ИГНАТИЙ АРХИЕРЕЙ ХАЛĂХ КУÇ ПЕК КӖТЕТ
Игнатий архиерей кӗске отпуск вăхăтӗнче те çынсемпе тӗл пулмасăр пурăнаймасть. Ку эрнере вăл Анат Кама районӗнчи Оша ялне килсе кайнă
Хăй каласа панă тăрăх, кунта унăн пиччӗшӗ, ашшӗн иккӗмӗш сыпăкри шăллӗ Кузьма Ильин пурăнать. Вăл 1930 çулхи, 91 çулпа пырать. Сумлă çулӗсене пăхмасăрах Кузьма пичче хуçалăх ӗçӗсемпе аппаланать, качакасем тытать. Игнатий владыка ятарласа ăна сыптарма килсе кайнă.
– Пиччен сывлăхӗ йывăртарах. Çавăнпа килтӗм те. Хăйне те, мăшăрне те сыптарса хăвартăм. Евгения инке вырăс хӗрарăмӗ. Питӗ килӗштерсе пурăнаççӗ вӗсем. Манăн пичче аттепе питӗ туслă пулнă, хӗсметре те вӗсем пӗр вăхăтрах тăнă, пӗр-пӗрне çыру çӳретнӗ. Кузьма пичче те атте пекех Турра хытă шанакан çын, салтакра та типӗ тытнă. Тăватă çул пулнă хӗсметре. Вăл та семинарие вӗренме каясшăн пулнă та, анчах авланнă. Пурнăçӗ унăн çăмăл пулман, нумай курнă, нумай тӳснӗ. Çапах та чун ырăлăхне упраса хăварнă, ялан çынна пулăшма тăрăшнă, – каласа пачӗ Игнатий архиерей хăйне шăнкăравласан.
Анат Кама районӗ Чистай епархине кӗрет. Кунти çынсем Игнатий владыкăна вăл епископра ӗçленӗ хушăра чунтан йышăннă. Çавăнпа паян кунччен ăна Кемерово тăрăхне куçарнăшăн хуйхăраççӗ. Владыка Анат Кама районне килнине пӗлсенех ял çыннисем Кузьма Ильин килӗ умне пуçтарăннă. Хăшӗ пил ыйтнă, тепри кӗл тума йăлăннă. Епископа хăйсенчен питӗ инçете илсе кайнăшăн хурланнине йӗре-йӗре пӗлтернӗ вӗсем.
Хальхи вăхăтра архиерей Ульяновск хулинче тăрать. Кунта та ун патне кашни кун çын килет. Кашнин валли Игнатий владыка ăшă сăмах тупать, хăйне ку вăхăтра çăмăл пулмасан та. ( Игнатий владыкăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗкре Игнатий владыка Кузьма Ильинпа (сулахайра) тата ял-йышпа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев