Июнӗн 3-7-мӗшӗсенче Хусанта мультиконференци
Ученăйсен пӗрлӗхӗ çак кунсенче харăсах виçӗ наука конференцийӗнче математика мелӗсене, киберфизика системисене тата дифференциаллă уравненисене сӳтсе явать.
Кун йышши конференцисем тахçанах çирӗпленнӗ йăла, ăна Раççейре пуçласа 1974 çулта Новосибирскра йӗркеленӗ пулнă. 1994 çултанпа тӗрлӗ хулари техника университечӗсен никӗсӗнче иртет вăл. Хусан наука конференцине тăваттăмӗш хут (маларах 1991, 2005 тата 2020 çулсенче) йышăнать. Хальхинче унта Раççей тата ют çӗршывсен 100 ытла ученăйӗ хутшăнать.
Мультиконференци формачӗпе иртекен мероприятие июнӗн 4-мӗшӗнче Хусанти Культура институтӗнче официаллă майпа уçрӗç. Пухăннисене ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева республикăн Правительствин ятӗнчен саламланă май мультиконференци республикăшăн çав тери пӗлтерӗшлине палăртрӗ, мӗншӗн тесен 2024 çула Тутарстанра шăпах Наукăпа технологи аталанăвӗн çулталăкӗ тесе йышăннă. Апла-тăк, кунта сӳтсе явакан кашни ыйту техника аталанăвӗшӗн çав тери кирлӗ. Асăннă мультиконференци тата наукăн 10 çуллăхӗнче те иртет, кăна ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов палăртрӗ. Республика ученăйсемпе, наука докторӗсемпе кандидачӗсем хатӗрлесси çине пусăм тунине каларӗ вăл, мӗншӗн тесен юлашки 10 çулăн статистики çӗршывра вӗсен шучӗ самай чакнине кăтартать-мӗн. Çавăнпа Тутарстан наука компетенцийӗсен личноçне çитӗнтермелли концепци (шкул çулчченхи учрежденисенчен пуçласа кӗмӗл çулхисем таранах) хатӗрлессине асăнчӗ.
Наукăпа техника аталанăвӗн программи те пур, унта тӗп пусăм исскуствăлла интеллект, физикăпа математика, биологипе хими направленийӗсем çине. Республика конгресспа курав ӗçӗпе нумай ӗçленине, вӗсенче технологи ыйтăвӗсене сӳтсе явакан ӗç программи çине пысăк тимлӗх уйăрнине уйрăммăн палăртрӗ Рифкат Нургалиевич. Ун хӳттипе, пысăк мероприятисенче фундаменталлă наукăна сӳтсе явмалли площадкăсем те тумаллине каларӗ.
Мультиконференци Тутарстанри пилӗк аслă шкул (А. Н. Туполев ячӗллӗ КНИТУ — КАИ, ХФУ, Иннополис Университечӗ, Культура институчӗ) никӗсӗнче иртет. Вӗсенче «Техникăпа технологисенче математика мелӗсем (ММТТ-37)», « Киберфизика системисем: проектированипе моделировани (CyberPhy — 2024») тата «Дифференциаллă уравненипе вӗсен приложенийӗсем» темăсемпе çавра сӗтелсем, секцисем ӗçлеççӗ Çаплах ученăйсем искусствăлла интеллектпа биологире, медицинăра, механикăра усă курасси, промышленность валли кадрсем хатӗрлесси пек паянхи чи кирлӗ ыйтусене те анлăн сӳтсе яваççӗ. Аслă аттестаци комиссийӗ доктор тата кандидат диссертацийӗсен темисене пăхса тишкерӗ. Мультиконференцин тӗллевӗ яланхи пекех: пӗр-пӗринпе паллашасси, сӗннӗ шухăшсене тишкерсе усă курасси.
Асăннă конференцисенчен «Техникăпа технологисенче математика мелӗсем» (ММТТ-37) чи ватти пулсан, чи çамрăкки — CyberPhy. Ăна Раççейре пуçласа 2019 çулта Санкт-Петербургра, 2020 çулта ирттернӗ. Хусан конференцийӗ мероприятие çӗнӗлӗх те кӗртнӗ. Ученăйсен тин кăна тухнă кӗнекисен куравсене йӗркеленӗ кăна мар, унăн положенине те хатӗрленӗ иккен. Санкт-Петербург профессорӗ Александр Большаков хусансен йӗркелӳ ӗçне лайăх хак пачӗ, мультиконференцие питӗ тухăçлă ӗçлессине иккӗленмест вăл, çавăнпа ученăйсене ăнăçу сунчӗ. Юлашки 7 çул кашни кӗркунне ученăйсем Минскра çакнашкал конференцие пухăнасси йăлана кӗнӗ, кăçал та пулассине асăнчӗ. Тутарстансем мультикăнференцие çитес çул та Хусантах ирттерме хирӗç мар пулсан та, вăл ăçта иртесси халех паллă — Самара хули.
Сăнӳкерчӗк tatar-inform.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев