Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Искусствăлла интеллект кашни отрасльтех пулать

Тутарстан кăçал пилотлă регион пулса искусствăлла интеллект аталанăвӗн 2030 çулчченхи программине хута янă.

Программăпа апрелӗн 16-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗпе Илья Начвинпа ТР вӗрентӳпе наука министрӗн пӗрремӗш çумӗ Рамис Музипов паллаштарчӗç.

Хăвăрт пурнăçа кӗрсе пыракан искусствăлла интеллект (ИИ) çитес çулсенче алă айӗнчи хатӗре çаврăнасси иккӗленӳллӗ мар. Республикăн министерствисемпе ведомствисем унпа усă кураççӗ те ӗнтӗ (ГосПромпт платформа). Чăн та, пӗрисем хальлӗхе текстри йăнăша кăна тӳрелетеççӗ пулсан, теприсем отрасль аталанăвӗн прогнознех тăваяççӗ. Хусан, тӗслӗхрен, хулари маршрутлă автобуссемпе урамсенчи видеокамерăсен информацине тишкерсе çул-йӗр хуçалăхӗн пурăлхне пăхса тăрать, ăçта мӗн ваннине, юр тата çӳп-çапа вăхăтра тăкманнине тӳрех пӗлет.  

Спикерсем пӗр саслăн, ИИ çынна ылмаштаракан мар, вăхăт илекен вак-тӗвек чăкăлтăш ӗçрен хăтаракан пулăшуçă пулнине палăртрӗç. Тӗрӗссипе, çӗнӗлӗх те мар иккен искусствăлла интеллект, ун пирки ученăйсем 100 çул каяллах асăннă. Чăн та, аталантарма инфраструктура хатӗр пулман-ха ун чух. ИИ 2023 çултан вăйлă аталанма пуçланнă. ГигаЧат, Дипсик пек нейросетьсем çинчен илтмен е усă курман çын сайра халӗ.

ИИ аталанăвӗпе паянхи кун Америкăпа Китай малта. Искусствăлла интеллектăн инфраструктрине пысăк укçа хываççӗ вӗсем, эпир шел те хальлӗхе ку енӗпе вӗсемпе танлашаймастпăр. Çапах пирӗн ГигаЧат нейросеть ют çӗршыв моделӗсенчен кая мар-мӗн.

Илья Начвин министр пӗлтернӗ тăрăх, ИТ-паркра вырнаçнă даннăйсене тишкерекен патшалăх центрӗнче искусствăлла интеллектпа çыхăнтарнă пӗр вăйлă сервер паян, унри сакăр Nvidia B200 графика процессорӗ ИИ модельсене вӗрентес ӗçе илсе пырать. 2026 – 2030 çулсенче çуллен 5-рен кая мар çакăн пек сервер туянма хатӗрленет республика. Çак инфраструктура никӗсӗнче нейросете (хамăрăн е ют çӗршыв моделӗсене) кашни отрасль валли вӗрентме хатӗрленет. Ку е вăл отраслӗн даннăйӗсем тăрăх вӗрентнӗ нейросеть техника документацине тишкерӗ, оборудовани ваннине тупса мӗнле тӳрлетмеллине кăтартӗ.

2030 çул тӗлне паташлăх управленийӗн ӗçӗ валли 50 ытла ИИ-агент хатӗрлес шутлă (кашни отраслех пырса тивӗ). «Искусствăлла интеллекта эпир хамăрăн пӗрлехи цифра платформинче (9 отраслӗн информаци системине унта кӗртнӗ ӗнтӗ) усă курăпăр. ИИ системăсене пăхса тăрассипе çыхăннă тăкаксене чакарма пулăшӗ. Калăпăр, граждансенчен килнӗ заявленисемпе унта кӗртнӗ документсене тӗрӗслӗ. Йăнăшсене пула заявленисен 30 процентне каялла тавăрса пама тивет атту паян. Урăхла каласан, ИИ граждансене вӗсем ăнланмалла чӗлхепе заявлени памашкăн мӗн-мӗн çитменнине каласа тăрӗ», – терӗ министр.

Спикер сăмахӗ тăрăх, ИИ кашни отрасльшӗн пулăшуçă пулӗ. Вӗрентӳ системинче, тӗслӗхрен, педагогăн ассистенчӗ пек пулса ăна урока лайăхрах хатӗрленме, ачасен килти ӗçӗсене тӗрӗслеме пулăшӗ.

Сывлăх сыхлавӗнче вара фармакологире, васкавлă пулăшура, кардиомониторингра тата «Мосмед ИИ» платформăпа пӗрлешсе тухтăрсене флюорографи, маммографи тата ытти çавăн пек снимоксене сертификатлă алгоритмсемпе усă курса вулама май парӗ.

Строительствăра нормативсемпе танлаштарма, смета документацийӗсене тӗрӗслеме. Экологире анализ отчечӗсемпе çӗр айӗнчи усăллă япаласене кăларнă çӗрти видеосене тишкерсе ăçта мӗнле йăнăш тунине кăтартрӗ. Ял хуçалăхӗнче те усси пысăк пулӗ унран. Ку е вăл культурăна хăш территорире акса-лартсан лайăхрах ӳснине пӗлтерни çӗр ӗçченне тухăçа ӳстерме, çухатусене чакарма пулăшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество