Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИЮНӖН 5 – 15-МӖШӖСЕНЧЕ ÇЫРĂНСАН ЙӲНЕРЕХ!

Хаклă вулакансем! Сисмерӗмӗр те – июнь уйăхне кӗтӗмӗр. 2023 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас тапхăр вӗçленесси те нумай юлмарӗ – çырăнтару çак уйăхра вӗçленет.

Хаклă вулаканăмăрсем! Эсир вара «Сувар» хаçата çырăннă-и? Çырăнман пулсан васкăр – Хусанта чăвашла пичетленекен кăларăма кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнма пулать. Çавăн пекех podpiska.pochta.ru сайт урлă та. 

Ырă хыпар пӗлтерме те хавас сире: июнӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа 15-мӗшӗччен Раççей Почти çырăнтару декади ирттерет. Çак тапхăрта пичет кăларăмӗсене йӳнерех хакпа çырăнма пулать. Эппин çак шанăçа ан çухатăр, хисеплӗ вулакансем!

Тата редакци «Сувар» çырăн та мини-печь выляса ил, хаçатăн 30 çулхи юбилейӗн хăни пул!» акци ирттерни пирки аса илтеретпӗр. Унта «Сувара» 2023 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннă кашни вулакан хутшăнма пултарать. Квитанцине (копи туса, фото ӳкерсе те юрать) редакцине хăвăра меллӗ майпа: е почта урлă 420066, г.Казань, а/я 64 адреспа, е suvar@mail.ruэлектронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла. Тӗп парнене тивӗçекен хальхинче «Сувар» хаçатăн 30 çулхи юбилейӗн (кӗркунне иртет) хаклă хăни пулать. Юбилейре çӗнтерӳçе редакци Тав хучӗпе тата асăнмалăх парнепе чыслать. Паллах ӗнтӗ, акцире ытти хаклă парнесем те нумай вылянтаратпăр.  

Акцин положенийӗпе тӗплӗнрех хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать. Квитанцисене 2023 çулхи июлӗн 10-мӗшӗччен йышăнатпăр. Акцие август уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр. 

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

Чăваш пулар, пӗрле утар!

Реклама АО «ТАТМЕДИА».
2VtzqvTsc1G

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев