Игорёк
Çулӗсене кура мар çирӗп йышăну тунă – Тăван çӗршыва хӳтӗлеме тăнă
Игорёк... Çапла юратса чӗннӗ ашшӗ-амăшӗпе çывăх тăванӗсем Нурлат районӗнчи Красномайский поселокӗнче çуралса ӳснӗ Игорь Щегалькова. Вероникăпа Вячеславăн виçӗ ачинчен иккӗмӗшӗ вăл, пӗртен-пӗр ывăл, йăха тăсаканни. Шел, ӗмӗте ятарлă çар операцийӗ татнă. Игорь Вячеславович Щегальков ефрейтор 2024 çулхи июлӗн 13-мӗшӗнче Донецк Халăх Республикинчи Курдюмовка (Артемовск районӗ) хула евӗр поселок çывăхӗнче çар заданийӗнчен таврăннă чух паттăррăн пуç хунă. Çав çулхине августăн 30-мӗшӗнче 22 çул кăна тултармалла пулнă-ха вăл…
«Лăпкăччӗ пирӗн Игорёк, кулса кăна тăратчӗ, – ассăн сывларӗ Çырчаллинче пурăнакан мăнакăшӗ Наталья Михайловна Григорьева кӗçӗн шăллӗн ывăлне аса илсе. – Хӗрупраçсемпе те çӳресе кураймарӗ, ача-пăчаллă пулма та ӗлкӗреймерӗ...» – куççулӗ юхрӗ те юхрӗ хăйӗн...
Игорь Щегальковăн чăнах та пурăнмалла та пурăнмаллаччӗ-ха. Кун валли унăн йăлтах пулнă: сывлăх, професси, çемье ăшши... Анчах 2021 çулта çулӗсене кура мар çирӗп йышăну тунă вăл – РФ Оборона министерствипе контракта алă пуснă.
Салтак
Тимӗрлекри шкулта 9 класс пӗтернӗ хыççăн Нурлатри аграри техникумӗнчен «4», «5» паллăсемпе тин кăна вӗренсе тухакан автомеханика 2021 çулхи июнӗн 21-мӗшӗнчех çара илнӗ. Тӗп профессипе пӗрлех тата водителе вӗренекенскер, права валли экзамен та парса ӗлкӗреймен. Щегальковсен пысăк çемйи (ашшӗпе пӗртăванӗсем кăна 6-ăн) тăванӗсемпе пӗрле авалхи йăла ирттерсе малтан Нурлатри çар комиссариатне ăсатнă ăна. Унтан Хусантан çар чаçне поезд çине лартса янă. Игорь Щегальков Кăнтăр çар округӗн Гудаута хулинчи (Абхази Республики) мотострелоксен чаçне лекнӗ.
«2021 çул. Сентябрь уйăхӗсемччӗ пуль. Телефонпа калаçнă чух Майкопа кайса килтӗм – Севастополе текелет хайхи. «Мӗн тăватăн унта?» – ыйтатăп кунран. «Медкомисси тухатăп», – тет. «Мӗнле медкомисси? Нурлатра, Хусанта тухнă вӗт. Майкоп тăрăх мӗнле медкомисси иртмелле сан?» – тӗпчетӗп каллех. «Мăнакка, эп сана нимӗн те каласшăн марччӗ, вăрçан тесе шутларăм, эпӗ контракт турăм», – тет. Çапла салтака кайсан икӗ-виçӗ уйăхранах икӗ çула контракт çырнă вăл пирӗн», – тăсăлать малалла калаçу.
Çӗрлехи задани
Мартăн 19-мӗшӗнче Абхазири çар чаçӗн 4 пине яхăн салтакӗн йышӗнче Игорь та эшелонпах Крым урлă СВО зонине кайнă. Малтанласа хăй ăçтине тăванӗсене питех каламан та: «Украинăра эпир», – текеленӗ кăна.
Тăванӗсем аса илнӗ тăрăх, Игорь малтанласа пирӗннисем ирӗке кăларнă поселоксене, кӗперсене сыхланă. Унтан обеспечени взводне, каярах (2023 çулта) передовойне миномет батарейине куçнă. 1-мӗш миномет взвочӗн аслă наводчикӗ пулнă вăл кунта. Характерне курах-тăр, Игорь Щегальков Тихий позывной илнӗ. Сăмах май, ятарлă çар операцине хутшăннă пирвайхи салтак вăл хăйӗн ялӗнче.
Çывăх çыннисемпе юлашки хут Игорь 2024 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çыхăнăва тухнă. Çав кунах çӗрле Ахмед позывнойлă (Пушкăртстан каччи) юлташӗпе иккӗшне Курдюмовка хула евӗрлӗ поселок патне разведкăна янă. Аса илтеретпӗр, 2024 çулхине çулла Курдюмовка поселокӗ патӗнче вăйлă çапăçусем пынă. ВСУшăн стратегилле пӗлтерӗшлӗ поселок шутланнă вăл. Артемовск çулӗ çине тухма талпăнса боеприпас хӗрхенмен тăшман. Кăнтăрла ройӗпех вӗçекен камикадзе-дронсемпе кассетлă бомбăсем пуçа та çӗклеме паманнипе пирӗн штурмовиксем çӗрле кăна ӗçлейнине «RT» телеканалăн военкорӗ Влад Андрица та хăйӗн сюжетӗнче асăнса хăварни пур.
Ахмедпа Тихий та акă задание ăнăçлах пурнăçланă-ха, каялла таврăннă чух вара ВСУ дронӗ асăрхаса пеме пуçланă. Юлташӗ тӳрех вилнӗ, Игорь икӗ çӗртен амансан та: «Командир, задание пурнăçларăмăр. Ахмед вилчӗ, мана амантрӗç», – теме ӗлкӗрнӗ. Çак заданире паттăрлăх кăтартнăшăн вӗсене иккӗшне те Паттăрлăх орденӗпе чысланă (вилнӗ хыççăн).
Аманнă чăваш каччи юн юхтарса хамăрăннисем патне 12 километр шунă. Квадрокоптертан палласа илсе пулăшма та пынă юлташӗсем. Анчах наçилкка çине хурсанах ВСУн «Баба яга» дронӗ вӗçсе çитнӗ, артиллерийӗ çунтарма тытăннă. Паллă ӗнтӗ, хальхинче Игорӗн сывă юлма майӗ пулман.
Шырав
Официаллă документсенче Игорь Щегальков июлӗн 13-мӗшӗнчен хыпарсăр çухални тăрать. Кун çинчен хыпар килтисене июль уйăхӗн вӗçӗнче тин çитнӗ пулсан та çемйи чылай маларах, çыхăнăва тухма чарăнсанах, канăçа çухатнă. Паян мар-тăк, ыран ырă-сывах çыхăнăва тухас шанăçа çухатмасăр шырама тытăннă. Çар комиссариатне, прокуратурăна, чаçне, командирӗсем патне вӗçӗмсӗр шăнкăравсем, ДНК-анализсем...
«Пире пур çӗрте те лайăх йышăнчӗç тесе калаймастăп. Хăш-пӗринпе вăрçăнма та тиврӗ. Пирӗн Игорь чăнах та сывă маррине хăйӗн чаçӗн çыхăну командирӗ: «Кам пулнине çырнă хута миххи ăшне чиксе хамах ăсатрăм, Ростовра шырăр», – тесе çирӗплетсен те нумайччен тупаймарăмăр-ха. Амăшӗ Çырчаллине кайса тепӗр хут ДНК-анализ тутарса ярса пачӗ. Аппан ывăлӗ Ростова кайса та килчӗ, виçӗ кун черетре ларнă вăл унта. Пуç хунă салтаксем çинчен информацие ашшӗпе амăшне тата çул çитнӗ пӗртăванӗсене кăна калама ирӗк пулнă иккен, нимӗнсӗрех таврăнчӗ. Хамăр кайма хатӗрлентӗмӗр, икӗ кунран çула тухмаллаччӗ, Ростовран амăшне шăнкăравласа ДНК анализсем тӳр килнине каларӗç», – аса илет çав йывăр самантсене мăнакăшӗ.
Игорь Щегальков чăнах та Ростоврах, рефрежираторта пулнă иккен. «Виççӗре чухнех пуçне йытă çурсан хыçалта çурма уйăх пек шрам юлнăччӗ унăн тата суккăр пыршăпа операци хыççăнхи. Амăшне Вероникăна видеоçыхăнупа ывăлне çавăра-çавăра çавсене кăтартсан иккӗленӳ юлмарӗ. Пӗлместӗп, мӗнле чăтрӗ-ши пирӗн кин çакна?» – каласа пачӗ Галина Михайловна.
Çапла темиçе уйăх вӗçӗмсӗр шырав хыççăн Игорь Щегалькова 2024 çулхи октябрӗн 22-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Красномайский поселокӗн масарӗнче юлашки çула чыслăн ăсатнă. Сăмах май, задание пӗрле кайнă Ахмед позывнойлă салтака 2025 çулта кӗркунне тин тупса пытарайнă.
Пиртен чи çамрăккиччӗ
«Игорь пиртен чи çамрăккиччӗ... 2024 çулта январь уйăхӗнче задание кайсан командирпа иккӗшӗ кăна сывă юлнăччӗ вӗсем. Игорь çăмăлрах аманнăччӗ, командир вара – йывăр. Темиçе кун юнашар пулнă Игорь унпа, пăрахман. Кайран темле майпа çыхăнăва тухайрӗç. Иккӗшне те илсе тухрăмăр ун чух», – каласа панă чаçӗнчен Игоре юлашки çула ăсатма килнӗ Василий Семенов салтак.
Ятарлă çар операцийӗнчен Игорь Щегальков икӗ хутчен кӗске отпуска килсе кайнă. Юлашкинчен килте 2023 çулта декабрь уйăхӗн çурринче пулнă. Ялта икӗ-виçӗ каç выртсан Çырчаллине кайнă. Чунӗ сиснӗ пекех, унта пурăнакан йышлă тăванӗсенчен кашнин патне çитсе килме май тупнă вăл. Ятарлă çар операцийӗ вӗçленсен кунта хваттер туянса пурăнма ӗмӗтленнӗ иккен каччă.
«Унта мӗн пулса иртнине питех каласа памастчӗ. Эпир ӗнтӗ выçă мар-и, тăхăнмалли пур-и тесе интересленетпӗр. «Лайăх ман», – тетчӗ ялан пире хирӗç. Хăйсем çуркуннерен тытăнса хура кӗркуннечченех çырмари шыва ӗçсе пурăннине, хăйсен шучӗпе апат туяннине каярах пӗлтӗмӗр. «Çыннисем мӗнле унта, вырăссем вӗт-ха вӗсем те?» – ыйтрăм пӗрре. «Тӗрлисем çакланаççӗ, поселоксенче тăнă чух каçхине урама тухнă хӗрпе каччăсем киле шăнкăравлама хăйсен СИМкисене параканнисем те пурччӗ»,– терӗ. Абхазирен пӗрле кайнă 4 пин салтакран 100 ытларахăшӗ кăна сывă юлнине каларӗ пӗрре. Аслăраххисене, опытлисене передовойне маларах янă пулнă иккен, вӗсене çамрăккисене каярах. Жетонӗпе докуменчӗсене тупнă ачапа тем пек калаçасшăнччӗ, вăл та сывă юлайман терӗç. Игорь пуç хунăранпа икӗ çул пулать, ун çинчен лăпкăн кăна аса илме çук. Халӗ те йывăр... Юлташӗсем, çамрăксем манмаççӗ ăна, клубра, хăй вӗреннӗ шкулта стенчӗ пур. Хирӗçре пурăнакан асламăшӗ, пирӗн анне, ялан: «Ачасене пытарма Турă ан хуштăр мана»,– тет, кунта акă мăнукне пытарма тиврӗ...» – калама çук пысăк çухатăва йышăнма йывăррине палăртрӗ Галина Михайловна.
Кăçал июлӗн 13-мӗшӗнче мăшăрӗпе иккӗшӗ ятарласах Абхазине кайма хатӗрленеççӗ вӗсем. Хăйсен Игорёкӗн çар чаçне çитсе унти çӗнӗ мемориалта пулса курасшăн.
Щегальковсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев