Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 12-мӗшӗнче пирӗн несӗлсем вăрмана кайма васкаман, выльăха та килте тытма тăрăшнă

Мӗншӗн тесен çак кун Çӗленсен уявӗ шутланнă

Халăх ӗненӗвӗ тăрăх, июнӗн 12-мӗшӗ тӗлне мӗн пур çӗлен пӗлтӗр кӗркунне пытаннă шăтăкӗсенчен шуса тухать те туй тума пуçлать. Çак кун вӗсен çулне пӳлекене çӗленсем пӗр шелсӗр сăхаççӗ. Çак кун çӗлене кӳрентерме хушман. Мӗншӗн тесен çӗлен ăна хур тăвакан çынна кăна мар, пӗтӗм тăванӗсене тавăрнă. Çавăнпа та хресченсем ӗлӗк Çӗлен кунӗнче выльăхсене те кӗтӗве яма шикленнӗ. 
Çак кун вăрман витӗр тухма тивнӗ пулсан, çын çӗленсене хăратакан асамлă курăк тавраша хăйпе илнӗ: марьин корень, вероника чечекӗсем, талпиçен, упасарри (папоротник).  
Тата авалхи çынсем каврăç (ясень) патаккине курсан çӗлен хăй патак пек хусканайми хытса каяссине шаннă.
Июнӗн 12-мӗшӗнче çуралнисем çӗлен сăхнинчен сиплеме пултарнине те шаннă несӗлсем. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев