмăртăва çӗршыври чи лайăх йӗлтӗрçӗсем хутшăнаççӗ. Мирный поселокӗнчи йӗлтӗрпе биатлон комплексӗ пӗлтӗр март уйăхӗнче уçăлчӗ. Вăл йлӗтӗр трассинчен, пемелли 40 коридортан тата вакс-кабинăран тăрать. Кунсăр пуçне тӗрлӗ вăрăмăшлă 5 дистанци те пур.5 километрлă дистанцире анса хăпармалли çӳллӗш 160 метр, чи пысăк сăрт 32 метр çӳллӗш.

Хусанта йӗлтӗрпе биатлон комплексне лартма 2019 çулта йышăннă. Строительство темиçе тапхăрпа пынă. Ăна 2022 çулта январьте вӗçленӗ пулсан та юсав ӗçӗсене пула каярах уçма тивнӗ. Ун чухнех çитес икӗ çулта Мирный поселокӗнче хăна çурчӗ лартасси çинчен те пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев