Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Йăх-несӗлсем пирки пӗлмеллех

«Сувар» хаçатри салама вулани Аркадий Михайлова каярах кӗнеке çырма хавхалантарнă

 

 

Автор çинчен

Аркадий Аркадьевич Михайлов 1952 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă. Шкул хыççăн Теччӗри педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен тăван ялӗнчи сакăр çул вӗренмелли шкулта ачасене физика тата математика предмечӗсене вӗрентме пуçланă. Ӗçленӗ хушăрах куçăн мар майпа Хусанти патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ.

Аркадий Аркадьевича хăйӗн ӗç çулӗнче шкулта кăна вăй хума тивмен – вăл тăватă çул хушши Кивӗ Ӳсел ял Советне те ертсе пынă, икӗ çул «Сульча» колхозăн партком секретарӗнче тăрăшнă. Çапах та педагога шкулах хăй патне туртнă. 22 çул завучра ӗçленӗ вăл. 2014 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă. 

Раççей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ (çак ята ăна 2005 çулта панă) пенсие тухнăранпа кӗнекесем çырать. 

 

Нумаях пулмасть Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан педагогика ӗçӗн ветеранӗн, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗн Аркадий Михайлов-Юмартăн «Родственники, коллеги и друзья» кӗнеки кун çути курчӗ. «Кӗнекене хамăн мăшăрăн Наталия Сергеевнан Аксу районӗнчи Емелькино тăрăхӗнчи тăванӗсене, ӗçтешсене тата юлташсене халаллатăп», – тесе çырнă автор малтанхи страницăсенчен пӗринче. Тӳрех каласа хăварас килет: çак кӗнекене çырса Аркадий Аркадьевич питӗ пысăк ӗç тунă, нумай çынна хăйсен çемье историйӗсене тарăнрах пӗлме пулăшнă. 

 

Мӗн хистенӗ-ха педагогика ӗçӗн ветеранне çак кӗнекене çырма, ăçтан çав шухăш патне пырса тухнă? «Сувар» хаçатăн та тӳпи пур иккен çак кăларăм тухнинче. Ăна Аркадий Аркадьевич яланах çырăнса илет. Акă мӗн çырать автор кӗнекен умсăмахӗнче: «Суварăн» 2024 çулхи пӗрремӗш номерӗ январӗн 12-мӗшӗнче тухрӗ. Пичет кăларăмӗн юлашки страницинче Аксу районӗнчи Емелькино вăтам шкулӗнче ӗçлекен аслă квалификаци категорийӗллӗ вӗрентекене Анастасия Владимировна Кононовăна юбилейпе юратнă мăшăрӗ, ачисемпе мăнукӗсем, Романов­сен çемйи саламланă... Тивӗçлӗ канăва тухнăранпа эпӗ хамăн ӗçтешӗмпе тӗл пулман, çавăнпа та Анастасия Владимировнăна шăнкăравласах саламлас шухăш çуралчӗ. Районти вӗрентӳ системинче пӗрле ӗçленипе ăна 1992 çултанпа пӗлетӗп, принциплă, хăйӗнчен тата вӗрентекенсемпе ачасенчен çирӗп ыйтакан педагог вăл. Районти вӗрентӳ уйрăмӗн специалисчӗсем мана Анастасия Владимировнăпа çыхăнма пулăшрӗç. Çакăн хыççăн эпир унпа мессенджер урлă çыхăну тытма пуçларăмăр. 

Эпӗ хамăн ӗмӗрте Емелькинăра икӗ хутчен кăна пулнă. Пуçласа  мăшăрпа Наташăпа унта 1982 çулта хӗлле кайнăччӗ, арăмăн кукашшӗ Илья Кириллович Федотов патӗнче хăнара пултăмăр. Иккӗмӗш хут вара 2005 çулта пулса курма тӳр килчӗ. Ун чух Емелькино шкулӗнче районти завучсен семинарӗ иртрӗ. Ăна шăпах А.В.Кононова ертсе пычӗ... 

Анастасия Владимировна мана Федотовсемпе унăн мăшăрӗ енчи тăванӗсен Кононовсен пӗр йăх тымарӗ пулни пирки пӗлтерчӗ. Емелькинăри çак йăха пуçласа яраканни, ялти сумлă ватă Лия Ивановна Шурыгина каланă тăрăх, Леверук тата унăн ывăлӗ Куни (Конон) пулнă иккен. Çак сведенисем пире мăшăрпа иксӗмӗре питӗ кăсăклантарса ячӗç. Эпӗ кӗнеке çырма шутларăм. Архив материалӗсене тӗпчерӗм, Этемшӳ юханшывӗ хӗррипе ларакан ялсен историне вуларăм, Кононовсемпе Федотов­сене çыхăнтаракан йăх тымарӗсене тупса палăртас енӗпе ӗçлерӗм. 2024 çулхи июньте ятарласа Емелькино ялне çитсе килтӗм, Татьяна Ильинична Федотова, Василий Борисович Кононов çемйисемпе, ялти сумлă ватăсемпе Лия Ивановнăпа тата Александр Сергеевич Шурыгинсемпе тӗл пултăм...» – тесе çырнă умсăмахра Аркадий Михайлов. 

Малтан автор Емелькино ялӗн истори­йӗпе паллаштарать. Саврăш ялӗн чиркӗвӗн докуменчӗсенче пуçласа 1797 çулта асăннă ялăн кун-çулӗ пирки вуласа пӗлме питӗ интереслӗ. Хальхи пек ялан Аксу районне кӗмен вăл. Ӗлӗкрех Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнче шутланнăскер, иртнӗ ӗмӗрте малтан Пӳлер, унтан Чистай, Алексеевски районӗсене кӗнӗ. 1977 çултанпа – Аксу районӗнче. А.Михайлов Атăлçи Пăлхар вăхăтӗнчи историе те илсе кăтартнă ку кӗнекене çырнă май, нумай историллӗ материалсем вуласа пӗлнӗ. Вулаканшăн ӗненмелле пултăр тесе авалхи карттăсене те илсе кăтартнă. 

Хăйӗн мăшăрӗн Наталия Сергеевнан несӗлӗсене – Кононовсемпе Федотовсен йăхне пуçлакансене – архив докуменчӗсем пулăшнипе 1715 çулта çуралнă Владимир Степановран пуçласа паянхи кунччен тупса палăртнă. «Ялта кашни çын тăван», – тесе ахальтен каламаççӗ пулӗ. Çак кӗнекене вуласан ку чăннипех çапла пулнине ӗненетӗн. Акă автор хăйӗн мăшăрӗ тухнă йăхсене – Кононовсемпе Федотовсене – питӗ тарăн тӗпченӗ, вӗсем çинчен интереслӗ çырса кăтартнă. Çакăнтах Емелькинăри Елисеевсем, Никитинсем, Ильинсем, Шурыгинсем, Унтакшăри Михайловсем, Кивӗ Илт­рекьелӗнчи Альметкинсем çинчен те тӗплӗн тишкернӗ автор. Кусем пурте Федотовсемпе, Кононовсемпе çыхăннă. 

Мана, çак йӗркесен авторне, Емелькинăри Никитинсен йăхӗнчен тухнăскере, хамăн несӗлсем çинчен вуласа пӗлме питӗ интереслӗ пулчӗ. Аксу районӗнчи хисеплӗ таврапӗлӳçӗ Владимир Чураков архив докуменчӗсене тӗпчесе атте енчи несӗлсене 1790 çултан пуçласа тупса панăччӗ-ха. Çак кӗнекен авторӗ Аркадий Михайлов вара пирӗн йăха 1663 çулта çуралнă тӗне кӗмен чăвашран Черняч Акпеловран пуçласа тӗпчесе пӗлнӗ. Ун ачисем Ротка, Тăхтаман, Чурач, Паттăр, Бахтиер, Михала, Марфа – чăн чăвашла – ятлă пулнине пӗлме çав тери интереслӗ пулчӗ мана. 

Никитинсем Федотовсен йăхӗнчен тухман, анчах та вӗсемпе тăванланнă. Ман асаттепе пӗртăван Кӗркури мучин (Григорий Николаевич Никитин, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ, 1912 çулхи) мăшăрӗ Прасковья Кирилловна Федотовсен йăхӗнченччӗ. Çавăнпа кӗнеке авторӗ Никитинсен йăхне те питӗ тарăн тӗпченӗ, таймапуç Аркадий Аркадьевича пысăк ӗçшӗн!

Çавăн пекех Сӗнчел тăрăхӗнчи Василь­евсемпе Мудровсем, Çӗньялти Садовниковсем çинчен те вуласа пӗлме пулать. Кӗнекене архив докуменчӗсемпе, çырса кăтартнă çемьесен сăнӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнă. 

Калама çук кирлӗ, питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗç тунă Аркадий Михайлов. «Родственники, коллеги и друзья» кӗнеке унта çырса кăтартнă йăхсенчен тухнисемшӗн уйрăмах хаклă. Унпа паллашакансенчен: «Хамăрăн несӗлсем пирки халиччен пӗлменнине пӗлтӗмӗр, çав таранччен те тӗпчеме пулать иккен», – тенине пӗрре мар илтме тӳр килчӗ. Эппин автор хăйӗн тивӗçне пурнăçланă. 

«Пирӗн хамăрăн тăван тăрăх, йăх-­несӗлсемпе тăвансем пирки пӗлмел­лех», –­ тенӗ автор кӗнекен хыçсăмахӗнче. Кашни сăмахӗпе килӗшетӗп. Аркадий Аркадьевича малашне те кӗнеке хыççăн кӗнеке кăларма хавхалану, ăнăçу сунатăп.

А.Михайлов архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Генеалогия