Икӗ эрнере сакăрвунă пӗр пушар
Инкексем хальхинче хутса ăшăнмалли хатӗрсем, мăрьесем юсавсăррипе, вутпа асăрханманнипе, электрооборудованисен хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе пулнă
Сводкăран курăннă тăрăх, ТР МЧС ӗçченӗсен Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче ахаль ларма май килмен, шел пулин те. Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 8-мӗшӗччен республикăра пӗтӗмпе 81 (!) пушар тухнă, вӗсенче 8 çын çунса вилнӗ, 8 çын шар курнă, тепӗр 4-шӗ çăлăннă. Инкексем хальхинче хутса ăшăнмалли хатӗрсем, мăрьесем юсавсăррипе, вутпа асăрханманнипе, электрооборудованисен хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе пулнă иккен.
Çӗнӗ çул вăхăтне тӳрӗ килекен инкексен шучӗ те хальхинче пӗчӗк теме çук, декабрӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 8-мӗшӗччен пиротехника хатӗрӗсемпе тӗрӗс мар усă курнипе 13 çын, вӗсенчен чи çамрăкки 10 çулта, шар курнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев