Июлӗн 4-мӗшӗнче Аксу районӗ те Уяв картине тăчӗ
Аксу чăвашӗсем. Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа кăçал ăна «Уяв чӗлхи – туслăх чӗлхи» театрализациленӗ прологпа уçнă. Шупашкартан килнӗ «Çавал» ансамбльпе пӗрле районти Культура çурчӗсен çумӗнчи пултарулăх ушкăнӗсем, вырăнти Ача-пăча искусство шкулӗн вӗренекенӗсем çӗр ӗçӗпе халăх йăли-йӗркине питӗ хитре кăтартнă.
Тутарстан Республикин тата Уявăн ялавӗсене ятарлă çар операцийӗнче кӗрешекен Александр Семенов гварди лейтенантпа Рамис Вафин гварди рядовой торжествăлла лару-тăрура хăпартнă хыççăн мероприятин официаллă пайне район администраци пуçлăхӗ Алмаз Мингулов уçнă:
– Паян пурте Уяв картине тăратпăр, пӗрлӗхре пирӗн вăй. Эпир пӗр-пӗрин историйӗпе йăли-йӗркине сума суса туслăн пурăнатпăр. Культурăна упраса хăварма пулăшакансене пурне те тав, – тенӗ. Çӗршывшăн çăмăл мар вăхăт пулнине, Аксу тăрăхӗнчен тулли мар мобилизаципе кайнă 200 çын ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршывăн интересӗсене хӳтӗленине те палăртнă вăл. 2022 çултанпа ентеш-салтаксем валли СВО зонине район 52 гуманитари караванӗ ăсатнă.
Аксу халăхне Уявпа çаплах ТР ЧНКА Канаш председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Чентаева саламланă.

Районăн социаллă экономикипе культурине аталантарма пысăк тӳпе кӗртнисене район уявӗнче чысласси ӗнер-паян кăна пуçланнă йăла мар, тахçанах çирӗпленнӗ. Ăна кăçал та пăсмарӗç. Алмаз Мингулов церемоние çӗнтерӗве çывхартма пулăшакан волонтерсенчен пуçланă. «Волонтер России» медальпе Любовь Савроновăна, «Волонтер» медальпе Марс Гимадиевпа Татьяна Зюзинăна, ятарлă çар операцине пулăшакан 102-мӗш пушарпа çăлав чаçӗн коллективне Новоросси Хисеп хучӗпе наградăланă. Кивӗ Ипрел Культура çурчӗн методистне Нафиса Шарифуллинăна тата районти Ача-пăча искусство шкулӗн преподавательне Майя Макаровăна – «За достижения в культуре» кăкăр паллипе, Кривоозёрки тата Кивӗ Мăкшел Культура çурчӗсен методисчӗсене Галина Андреевапа Вероника Вырдинăна – ТР Культура министерствин Хисеп хучӗпе, Трудолюбово ялӗн библиотекарьне Ольга Кастьяновăна тата «Тутарстан чăваш пики» республика конкурсӗнче Аксу район чысне хӳтӗленӗ Анастасия Айдована район ертӳçин Тав хучӗпе чысланă. Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Николаева вара ТР Халăхсен ассамблейин Хисеп хутне панă, ăна вăл чăваш культурипе йăли-йӗркине упранăшăн тивӗçнӗ.

Уява килнӗ çынсемпе хаклă хăнасем кун хыççăн пурте Уяв картине пӗрле тăрса çаврăннă.
Уява паллă тума пӗлеççӗ аксусем. Хальхинче те программа интереслӗ пулнă: хăнасене сăра фестивалӗ, вырăнти таврапӗлӳ музейӗ хатӗрленӗ «чăваш çурчӗ», районти тӗп библиотекăн мастер-класӗсем хапăл туса йышăннă.
Яланхи пекех волонтерсен площадки те ӗçленӗ. Ятарлă çар операцийӗнчи хамăр атьсем валли хальхи вăхăтра мӗн-мӗн тунине кăтартнă аксусем. Çакăн пек пысăк ӗçшӗн район администрацийӗн пуçлăхӗ Алмаз Мингулов тав тунă.

Уйрăм сцена çинче «Выля, хут купăс – янра такмакăм» фестиваль хаваслă юрă-ташăпа илӗртнӗ пулсан, эстрада юррисене кăмăллакансене тӗп сцена çинче Шупашкартан килнӗ эстрада çăлтăрӗсен концерчӗ савăнтарнă. Çапла кăçал та хаваслă, илемлӗ иртнӗ Аксу чăвашӗсен Уявӗ.
(Зинаида ЛЕОНТЬЕВАН материалӗсем тăрăх Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.
З.Леонтьевăпа А.Молоствова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев